Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вылярӗ (тĕпĕ: выля) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӗткен вылярӗ, тупрӗ ҫурӑк: Ав, шурӑ хурӑн йӗпенет.

Куҫарса пулӑш

XXXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Асран ҫухалмӗ тӗттӗм ҫӗр: Ҫунмарӗ тӳпере пӗр ҫӑлтӑр, Сайра-хутран шевле ҫеҫ йӑлтӑр Вылярӗ те хывайрӗ йӗр.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Йӑл кулчӗ паттӑр ҫул ҫӳрен — Хӗвел пит-куҫӗпе вылярӗ, Хӑйне хӑй хушрӗ: «Ан кӳрен».

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл унӑн куштӑркаса тӗксӗмленнӗ питне хӗрлӗ тӗс парса илемлетрӗ, сарӑ ҫӳҫ пайӑркисемпе савӑшса вылярӗ, унтан, ҫӳлӗрен-ҫӳлӗ хӑпарса, йывӑҫ тӑррисене улӑхса ҫитрӗ те сарӑхнӑ ҫулҫӑсем ҫинче пӗр авӑк сиккелесе ташларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗрӗс пулчӗ-ши ҫавӑ, элле ҫутҫанталӑк унпа вылярӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ку роле Иванов студент пит ӗненмелле вылярӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӗрарӑмсем апат-ҫимӗҫпе чӑрманнӑ хушӑра Павӑл пӗчӗк Нинӑпа вылярӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кӗҫех вӑл Чайковскин меланхолиллӗ серенадине аса илчӗ: тӑваттӑмӗш хӗлӗхпе вибрацилесе вылярӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Аван, аван вылярӗ, — терӗ Ольга Ивановна: те ӑнланмасӑр, те юриех пӑтӑрмаха тапратасшӑн мар пулса.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ман купӑс вӑл — Циммерман нимӗҫ фабрикинче тунӑскер — хитре такана кӑна кун ҫумӗнче! — куҫӗсенче савӑнӑҫ ҫиҫсе вылярӗ Павӑлӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Паттӑр ҫын паттӑр ҫынах ҫав — Карамышпа кушак шӑшипе вылянӑ евӗр вылярӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Купӑс ҫинче, тепӗр чухне каччӑн сарӑ ҫӳҫӗ ҫинче те, хӑма ҫурӑкӗнчен пытанса кӗрекен хӗвел ури вылярӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав пьесӑсенче кашнинчех Эльгеев хӑй те вылярӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку ҫӗнӗ артистка, Атнер арӑмӗ, Евӑран кая пулмарӗ, кулӑшла рольсене калама ҫук аван вылярӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Аллисем чӗтренипе пирвайхи аккорда вӑл ытла та хыттӑн кастарса вылярӗ, сӗркӗч хӗлӗхӗсем сасартӑк виҫҫӗшӗ харӑс татӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсене аса илмешкӗн вӑл кашни кун ҫичшер сехет ҫине тӑрсах вылярӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш Ухтеркке рольне пьесӑри пек малалла вылярӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку роле Ольга Шестипалова вылярӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тавах, — ӑшӑ кулӑ вылярӗ Эльгеев сӑн-питӗнче.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Тара-рам-там, тара-рам-там!», — виҫҫӗмӗш пусӑмне ҫивӗччӗн тата-тата вылярӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех