Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырнаҫмалӑх (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Колхоз пуҫланнӑ малтанхи ҫулсенчех 60 ача вырнаҫмалӑх ача сачӗ туса лартни те ял пурнӑҫӗнче лайӑх улшӑнусемпе палӑрнӑ, мӗншӗн тесен ачасем садике тӳлевсӗр ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Вӗсем тавра вара «культурӑллӑ вуншар шултра государство вырнаҫмалӑх, вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫӗршыв сарӑлса выртать. Ҫав мӗнпур ҫӗршыв лаптӑкӗнче культурӑсӑрлӑх. чӑн-чӑн тискер пурӑнӑҫ йӗрки пуҫпулса тӑрать», тенӗ В. И. Ленин патша Российӗ ҫинчен.

А кругом них необъятнейшие пространства, на которых уместились бы десятки громадных культурных государств. И на всех этих пространствах царит полудикость и самая настоящая дикость,— так говорил о царской России В. И. Ленин.

Промышленность // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫулталӑк маларах, посёлок хула статусне иличченех, 40 номер вырнаҫмалӑх пӗрремӗш телефон станцийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.

Уже годом ранее в, на тот момент, ещё посёлке появилась первая телефонная станция на 40 номеров.

Анадырь историйӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%B9%D3%97

Унта иккӗн вырнаҫмалӑх та вырӑн ҫук…»

Там нет места для двоих…»

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ун ҫинче вырӑнӗ те хунарҫӑпа ун хунарӗ вырнаҫмалӑх ҫеҫ.

На ней только и помещалось что фонарь да фонарщик.

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Кӗҫех хуҫалӑх ӗҫченӗ-сем Катек ялӗнче 800 тонна вырнаҫмалӑх тырӑ склачӗ туса пӗтерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тулли пучах пуҫне таять, эппин, пӳлме кӗҫех тулать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%82%d1% ... %b5%d1%85/

Кунта та 200 пуҫ ӗне выльӑх вырнаҫмалӑх сӗт-ҫу фермине тӗпренех ҫӗнетме палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

«Л.И.Петров» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче ҫитес тапхӑрта 100 пуҫ вырнаҫмалӑх сӗт-ҫу ферми хута каймалла.

Куҫарса пулӑш

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Иртнӗ ҫул унта пилӗк пин сурӑх вырнаҫмалӑх комплекс туса пӗтертӗмӗр, ҫавӑн пеккине татах тӑвасшӑн-ха — пирӗн колхозра вунпилӗк пин сурӑх вӗт! — сӑн-питне чиперрӗн йӑлкӑштара-йӑлкӑштара, хавхаланса калаҫрӗ Моляков.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Листа хут вырнаҫмалӑх папка илтӗм те Ҫатюксем патне кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Сухан ҫулҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ун чухне пӗлӳ ҫурчӗ 280 ача вырнаҫмалӑх пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗт пурнӑҫа кӗчӗ // Татьяна ЕФИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11679-m- ... rn-ca-k-ch

Ҫак ҫӗнсе илнӗ укҫапа 100 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх вырнаҫмалӑх ферма туса лартнӑ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan

Район ҫыннисем тӗрлӗрен тӗрлӗ ыйтусемпе пынӑ: газификаци, Ҫӗнӗ Мӑнтӑрти ҫӗнӗ клуб ҫурчӗ патне электричество илсе ҫитересси, Вӑрмар районӗн 95 ҫулхи юбилейӗ тӗлне «У истоков газификации Урмарского района» кӗнекене пичетлесе кӑларма спонсорла пулӑшу илесси, Арапуҫӗнче 165 ача вырнаҫмалӑх ҫӗнӗ шкул тата шкул ҫулне ҫитмен ачасен 40 вырӑнлӑх ушкӑнне туса хурасси пирки тата ытти нумай ыйту пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Граждансене йышӑннӑ // М.ДМИТРИЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9771-grazhda ... ne-jysh-nn

Кунта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 50 ҫын вырнаҫмалӑх ҫӗнӗ модульлӗ клуб уҫӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑхра – вӑй // С.ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9772-tusl-khra-v-j

Ҫав ҫулах вӗсем 50 пуҫ выльӑх вырнаҫмалӑх хӑтлӑ ферма туса лартнӑ, ӑратлӑ 25 пушмак пӑру туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Никоновсем районта кӑтартуллӑ ӗҫлесе пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%bd%d0% ... %8b%d1%80/

Виҫӗ тупӑк вырнаҫмалӑх шӑтӑкран кӑнтӑр енче, хӑма сарнӑ вырӑнта, пӑлхавҫӑсем асаплантарса вӗлернӗ коммунистсен ӳчӗсем выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗтӗмпе 150 чӗрчун вырнаҫмалӑх пулмалла.

Всего оно должно вмещать 150 животных.

Ҫӗмӗрлере хуҫасӑр 150 чӗрчун валли приют пулӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32041.html

Бауман куҫне пур енчен те пысӑк шкафсемпе комодсем, лапсӑркка пукансем, сӗвенсе лармалли ҫӳллӗ диван, сарлака — пӗр ҫемье вырнаҫмалӑх, унран кая мар — кровать курӑнчӗ.

Со всех сторон пучились на Баумана пузатые какие-то комоды и шкафы, разлапые кресла, высокоспинный диван, огромная — на целую семью, не меньше — кровать.

XXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Ҫавӑн пекех Кӗлкеш ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫитмӗш ялӗнче те 25-30 ҫын вырнаҫмалӑх модульлӗ ҫӗнӗ клуб вырнаҫтарнӑ.

Также и в деревне Ситмиши, входящей в Кульгешинское сельское поселение, установлен новый модульный клуб на 25-30 человек.

Пуҫарулӑх бюджечӗ ялсене аталанма май парать // Э.МИХАЙЛОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2021.07.30, http://gazeta1931.ru/gazeta/7978-khal-khran-ta-numaj-kilet-29

Анчах та кунӗ вара ҫав тери йывӑр килсе тухнӑ: ҫула танк кӗрсе вырнаҫмалӑх канав ҫурса кайнӑ.

Но уж такой выдался трудный день — поперек дороги ров, да какой!

Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех