Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Туслӑх дачи» «ют ҫынсене кӗме юрамасть», — тесе вуларӗ Сергей — хапхан пӗр юпи ҫинчи пит илемлӗн ҫырса хунӑ хӑма ҫине пӑхса.
II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Унтан тепӗр хут, татах тепӗр хут вуларӗ.
9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл ҫӗкленсе вуларӗ: «Эпӗ — Милич Янкович тӗкленеймен чӗпӗ, кмет мана тӗрӗслӗхшӗн (кунта хресченле хыттӑн вӑрҫса ҫырнӑ сӑмах пур) виҫӗ ҫула каторгӑна ӑсатрӗ».
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
«Кунта, вӗрентсе ӳстернӗ икӗ нимӗҫпе ҫапӑҫса, Муня партизан паттӑрла вилӗмпе вилнӗ, январӗн…» вуларӗ Гвозден.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Шапошников, канцелярине кӗрсе, телефонограммӑна вуларӗ.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хура клеенкӑран тунӑ хуплашкаллӑ, куҫлӑ-куҫлӑ йӗрлӗ хулӑн тетраде вӑл нумайччен тимлесе вуларӗ.Толстая тетрадь в клетку, в черной клеенчатой обложке надолго приковала его к себе.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хӑшпӗр страницӑсене икшер хут та вуларӗ.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Зухин, сайра хутра тетрадьсем ҫине пӑха-пӑха илсе, малалла вуларӗ, ыттисем ӑна чара-чара ыйтусем пачӗҫ, Зухин вара кӗскен, ӑслӑн тата тӗрӗс ӑнлантарчӗ.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӗринчи шухӑшне палӑртакан ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ сӑмахсене вӑл калама ҫук хытӑ савӑнса, сассине тем тӗрлӗ те улӑштарса, темиҫе хут вуларӗ; унтан пире историпе вӗренме пачӗ те чӳрече умне ларчӗ.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пуху хыҫҫӑн хӑйсен пӳртне таврӑнсан, вӑл пӗр кӗтесе вырнаҫрӗ те куҫне хупрӗ, вара, ун умне арӑмӗн ҫыравӗ хура хӑма ҫине пурӑпа ҫырнӑ пек тухса тӑчӗ, ӑна вӑл ҫӗрӗмӗш хут та пӑшӑлтатса вуларӗ пулӗ ӗнтӗ.
5 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӗҫӗ-хӗррисӗр вуларӗ вӑл ҫак ҫырӑва, ҫавӑнпа ӑна пӑхмасӑрах та пӗле пуҫларӗ.Он бесчисленное множество раз перечитывал это письмо, он знал его почти наизусть.
5 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Павӑл именчӗклӗн алӑк патнерех пычӗ те: «Ҫӗнӗ, 1943 ҫул ячӗпе!» тесе ҫырнине вуларӗ.— Павле, взволнованный, подошел поближе и с трудом прочитал: «Счастливого 1943 года!»
4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Малтан чиперех вуларӗ, вара манран сасартӑк перо ыйтрӗ.
Кӗтмен экзамен // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Стекловпа Король малти парта хушшинче ларчӗҫ, Екатерина Ивановна, доска патӗнче тӑрса, хытах мар, анчах уҫӑмлӑн вуларӗ:
41 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах Владимир Михайлович, паллах, Тютчев сӑввине татма шутламан та, вӑл ӑна пӗтӗмпех вуларӗ.Но Владимир Михайлович, разумеется, и не подумал обрывать Тютчева:
34 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— «Лайф!» — тесе сасӑпа вуларӗ вӑл журнал ятне.
Ӑнсӑртран тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Павлуша Стеклов ӗҫе нумай ҫивӗчрех тытӑнчӗ — вӑл питӗ ӑнланмалла, илемлетсех вуларӗ.Павлуша Стеклов приступил к делу куда бойчее — он читал очень внятно, даже с выражением.
26 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— «Оракул» транспорчӗ груз — Рихтгофен, курс…» сасӑпах вуларӗ Тимур.— «Транспорт «Оракул», груз — Рихтгофен, курс…» — читал вслух Тимур.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Виҫкӗтеслӗ иккӗмӗш ҫырӑва илчӗ, хушаматне вуларӗ.Взял второе письмо, свернутое треугольником, прочитал фамилию.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Майор аллине лекнӗ пӗр ҫырӑва илчӗ, вӑл кам ячӗпе килнине хушаматне вуларӗ те: чӗрӗ-и? тесе ыйтнӑ пек ыйтуллӑн ман ҫине пӑхрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.