Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

виҫҫӗмӗш сăмах пирĕн базăра пур.
виҫҫӗмӗш (тĕпĕ: виҫҫӗмӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӑн призмӑллӑ ҫӑлкуҫ — геотермаллӑ ҫӑлкуҫ, АПШ-ра чи пысӑкки, виҫипе тӗнчере виҫҫӗмӗш.

Большой призматический источник — геотермальный источник, самый большой в США и третий по размеру в мире.

Мӑн призмӑллӑ ҫӑлкуҫ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D3%91%D ... 1%83%D2%AB

Лайӑх ҫитӗнӳсем тунине кура, ӑна Ленинградри художество училищине тӳрех виҫҫӗмӗш курса вӗренме илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Виҫҫӗмӗш кварталта Мускавпа Свердловск хушшинчи магистраллӗ радиореле линийӗ ӗҫе кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Калӑпӑр, Мранька Микихверӗн «Ӗмӗр сакки сарлака» романӗн иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш кӗнекисенче сӑнласа кӑтартнӑ ӗҫсем Российӑри малтанхи революци тапхӑрӗнче пулса иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Сулахайрисене 142 мандат лекнӗ, виҫҫӗмӗш вырӑнта вара ытла та Сулахай шухӑшлӑ Наци пӗрлешӗвӗ (89 мандат) пулнӑ, ку вӑл Марин Ле Пен парти парламентра ытларах пулассине пӗлтернӗ (икӗ хут ӳснӗ), ҫакӑ унӑн историллӗ ҫитӗнӗвӗ те пулнӑ.

Левым достались 142 мандата, а на третьем месте оказалось крайне правое Национальное объединение (89 мандатов), что означало удвоение парламентского представительства партии Марин Ле Пен и её исторический успех.

Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD

Виҫҫӗмӗш региона икӗ ту облаҫӗ пур: Аҫтаха тӑвӗсем (анӑҫра) тата Лебомбо (ҫурҫӗрте) тӑвӗсем.

Третий регион представлен двумя горными областями: Драконовыми горами (на западе) и горами Лебомбо (на севере).

Квазулу-Натал // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B0%D0%BB

Гренланди эскимосӗсем ҫулталӑкра 170 яхӑн кит тытаҫҫӗ — тӗнчери кит тытакан ҫӗршывсем хушшинче, Норвегипе Япони хыҫҫӑн, вӗсем ҫулсерен 600-шер тата ытларах кит тытаҫҫӗ, виҫҫӗмӗш вырӑнта тӑраҫҫӗ.

Гренландские эскимосы добывают около 170 китов в год — третий по объёму промысел в мире после Норвегии и Японии, которые добывают по 600 и более китов ежегодно.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Гузель Шарафутдиновӑпа (Чӗчкен тӗп шкулӗ) Ксения Яковлева (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи спорт сезонне уҫнӑ // Ирина ИЛЬИНА. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%85%d3%9 ... %bd%d3%91/

Виҫҫӗмӗш кунне, лаша кӳлсе больницӑна леҫрӗҫ Сантӑрккана.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫак кунсенче мана виҫҫӗмӗш медаль пачӗҫ…»

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Откан аппа, колхоз утарҫи, утара хурал хӑварчӗ те виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ килӗнче пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Виҫҫӗмӗш янахӗ кӑкӑрне чутах лекмест.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Виҫҫӗмӗш кунне тин тӗтре витӗр ун тавра салтак пуҫӗсем хускални курӑннӑ пек пулчӗ, пӗр чарӑнми янӑракан хӑлхара такамсем мӑкӑртатни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ унӑн суранне йодпа сӗрсе, ун ҫине шӑнӑр курӑкӗ хурса, Иван ҫыхкаласа тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимун, алӑк хыҫҫӑн алӑк уҫса, виҫҫӗмӗш пӳлӗме кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Вӑрҫӑран усал хыпар илмен пулсан юрать», — тесе шутланӑччӗ Архип Григорьевич, анчах Шамулин Петӗр, виҫҫӗмӗш бригада бригадирӗ, урӑхларах каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халь виҫҫӗмӗш куркана тултарса пушатрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӑрахут виҫҫӗмӗш хут кӑшкӑртни вӗсен халапне татрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун ҫинчен афишӑсенче те ҫырнӑ, циркра та виҫҫӗмӗш каҫ калаҫатпӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Виҫҫӗмӗш черккине ӗҫсен, Богданов аллӑ тенкӗ кӑларса Ҫтаппана тыттарчӗ те тӑруках аса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех