Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выртаҫҫӗ (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем вара йывӑҫсене ял кӗперӗ айне алтса хунипех ҫырлахнӑ, паянхи кунччен ҫавӑнтах выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Сӑнӑма ҫулсен акапуҫӗ ҫапах та сӗртӗннӗ ӗнтӗ, шӑйӑрнӑ: ҫамка ҫинче виҫӗ карт палӑрать, куҫ айӗнче те йӗрсем ҫухалмиех выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Сӗтел ҫинче пӳлӗм уҫҫипе хут татӑкӗ выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Хӑй те кӗтменччӗ ун пек пулса тухасса хуралҫӑ, халь акӑ вӗсем… вите тӑрринчи утӑ ҫинче выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Кашӑксем, тӑм тирӗк ванчӑкӗсем сапаланса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кил хушши талккишӗпе кивӗ улӑм, патак-ҫатак, каштасем сапаланса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Минтерсене тустарса пӗтернӗ, лапчӑннӑ тӳшек ҫинче сарӑпа тутӑр выртаҫҫӗ

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑн пирки икӗ усламҫӑ халӗ те вилес пек выртаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вырӑс ҫынни умӗнче катка-пичкесем купаланса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем урайӗнче ҫаппа-ҫарамас выртаҫҫӗ, хӑйсем вара хунар ҫути хыҫӗнчи Петӗре пач курмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗчӗккисем иккӗшӗ юнашар выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑш-пӗр ҫӗрте халӗ те сӳнме ӗлкӗреймен вутпуҫҫисем ерипен йӑсӑрланса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Турник ҫывӑхӗнчех пӗр пӑт, икӗ пӑт таякан пукансем выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫулла унта пӗҫ кӑкӗ таран утӑ, майра кӗпҫи, кӑшкарути, вӑкӑр хӳри тата ытти тӗрлӗ ҫимелли курӑксем ӳсеҫҫӗ, темиҫе ҫӗрте лӑк-тулли пулӑллӑ тӗпсӗр кӳлӗсем (ҫынсем вӗсене ҫапла калаҫҫӗ) йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Вӗсем тахҫанах юр ҫинче юн юхтарса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан керменӗнче пищальсем, тупӑ етрисем, сӑнчӑрсем, тимӗр тӑлӑсем купаланса выртаҫҫӗ тет.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Юн сурса выртаҫҫӗ халь килӗсенче.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепре пычӗ — чашӑк ҫинче кӑшласа пӗтернӗ шӑмӑсем кӑна выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрисем, чирлӗреххисем ӗнтӗ, хӳме ҫумӗнче выртаҫҫӗ, теприсем сӗтел хушшинче ҫырса ларакан тиек умӗнче кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь ӗнтӗ пирӗн стрелецсен виллисем Булак тӗпӗнче выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех