Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выртса (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вунӑ куна яхӑн выртса тухрӗ вара Маюк хӗрачапа пӗрле больницӑра…

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Анчах ҫав кунсенче таҫта командировкӑпа каймалла пулчӗ те — таврӑнсан пӑхатӑп: темле «ураланнӑ» ман хӑмасем — тухса тарнӑ ҫенӗкрен, хӑлаҫ тӑршшӗ ик-виҫ хӑма ҫеҫ выртса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Нимӗҫ фашисчӗсенчен Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхне сыхласа хӑварнӑ, вӑрҫӑ хирӗсенче выртса юлнӑ совет салтакӗсемпе командирӗсен ывӑл-хӗрӗ истори страницисене туллин ҫырӑнайман-ха.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисем синкерлӗ кунсен чӗрӗ палӑкӗсем // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/varca-achisem-sin ... kesem.html

Пӗр енчен – асамлӑх тӗнчи, тепӗр енчен – хальхи ӑру валли выртса юлнӑ «несӗлсен пурнӑҫ сукмакӗ, ҫухалсах, вансах пӗтмен шӑпин турачӗ».

Куҫарса пулӑш

«Чӑвашсен пултаруллӑ археологӗсем нумаях та мар...» // Леонид Атлай. https://vk.com/wall781919061_238

Хир варринче пӗрре ҫеҫ мар юнашар выртса ҫывӑрнӑ Якуршӑн та ялан питӗрӗнчӗк пулнӑ ашшӗн чун-чӗри…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Пӗлетчӗ ҫав чӗрӗ чун ҫутҫанталӑк илемӗпе киленсе савӑнма, выляса ывӑнатчӗ те вара, кӑлтӑрмач пек хутланса выртса, ҫавӑнтах ҫывӑрса каятчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Выртса юлчӗ вара Бианка ҫул хӗррине, тем каласшӑн пулнӑн пуҫне ҫеҫ кӑштах ҫӗклеме пултарчӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тӑван ялӑм куҫран ҫухалас умӗн ҫеҫ пӗрре ҫаврӑнса пӑхрӑм та хурама айне выртса макӑртӑм.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Таҫта выртса вилмӗ вӑл!

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Мускав хирӗнче выртса вилнӗ Кӗҫтук сӑнӗ: «Епле пурӑнӗ-ши ӗнтӗ ман Укаҫ, пулӑшма тӑрӑш Укаҫа, кӳршӗ пек пул, тус пек пул, ан ман», — тенӗн курӑннӑччӗ Тимуша.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Каҫхине вилес пек ывӑнса таврӑнатӑп та, салтӑнса выртса, куҫа хупатӑп.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Упӑшку кунӗн-ҫӗрӗн уйра тар тӑкнӑ вӑхӑтра ҫӗр выртса туйра сикрӗн иккен-ха?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Каҫ пулсан, ашӑмри кӗлтесем пек выртса тухатпӑр вара.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ывӑннӑ комбайнер, кӑштах та пулин выртса канас, тӗлӗрсе илес вырӑнне, сӑвӑ калать; ӗҫ ӑнманран кӑмӑлсӑр комбайнер урӑх нимле те мар, сӑвӑ каласа хӑйӗн чунне ҫӗклентерет — ҫавӑнпа та чӗрене нихӑҫанхинчен ирӗклӗн, тарӑннӑн кӗрсе вырнаҫаҫҫӗ пуль вӑл калакан сӑвӑсем, ҫавӑнпа итленӗҫемӗн итлес килет пуль вӗсене…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Канаш районӗнчен фронта 12 пин те 970 ҫын тухса кайнӑ, вӗсенчен 6 пин те 400 салтак вӑрҫӑ хирӗнче ӗмӗрлӗхех выртса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ паттӑрӗсен ячӗсем ӗмӗр асра // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%b2a%d1 ... %80%d0%b0/

Выртса канар, эсир куҫусене ҫывӑрмасӑр ахаль ҫеҫ хупӑр, эпӗ сире юрӑ юрласа парап.

Пойдемте, приляжем, вы глазки закройте, спать не обязательно, а я вам песенку спою.

Ҫӗнӗ ҫул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/587

Якур амӑшӗ ҫул ҫинче мӗн пулса иртнине пӗлсен ывӑлӗ выртса юлнӑ ҫӗрелле ахлата-ахлата васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Тем кирлӗ-кирлӗ мара лӗпӗртетсе лариччен выртса ҫывӑр-ха луччӗ! — кил хуҫине хӑтӑрса илчӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑш-пӗрисем ӑна пӑртак выртса канма сӗннӗ, анчах ӳсӗр ҫын хӑлхине ырӑ сӑмах хӑш енчен те пулин пырса ҫапӑнать-им?

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов вара, икӗ хутчен инфаркт ҫапса ӳкернӗ ҫын, тӑтӑшах больницӑра выртса сипленет, килӗнче чухне те тӗрлӗрен эмел ӗҫме тивет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех