Шырав
Шырав ĕçĕ:
выртсассӑн (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
25. Ҫураҫнӑ хӗре кам та пулин хирте тӗл пулса ярса тытсассӑн, унпа пӗрле выртсассӑн, арҫыннине ҫеҫ вӗлерме тытса памалла, 26. хӗрне вара нимӗн те ан ту; вӑл вилмелле усал ӗҫ туман: ӑна ҫапла хур кӑтартни кам та пулин хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине тапӑнса вӗлернипе пӗрех, 27. мӗншӗн тесессӗн арҫынни ӑна хирте тӗл пулнӑ, ҫураҫнӑ хӗр кӑшкӑрнӑ пулин те, ӑна ҫӑлмашкӑн никам та пулман.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫураҫнӑ ҫамрӑк хӗре хулара кам та пулин тӗл пулса унпа пӗрле выртсассӑн, 24. вӗсене иккӗшне те ҫав хуланӑн хапхи патне илсе тухса чулпа персе вӗлерӗр: хӗрне — хула хушшинче кӑшкӑрманшӑн, арҫыннине — ҫывӑх ҫыннин арӑмне пӑснӑшӑн; усал ӗҫе хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак Манӑн сӑмахӑмсене хӑвӑр чӗрӗр варрине, хӑвӑр чунӑр варрине хывӑр, вӗсене эсир астутаракан паллӑ пек курӑнса тӑмашкӑн хӑвӑр аллӑр ҫумне ҫыхӑр, вӗсем сирӗн ҫамкӑра ҫыхмалли хӑю пулччӑр; 19. вӗсене хӑвӑр ывӑлӑрсене вӗрентӗр, вӗсем ҫинчен килӳнте ларнӑ чухне те, ҫулпа пынӑ чухне те, ҫывӑрма выртсассӑн та, ир тӑрсассӑн та кала-кала кӑтарт; 20. вӗсене хӑвӑн ҫуртун алӑк сулли ҫине, хапху ҫине ҫырса хур; 21. тӳпе ҫӗр тӗлӗнче мӗн ӗмӗр тӑрӗ, сирӗн кунҫулӑр та, сирӗн ачӑрсен кунҫулӗ те Ҫӳлхуҫа хӑвӑр аҫӑрсене тупа туса пама пулнӑ ҫӗр ҫинче ҫавӑн чухлӗ вӑрӑма пыччӑр.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ паян сана каласа хӑваракан ҫак сӑмахсем санӑн чӗрӳнте [тата санӑн чунунта] пулччӑр; 7. вӗсене хӑвӑн ачусене вӗрент, вӗсем ҫинчен килӳнте ларнӑ чухне те, ҫулпа пынӑ чухне те, ҫывӑрма выртсассӑн та, ир тӑрсассӑн та калаҫ; 8. астуса тӑмашкӑн эсӗ вӗсене аллу ҫумне ҫых, вӗсем санӑн ҫамкуна ҫыхмалли хӑю пулччӑр, 9. вӗсене хӑвӑн ҫуртун алӑк сулли ҫине, хапху ҫине ҫырса хур.
Аст 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Кам та пулин арӑмӗ юн юхса тасалнӑ вӑхӑтра унпа выртсассӑн, унӑн ҫарамасне уҫсассӑн, вӑл унӑн юхнине уҫса хунӑ пулать, арӑмӗ те хӑйӗн юнӗ юхнине уҫса кӑтартнӑ пулать: вӗсене иккӗшне те хӑйсен халӑхӗ хушшинчен пӗтерччӗр.
Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Кам та пулин арҫынпа хӗрарӑмпа выртнӑ пек выртсассӑн, вӗсем иккӗшӗ те йӗрӗнчӗк ӗҫ тунӑ: вӗсене вӗлерме тытса паччӑр, вӗсен юнӗ хӑйсем ҫинче.
Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Кам та пулин хӑйӗн кинӗпе выртсассӑн, вӗсене иккӗшне те вӗлерме тытса паччӑр: вӗсем йӗрӗнчӗк ӗҫ тунӑ, вӗсен юнӗ хӑйсем ҫинче.
Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Камӑн та пулин вӑрлӑхӗ юхса тухсассӑн, унӑн пӗтӗм ӳтне шывпа ҫуса тасатмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 17. кирек мӗнле тумтире те, кирек мӗнле сӑран япалана та, вӗсем ҫине вӑрлӑх лексессӗн, шывпа ҫуса тасатмалла, вӗсем каҫченех таса мар пулӗҫ; 18. хӗрарӑмпа выртсассӑн арҫыннӑн вӑрлӑхӗ юхса тухрӗ пулсассӑн, вӗсен шывпа ҫӑвӑнмалла, вӗсем каҫченех таса мар пулӗҫ.
Лев 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2