Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

виҫ сăмах пирĕн базăра пур.
виҫ (тĕпĕ: виҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ентимӗрӗн виҫ ывӑл, виҫҫӗшӗ те маттур: Ӗҫре те, ӗҫкӗре те, вӑйра та сатур, Ҫуркуннепе шурта никамран та малта Кӗтеҫҫӗ кӗсменлӗ кимӗсем Атӑлта.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Туйсарӑн хулпуҫҫи виҫ чике, Еркиней те унтан кая мар.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пилотки хуҫланчӑкӗ айӗнче виҫ кӗтеслӗ ҫыру пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Анчах вӑл та ҫывӑрмасть: виҫ кӗтеслӗ штыкне ман хырӑм патнех хӑмсарать.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ваттисем каланине ан манӑр: ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн хамӑр Ваҫҫук хӑлутран илсе килнӗ шӑлавар пӗҫҫинчен туршӑн та виҫ хут сарлака.

Из штанов, привезенных нашим Васьком после войны, ей-богу, в три раза широче.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Пӗр-ик ҫул, виҫ ҫул иртсессӗн, Хӑнана кайма тухнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗрре аппа виҫ класпа та пӗрле калаҫа пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хветюк ыйтӑвӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӑнтӑр вӑхӑчӗ иртнӗренпе виҫ сехет те ҫитет ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Шӑртлӑ ҫырӑ сухаллӑ арҫын, виҫ пӳрнипе чӗпӗтсе, студене те хисеп тӑвасшӑн пулчӗ, анчах шӑнтнӑ, «шӑнӑрсӑр» апат ниепле те ун аллине кӗресшӗн пулмарӗ: сӗтел ҫине вараласа, сӗрӗнкелесе, чыссӑрлатса, асамлӑ чӗнтӗрсемпе эрешлесе пӗтерчӗ — куҫ умӗнчех абстракционизм произведенийӗ ҫуралчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Хӑрама вӗреннӗ йытӑ виҫ кун малтан вӗрнӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Кӗхле-кӗхле, мӗхле-мӗхле, самайччен муритленчӗ «хаклӑ ҫимӗҫе» сая ярасшӑн пулмасӑр «перекетлӗ хуҫа», тарласа та кайрӗ, юлашкинчен тӗпренчӗксене виҫ пӳрнипе чӗпӗтсе илчӗ-илчех, вара, тӳрленсе ларса, вӗсене алхапӑл ҫӑваралла ӑсатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Йытӑ кутӗнчи виҫ пуса та ҫыртса илме хатӗрскер!

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Апла пулин те ҫак учреждени хуҫи, хӑйне хӑй ӗҫӗнче сӳс тӳсе сӳсленнисен, ҫӗр чавса чӑмланнисен, ҫӳп-ҫап пухса лаштанккаланнисен ретӗнче картса, шӑмми-шаккине шалтан «ӑшши парса» вӗрилетме, ленчетме, лӑш пама шутларӗ: кӗтесри тӑпӑл-тӑпӑл шкап патне тӑнкӑл-танкӑл пычӗ те алӑкӗсене уҫрӗ, ҫӳлти сентри ҫинчен «Спирт» тесе ҫырнӑ виҫ литр кӗрекен банка тата икҫӗр грамм кӗрекен пуш стакан илчӗ, банкӑри шӗвеке стакана чӑп тулли тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ак ӗнтӗ анчӑк, ӑсатакансен урисен хушшипе хӗсӗнкелесе, шӑвӑнкаласа, вӑшт! кӑна дебаркадер хӗррине ҫитсе тӑчӗ, мана куҫранах витӗрлесе вӗрмест — татӑлсах йӗрет, тейӗн, хӑй — ах, тур, тур! — виҫ ури ҫинче ҫеҫ тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пӗррехинче Пуриса мӑшӑрӗ Зина, вӑтам пӳллӗ, ҫырӑ сӑн-питлӗ, тулли лӗпӗшке кӑкӑрлӑ тӳр пилӗк, хӗр ҫулӗсенчех хӑйӗн аскӑнлӑхӗпе «вутпа шыв та йӗс пӑрӑх витӗр вараланса тухма» ӗлкӗрнӗскер, кӑвайтри тип шанкӑ пек ҫатӑртатса хӑйпе тавлашакансене виҫ минутрах вӗри сӑмах купи айне тӑваканскер, упӑшкине икӗ йӑлтӑркка пӑр шӑрҫа пек чакӑр куҫӗпе кӑнн! тирӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑлаҫ тӑршшӗ тимӗр, шӗвӗр сӑмсаллӑ, хӳри — виҫ хӑлаҫ хура пӑяв.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак халӗ те, кӑнтӑр вӑхӑчӗ иртнӗренпе виҫ сехетелле яхӑн ҫеҫ ҫитрӗ пулин те, тавралӑха вӑрман ҫине «ҫутӑ кӑвак ҫивиттипе» йӑпӑштӑн хупласа йӑтӑнакан тип тӗтреллӗ каҫхи ӗнтрӗк сӗмӗ йӑввӑн-йӑввӑн, таччӑн-таччӑн ҫупӑрлани самаях палӑрать…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Юратман ҫынпа виҫ кун та пурӑнаяс ҫук.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Андрей, виҫ кун ӗҫе тухмарӑн, мӗншӗн?

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех