Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выляҫҫӗ (тĕпĕ: выля) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлӗт аркине сирсе пӑрахнӑ уйӑх пӗве вӗҫнех куҫса кайнӑ, ҫӑлтӑрсем ҫеҫ паҫӑрхи вырӑнтах куҫ хупмалла выляҫҫӗ, шӗвӗр тӑрӑллӑ чӑрӑшӗсем лӑссисене ӗшенчӗклӗн лӑс уснӑ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗҫ хыҫҫӑн спорта юратакансем унта тӗрлӗ вӑйӑсем выляҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт – пурнӑҫ йӗрки // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%81%d0%b ... %ba%d0%b8/

Ҫийӗпе пӗчӗк хумсем кӑтраланса выляҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Пӗчӗккисем иртен пуҫласа каҫчен ҫӗтӗк пуканисемпе выляҫҫӗ, вӗсемшӗн кунтан хаклӑраххи нимӗн те ҫук.

— Они отдают всю душу тряпочной кукле, и она становится им очень-очень дорога.

XXII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Епле выляҫҫӗ

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫӑлтӑрсем ҫӗрӗпех йӑл-йӑл ҫиҫеҫҫӗ, кулаҫҫӗ, выляҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Куҫсем пытанмалла выляҫҫӗ — пӗрре ҫеҫ хире-хирӗҫ пулчӗҫ вӗсем, вара иккӗш те па пӑлханса, именсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Тӗнчере мала тухассишӗн футболла выляҫҫӗ халь.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Ҫӑлтӑрсем ҫӗре тӑкӑнас пек ҫиҫсе-сиксе выляҫҫӗ, хӑшӗсем ҫӗре те тӑкӑнаҫҫӗ, шур ҫеҫкеллӗ садра кайӑксем юрлаҫҫӗ — ҫакӑн пек илемлӗ ҫӗр Павӑл крыльца ҫинче пуҫне чиксе ларать, арӑмӗ чӑланта минтере куҫҫульпе йӗпетсе выртать…

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ҫынсем чӗлӗм мӑкӑрлантараҫҫӗ, чикаркка туртаҫҫӗ, вӑхӑчӗпе картла та выляҫҫӗ, домино та шаккаҫҫӗ — Тимуш вара тӑм татӑкне йӑваласа, чӗпӗткелесе ларать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӗсем ҫырмари пӗве хӗррине анакан тӑкӑрлӑк тӗлӗнче пытанмалла выляҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шӑпчӑк ҫаплах юрлать, пулӑсем те ҫаплах выляҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Уҫса пӑрахнӑ чӳречерен кас-кас вӑркӑш ҫил кӗрсе тухать, урамра пӗчӗк ачасем ҫӳллӗ мар хӳме ҫинчен ҫӗре сикмелле выляҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Унта вунӑ-вуникӗ ҫулхи ачасем бильярдла выляҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Шӑпӑрӑҫсем, кӗслеҫсем Вӑй выляҫҫӗ сыпӑксӑр, Вӗсен тӗпсӗр пырӗсем Пӗр тӑмаҫҫӗ сӑрасӑр…

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мӑнастир хӳминче, ҫуртӗнче Ҫуртасем ҫунаҫҫӗ ҫутатса, Майра патша кӑмӑл кӳнинче Выляҫҫӗ, ташлаҫҫӗ алхасса.

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Вӗсем сехетпе выляҫҫӗ, — систерме хӑтланатӑп Игнат Васильевича.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Авӑ тӳпери ҫӑлтӑрсем те, ӗмӗр-ӗмӗр яшлӑх вучӗпе ҫунаканскерсем, лапсӑркка йывӑҫ айӗнче ыталанса тӑракан ҫамрӑк мӑшӑра пиллесе, аякри асамлӑ ҫутисене вӗсем патне ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ, ҫамрӑклӑхӑн манӑҫми каҫӗсене илемлетсе, пӗр-пӗрин хушшинче ӑмӑртсах куҫ хупмалла выляҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Апат вӑхӑтӗнче хӑшӗсем мечӗкле выляҫҫӗ, теприсем хаҫат-журнал вулаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем пӗрле пухӑнса тенкелсем ҫинче калаҫса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Каҫӗ кӗҫӗр питӗ ырӑ, тӳпере ҫӑлтӑрсем выляҫҫӗ, атя кӑштах сак ҫине кайса ларар.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех