Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выҫҫа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Килти пӳлмене кӗнӗ пур-ҫук тырра никамӑн та ачисене выҫҫа хӑварса ют алла парас килмен курӑнать.

посудите сами, разве легко отдать хлеб чиновникам, который уже у тебя в закромах, оставить детей голодными?

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫак нушана чӑтаймасӑр ку ачасем сывӑ юлаймарӗҫ, выҫҫа чӑтса ирттереймерӗҫ, шыҫӑнса вилчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Пӗр кил урлӑ пурӑнакан Пурӑш Элекҫейӗ типӗ ҫул ӗнине сутса ячӗ, тепӗр ҫул вара вӗсем ӗне ҫуккипе выҫҫа юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Тепӗр кунне выҫҫа, ӗшенӗве пула хускалкалаятпӑр кӑна.

На другой день мы еле двигались от голода и усталости.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Нивушлӗ Тарье выҫҫа тӳсеймен?..

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Выҫҫа пула ҫапла ӗнтӗ вӑл!

«От голода.

Халӑх япали // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Хӑрушла выҫҫа тӳсрӗм эпӗ, Настя, епле выҫнине каласа пама та йывӑр.

Зверски голодал я, Настя, и рассказать даже трудно, как!

8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Ун чухне хула инкекреччӗ, ҫынсем выҫҫа та сивве те тӳссе ирттерчӗҫ, чир, кашнине тенӗ пекех, леш тӗнчене ӑсататчӗ.

В то время город был в опасности, люди переживали голод и холод, болезнь почти каждого отправила на тот свет.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех