Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вуншар сăмах пирĕн базăра пур.
вуншар (тĕпĕ: вуншар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртӗ, вуншар ҫул, ҫӗр ҫул, ӗмӗр хыҫҫӑн ӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Вӗсем — Олимп чемпионӗ Владимир Воронков, СССР чемпионки Вера Чернова тата ҫӗршыв шайӗнчи чемпионатсен вуншар призерӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки – куллен-кун чи кирли // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d1%81%d1%8 ... %80%d0%bb/

Ленин «самӑрӑлса шыҫӑннипе асапланакан», «влаҫра тӑракан вунӑ пин ҫыннӑн» интересӗсемшӗн мар, «ҫӗршывӑн илемӗ, унӑн вӑйӗ, унӑн пуласлӑхӗ» пулса тӑракан миллион тата вуншар миллион ӗҫ ҫыннисен интересӗсемшӗн тӑрӑшакан литературӑ ҫураласси ҫинчен каланӑранпа ҫур ӗмӗр ытла иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Пӗвери уйӑх чӳхеннӗ май — пӗр ҫӗре пуҫтарӑнчӗ, сарӑлса кайса таткаланчӗ; акӑ, ун ҫути йывӑҫ тӑрри витӗр ӳкрӗ те, вӗтӗ хумсем шунӑ май, шыв ҫинче вакланчӗ, ванчӑкӗсем, вуншар ылтӑн пулӑ вылянӑ пек пӗрре чӑма-чӑма тухрӗҫ, тепре ҫиелтен ишсе ҫаврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кашни станок ҫинче вуншар аппарат-хултӑрчӑ.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Юлашки виҫӗ ҫулта вуншар ҫӗнӗ спорт объектне хута янӑ, ҫакна валли пӗр миллиарда яхӑн укҫа кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Элӗксем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/eleksem-chavash-e ... lacce.html

Вӑл шутран севок сухан тата купӑста вуншар гектар йышӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шпаковсем купӑста лартма тухнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d1%88%d0% ... 85%d0%bda/

Издательствӑра халӗ пичете кайма черет кӗтсе вуншар ал ҫырӑвӗ выртать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Отечественнӑй Аслӑ вӑрҫӑра вуншар чӑваш ҫынни, паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартса, Совет Союзӗн Геройӗ ятне илме тивӗҫлӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Чӑваш кӗнеке издательстви вулакансенчен кунсерен вуншар ҫыру илсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Хулара вуншар ҫулсем хушши ӗнтӗ Чӑвашсен Академи театрӗ, вырӑссен республикӑри театрӗ, ҫамрӑксен театрӗ, пуканесен театрӗ тата Чӑваш филармонийӗ (унта юрӑпа ташӑ ансамблӗ те пур) ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Бычков тенине суд персе пӑрахмалла тунӑ, ыттисене вуншар ҫул панӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Унта вуншар колхоз.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Анчах эпӗ ҫапа-ҫапа ӳкернӗ кашни тӑшман вырӑнне вуншар тӑшман пырса тӑчӗ, ниҫта тухма ҫук темиҫе хут ункӑна ҫавӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ашшӗпе амӑшӗшӗн, аслашшӗшӗн, Пинершӗн тата вуншар ҫын куҫҫулӗшӗн путсӗр Хунчар йӑхне тавӑрман-ҫке вӑл.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах шывра та вӑл вуншар ҫул нимӗн улшӑнмасӑр, ҫӗрмесӗр, хӑйӗн илемне пӗрре те петермесӗр выртма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗнӗ Кипеҫпе Тӗвенеш ялӗсем пысӑках мар, анчах та куллен вуншар ҫын тӗрлӗ ыйтупа кӗрсе тухать унта.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Ҫӗршывра, Чӑваш Енре вуншар ҫулсем хушши вӑй хурса ӗҫлекен педагогсен ӑрӑвне малалла та аталантарса пыма тӑрӑшӑпӑр, ҫӗнӗ йышӑнусене пурнӑҫа кӗртӗпӗр», – тенӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Республикинче Педагогпа наставник ҫулталӑкне старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/31/oleg ... gogpa-nast

«Вуншар куна каяттӑмӑр, броньлӗ жилетсӑр та йӑтмалли сахал мар пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Вӗсен шайӗнче туса хатӗрленӗ вуншар регион проекчӗпе тата патшалӑх программипе те ӗҫсем калӑпӑшлӑ пулса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑвай ене – 88 ҫул // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ne-88-cul/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех