Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑсла сăмах пирĕн базăра пур.
вырӑсла (тĕпĕ: вырӑсла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калӑпӑр, вырӑсла «исторически опыт» тенине чӑвашла «истори опычӗ» ҫеҫ темелле иккен, «социалистическая страна» тенине «социализм ҫӗршывӗ» т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Унӑн чылай произведенийӗсене вырӑсла, украинла, белорусла, тутарла тата ытти чӗлхесене куҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче унӑн сӑввисемпе поэмисен кӗнекисем вунна яхӑн тухрӗҫ (вӗсенчен виҫҫӗшӗ вырӑсла тухнӑ), ҫав хушӑрах вӑл «Юлташпа юнашар» тата «Ҫамрӑклӑх» ятлӑ калавсемпе повеҫсен сборникӗсем кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Тӗпче-тӗпче Иккассине вырӑсла мӗншӗн «Второе Икково» тенине те пӗлме пултартӑм: Пӗрремӗш Иккасси тесе, иккен, ӗлӗк Шорккана каланӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Вӑл, тутарла та, чӑвашла та, вырӑсла та пӗр такӑнмасӑр калаҫаканскер, ялти магазинта ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вырӑсла ӑна «скульптурный текстиль» теҫҫӗ.

По-русски его называют «скульптурный текстиль».

Ӑстасем пирӗн хушӑра пурӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/04/14/a%d1%81%d1 ... %d0%b0cce/

Вӗренекенсен йышӗнче ҫурри ытла чӑваш пулин те, шкулта мӗн пур урок вырӑсла иртнӗ, ачасем нимӗн ӑнланмасӑр кӗлӗсене пӑхмасӑр калама, Библири статьясене вулама вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Вырӑсла ят, тетчӗҫ ӑна килтешсем…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юхма Мишшин «Кӑвак ҫӗмрен» романӗ вырӑсла «Советский писатель» издательствӑра 1982 ҫулта пичетленсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Тепӗр кунне кӑнтӑрла Мӑнастирте вырӑсла Тӗне кӗрсе ят илчӗҫ — Улӑхсене тавӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах шухӑш йывӑр мар, Ӗҫе тума ҫӑмӑл мар, — Чӗкеҫ пӗлмест вырӑсла, Патша пӗлмест чӑвашла.

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Якур хӑйне яланах мӑнкӑмӑллӑн та тӳрккес тытатчӗ, ӑнланмалла мар сӑмахпа перкелешетчӗ: вырӑсла вӑйлӑ хумханас тессине ажиотаж, хаклӑ чула — гемма, мӗне те пулин тӗпчес, пӗлес тесе каламалла чухне — зондировать, маскировка вырӑнне — камуфляж, юлташ вырӑнне — камрад тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Мода, вырӑсла.

Мода, если по-русски.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

— Ӗҫе тухап ыранах, пустуях ан тарӑхах, дай сначала авансла, — терӗ Йӑван вырӑсла.

Куҫарса пулӑш

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Вырӑсла йытта пес, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вырӑсла калаҫсан та питӗ начар тухать.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вырӑсла, чӑвашла эпӗ пӗлетӗп, тутарла вӗренес килет.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хапхи вырӑсла хапха-ҫке, килкартинче мӗн пурри-ҫукки курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Халь сӗтелсем ҫине пӗчӗк тирӗксемпе вырӑсла пӗҫернӗ купӑста яшки лартса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тумӗсем пурин те вырӑсла.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех