Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

виҫҫӗмӗшне (тĕпĕ: виҫҫӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
30-39 ҫулсенчи арҫынсенчен пӗрремӗш вырӑна — А.Топтыгин /Ҫӗнӗ Мӑнтӑр/, иккӗмӗшне — С.Елаков /Чупай/, виҫҫӗмӗшне Е.Ушмарин /Тӑрмӑш/ тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Владимир Сергеев паттӑра асӑнса — йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ // Зинаида ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11717-vladim ... t-r-m-rt-v

2012-2013 ҫулсенчи хӗрачасенчен пӗрремӗш вырӑна – В.Петрова /Ҫӗрпӳ/, иккӗмӗшне — Е.Васильева /Чулкас/, виҫҫӗмӗшне — Э.Максимова /Чупай/ йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Владимир Сергеев паттӑра асӑнса — йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ // Зинаида ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11717-vladim ... t-r-m-rt-v

Хӗрачасенчен пӗрремӗш вырӑна К.Егорова /Пинер/, иккӗмӗшне – К.Кадырова /Чупай/, виҫҫӗмӗшне – К.Сорокина /Чупай/ йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Владимир Сергеев паттӑра асӑнса — йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ // Зинаида ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11717-vladim ... t-r-m-rt-v

1875-мӗш ҫулта Бритнев заводӗнче «Пайлота» пулӑшма ҫавӑн йышши иккӗмӗш карап — «Бой» ӑсталанӑ, 1889-мӗш ҫулта виҫҫӗмӗшне — «Буй».

В 1875 году на заводе Бритнева в помощь «Пайлоту» было построено второе подобное судно — «Бой», а в 1889 году третье — «Буй».

Пайлот // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D0%B0%D ... 0%BE%D1%82

Программӑна пурнӑҫа кӗртессипе театрсем хастар ӗҫлени сисӗнет, иккӗмӗш вырӑнта кинотеатрсем, виҫҫӗмӗшне вара Культура керменӗсенче вӑй хуракансем тӑрӑшни паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Чӑваш Енре «Пушкин карттипе» 56 спектакльпе концерт программине ҫитсе курма майсем пулӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/30/kaca ... pektakljpe

20 пин ытла педагогика ӗҫченӗ ку сферӑра вӑй хурать, вӗсенчен кашни виҫҫӗмӗшне нумай ҫул яваплӑха туйса тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн патшалӑх тата ведомство наградисене парса хавхалантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн ларӑвне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/28/racc ... ravne-chav

— Митал панӑ, тет, ҫав, виҫҫӗмӗшне панӑ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иккӗшӗ манӑн ватӑ хуҫасем, виҫҫӗмӗшне палламастӑп, — калать те калать Ҫинкка, калаҫнӑ май ӗҫне те тӑвать: купасенчи сӳс ҫурӑмӗсене те йӑтать, тӳнӗ сӳсе майласа пуҫтарма та пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сахал-и унта татса памалли ыйтусем: пӗрин карти-хурине хӗл лариччен юсамалла, теприне вӑрмантан вутӑ кӳме пулӑшмалла, виҫҫӗмӗшне ӑшӑ сӑмахпа йӑпатни те теме тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Виҫҫӗмӗшне пусни нумаях та пулмасть.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иккӗшне илни чылай пулать, виҫҫӗмӗшне халӗрех ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Виҫҫӗмӗшне тултарса ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Виҫҫӗмӗшне кӑларса Николай Степановича пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрӗх пӗрремӗш ҫулхи ҫулларан виҫҫӗмӗшне ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗнех вара, виҫҫӗмӗшне те пӑхса тухӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Виҫҫӗмӗшне ҫумлама тытӑнсан, чӑхсем ҫинчен аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Иккӗмӗш вырӑна Эдди Ван Бирс — 55 очкопа йышӑннӑ, виҫҫӗмӗшне — Мускав ҫынни Данила Павлов йышӑннӑ.

Второе место занял Эдди Ван Бирс — 55 очков, третье — москвич Данила Павлов.

Уфимец шахмат композицийӗпе тӗнчери чи ҫамрӑк гроссмейстер пулса тӑнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... -n-3431154

Шурӑ чул никӗс ҫине икӗ рет кирпӗч хурса ҫаврӑннӑ ӗнтӗ, виҫҫӗмӗшне хурать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Иккӗмӗш вырӑна К.Потапова, виҫҫӗмӗшне А.Гибатдинова ҫӗнсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑмӑл атлетикӑра палӑрчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d2%ab%d3%9 ... %97%d2%ab/

Шалта юлнӑ икӗ варрине милицие илсе ҫитерсенех Демахин, леш фуфайка кӗсйинчи квитанци ҫинчи адрес тӑрӑх кайса, виҫҫӗмӗшне, малтан чӳрече витӗр тухса тарма ӗлкӗрнине, тытса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех