Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вуннӑра (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хутне-мӗнне паман та ӑна пире ӗлӗк, кам пӗлет мана: те ҫӗр те вуннӑра, те ҫӗр те вун виҫҫӗре.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хӑш-пӗрисем темиҫе ҫул каяллах эсӗ тӑхӑр вуннӑра тетчӗҫ, теприсем — тӑхӑр вун виҫҫӗре…

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӑл ун чухне вуннӑра кӑначчӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

Эсӗ пиллӗкре е вуннӑра пулсан, тӗрӗс те и тен ҫакӑ?

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вуннӑра чухнех аттене (вӑл та комбайнер пулнӑ) уй-хирте пулӑшаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Каменщика вӗреннӗ, комбайнер пулса тӑнӑ // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

«Библиотека вуннӑра кӑна уҫӑлать, унччен тата пӗр сехет.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Темиҫе кун хушшинче манӑн альбом ҫинче ҫичӗ портрет пулса тӑчӗ: Дуся вуннӑра, вунпӗрте, вуниккӗре… ҫапла, вунултӑ ҫулти Дуся патне ҫитиех йӗркипе.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Пире, арҫын ачасене, уйрӑмах атлет пек тӗреклӗ, пиҫӗ кӗлеткеллӗ Тарзан (ҫулсен шучӗпе хӑй, ҫӗмӗрӗлсе ӳснӗскер, вуннӑра кӑна пулнӑ-ха) джунглире йывӑҫ ҫинчен йывӑҫ ҫине ҫӑмӑллӑн яр! та вашш! ярӑнса-вӑйкӑнса «вӗҫсе» ҫӳрени тыткӑнланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Унта та ҫӑмӑл марччӗ: пилӗк ача — пӗринчен пӗри пӗчӗк, асли те вуннӑра кӑна, ҫитменнине тата эпӗ хутшӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Эпӗ вуннӑра тӑлӑха юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Васильевич Данилов - юратнӑ художник, хисеплӗ ентешӗмӗр // Анастасия ДАНИЛОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11008 ... rch-20-m-r

Лашине кантарма вӑхӑт пултӑр тесе, вӑл килтен иртерех тухнӑ: «Самолет» пӑрахут Куславккана сакӑр сехет тӗлнелле ҫитмелле пулнӑ, анчах вӑл вуннӑра тин ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Урӑх ниҫта та чарӑнмасӑр Галеран рудник хулинчен иртрӗ, ирхи вунӑ минутсӑр вуннӑра «Тип ҫӗрпе тинӗс» умне ҫитрӗ.

Не останавливаясь более, Галеран проехал рудничный городок, прибыв к «Суше и морю» без десяти минут десять часов утра.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вуннӑра?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Сирӗн кӳршӗ Крапивин юлташ… — ыйта пуҫларӗ вӑл, ҫавӑнтах сӗтел хушшинче ларакан Крапивина хӑйне асӑрхарӗ те: — Филимон Петрович, сире халех комиссариата канашлӑва пыма хушрӗҫ: вуннӑра пуҫланать, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах Вася мӗнпурӗ те вуннӑра кӑна, шкула та вӑл нимӗҫсем пырса кӗриччен пӗр ҫул хушши анчах ҫӳренӗ.

Но Васе было всего десять лет, и в школу он ходил только один год, когда еще не было немцев.

Партизансен кил-йышӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Лю Гуй-лань ун чухне вунҫичӗ ҫулта пулнӑ, унӑн пулас упӑшки вара вуннӑра ҫеҫ пулнӑ.

Будущему мужу Лю Гуй-лань едва минуло десять лет, а ей уже шел семнадцатый год.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ун чухне Мотя аппа вуннӑра пулнӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа мана пӑхма та ӑнах тивнӗ.

Моей сестре; Моте было уже десять лет, и у неё появилась новая забота — нянчить меня.

1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Лайӑх ӳтлӗскер, яштака та вӑйлӑ, сывлӑхлӑ ача, хӑй вуннӑра кӑна пулин те вуникӗ ҫулхи пиччӗшӗпе пӗр тан пулнӑ.

Он был розовощекий, крепкого сложения, ростом с Джонни и даже плотнее его; словно вся жизненная сила одного перешла в тело другого.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

— Виҫӗнессе вуннӑра ҫакӑнта виҫӗнетпӗр, — тенӗ Ривэра.

— Взвешиваться здесь, в десять, — продиктовал Ривера.

III // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.

Анчах вуннӑра ӗнтӗ эпӗ…

Но мне уже десять лет…

Ҫурҫӗр ҫулҫӳревҫи // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех