Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑйпа (тĕпĕ: вӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сывӑ пурнӑҫ йӗрки тытса пынин пӗлтерӗшӗпе усси ҫинчен унӑн хастарӗсем пире аса илтерсех тӑраҫҫӗ, йывӑрлӑха лекнисене инкекрен хӑтармалли майсене пӗрлехи вӑйпа шыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Сана эпӗ ахаль тумӑп, кӗрхи вӑйпа мӗн те пулин парӑп.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тепӗр кунне тин вара Вӑтӑр ҫынлӑ конвойпа Илсе тухрӗҫ сарайран Пире ирӗксӗр, вӑйпа.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ҫавӑнпа ӑна ҫынсенчен вӑйпа тенӗ пек турта-турта илнӗ.

Вот и приходилось властям отнимать его у крестьян силой.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эппин, виҫҫӗмӗш хутӗнче пӗтӗм вӑйпа тӳнклеттермелле, тупӑк хӑмине ҫурса этем кӗлеткине ватса тухтӑр, ӑна ҫӗр ҫумне пӑталаса ларттӑр.

Значит, следующий удар должен пронзить тело и приковать его к земле…

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах… ырӑ ҫын килӗнче ӑна кансӗрлесе пурӑнса унпа пӑсӑличчен е ун умӗнче хӑвна парӑмлӑ пек туйса ҫӳриччен Янтул усал ҫын патне тара кӗрӗшет те хӑйне тивӗҫлине вӑйпа туртса илет.

Только… живя в доме доброго человека, можно стеснить его, из-за чего могут испортиться отношения, и потом все время чувствовать себя в долгу перед ним. Нет, уж лучше Яндул останется у злого хозяина, с него-то он сумеет взять все, что ему причитается.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ним шӑрши кӗмесен те тар шӑрши те пулин кӗрет вӑйпа ӗҫлекен ҫынран.

чистит и кормит свиней, убирается в хлеву, потеет…

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ни вӑйпа, ни калаҫса ӗнентерме ҫук вӗсене.

С ними ни добром не договориться, ни силой ничего не доказать.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хутне Ивукран вӑйпа туртса илме эпӗ арҫын мар-ҫке.

Силой я бумагу у Ивука, конечно, не вырву.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӗнӗ вӑйпа хыпса илчӗ унӑн чӗринче курайманлӑх ҫулӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Халь ӑна кунта вӑйпа илме пулать!..

Так уж эту можно силой взять!..

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван ыраттаракан вӗллене вӑйпа тӗксе хыҫаларах шутарать те ҫӗре сиксе анать.

Ухтиван с силой отталкивает давящий на ногу улей и спрыгивает с телеги.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫут тӗнчене эсир ҫавраймӑр: Вӑл, вӑхӑт, хӑйӗнне илет, Нимле вӑйпа тытса чараймӑр — Пӗл, ҫӗнӗ Пугачев килет».

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӑвна тӗрӗс тӑватӑп тесе шутлатӑн пулсан, мӗнпур вӑйпа ҫак тӗрӗслӗхе ӗнентерме тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун чухне ҫавӑн пекчӗ: тӗрӗслӗхпе-и, тӗрӗслӗхпе мар-и, вӑйпа-и, вӑйпа мар-и — хӑйсен ҫынни ҫӗнтермелле.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ан хӑрӑр, кун техника ҫук, ку вӑйпа илет.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫак минутра Левентейӗн нумай пулмасть ҫеҫ хӑйне ырӑ ҫын пек туйӑннӑ хӗрарӑма алӑк ҫине пӗтӗм вӑйпа тӗтсе ярас, унтан, начальник патне каялла кӗрсе, асар-писер харкашу тӑвас килсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Назиб ытлашши тӗреклӗ те пысӑк ҫын пулман, анчах вӑл кӗрешӳре вӑйпа мар, ӑсталӑхпа ҫӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун сасси ҫухалнӑ пек пулать, пӑртак ҫеҫ ӳлесе тӑрать, унтан каллех пӗтӗм вӑйпа шатӑртатма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗрлехи вӑйпа кӑна эпир истори чӑнлӑхне, Раҫҫей суверенитетне тата территорие сыхласа хӑварма, тулаш вӑйсене хирӗҫ тӑма пултарӑпӑр.

Только общими усилиями мы можем сохранять наши общие ценности, историческую правду, противостоять вмешательству извне, защищать суверенитет и территориальную целостность России.

Олег Николаев Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/04/ole ... nogo-edins

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех