Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выртни (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эх, ывӑлӑм, ик урана ҫухатиччен ҫӗр айне кӗрсе выртни аванрах та ҫав, чун тени вӑхӑтсӑр тухмасть иккен.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫапах та вӑл кунтах выртни мана питӗ паллӑ: шӑтӑкран, вут хутса янӑ кӑмака мӑрйинчен тӳпенелле тӗтӗм палкаса хӑпарнӑ евӗрех, ӑшӑ сывлӑш йӑсӑрланса-юпаланса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ҫурт хыҫӗнче Бессараби хирӗсем вӗҫӗ-хӗррисӗр сарӑлса выртни курӑнать.

За домиком, насколько хватал глаз, простиралась нескончаемая ширь бессарабских полей.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑй чылай хушӑ чирлесе выртни ҫинчен пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Лешӗ ҫав-ҫавах сас памасӑр та пӗр хускалмасӑр выртни Макҫӑма хӑратса пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуҫа арӑмӗ ҫурри таран уҫӑлнӑ кӑкӑрне кӑтартса месерле выртни аптратрӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрман сайралнӑ ҫӗре тухса пӑхрӗ те, ун куҫӗ умне Энӗш шывӗ, шыв урлӑ ем-ешӗл симӗс улӑх сарӑлса выртни курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫумӑр хыҫҫӑн тӳрленнӗ калча кавир пек сарӑлса выртни такам кӑмӑлне те хускатмалла…

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Творчество маршручӗ пирӗн района та выртни уйрӑмах кӑмӑлсене ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн яллӑ вырӑнсем-ха? // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10875-m- ... r-nsem-kha

Пӗркун кайсан, Хусанти аслӑ воевода Горбатый-Шуйский чирлӗ выртни ҫинчен, сывалса ҫитеймесӗрех Мускава тухса кайни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлташӗсем хушнипе Аттеней Саррипе ывӑлӗ пурӑнакан пӳрте ир-ирех пырса кӗчӗ те аптраса ӳкнӗ тӗкӗрҫӗ ҫӗрле вилсе выртни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑмаппи тус пирӗн пичче больницӑра выртни ҫинчен Аманик чӑвашӗнчен пӗлнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе шӑкӑлтатса калаҫса выртни те сахал пулман пирӗн.

Могли целыми ночами разговаривать о том о сем…

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чирлесе выртни халь ӑна вӑхӑтне ҫывӑрса ирттернӗ пек кӑна туйӑнса тӑрать.

То время, что он болел, теперь казалось ему долгим сном.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Салакайӑк сыснисен умӗнче вара пуҫламан ҫӑкӑрсем йӑваланса выртни те пулкалать.

А перед рыла поповских кабанов ложатся непочатые ковриги…

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Йывӑҫ путмар ларакан кӗтесрен ҫывӑракан ҫын ыйхӑ тӗлӗшле ассӑн сывласа илни, унтан тепӗр еннелле ҫаврӑнса выртни илтӗнет.

Лишь из угла, где на деревянных нарах спит Ухтиван, доносится сладкое посапывание, иногда бормотание.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Темшӗн Анушкана Карачӑм ҫара каяс умӗн ӗҫ вӑхӑтӗнче тракторне чарсах ҫывӑрма выртни аса килчӗ, вара вӑл тӳрккес кӑмӑллӑ каччӑна тата хытӑрах вӑрҫасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Уншӑн ҫын вилес пек выртни нимӗн те мар иккен.

Куҫарса пулӑш

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пырса ҫитсенех тӗкӗрҫӗсене Эхмемет пичче ҫӗр пӳртре вилес пек выртни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Софья Георгиевна Хусантан таврӑннӑ хыҫҫӑн та икӗ уйӑха яхӑн больницӑра выртни ҫинчен пӗлтерет Миша.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех