Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

витӗрнӗ (тĕпĕ: витӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку вӑл акӑ мӗнле пулнӑ: пӗр турпасне ӑста пӗр сарӑ кӗрен, виҫҫӗ хура витӗрнӗ; иккӗмӗшне икӗ сарӑ кӗрен, иккӗ хура; виҫҫӗмӗшне виҫӗ сарӑ кӗренпе пӗрре хура витӗрнӗ.

Секрет прост: в первую дощечку пробирают 1 оранжевую и 3 черные, во вторую 2 оранжевые и 2 черные, в третью — 3 оранжевые и 1 черную нитку.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Ҫак икӗ турпасне сарӑ кӗрен ҫип витӗрнӗ пултӑр, малалла хурине, саррине, симӗссине кашнине пӗрер турпас ҫине малтанхи пекех витӗрмелле.

В этих двух дощечках, скажем, нитки оранжевые, а для черной, желтой, зеленой полосок возьмем по одной дощечке, заправляя по четыре нитки в дощечку.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Витӗрнӗ чухне йӑнӑш тумалла мар, унсӑрӑн пӗтӗмпех кӑларса ҫӗнӗрен витӗрме тивет.

Ошибаться нельзя, иначе всё придется делать заново.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Ӑста ура пуссисене пускаласа пир уҫҫисем уҫкалать, темиҫе пӗрчӗ ывӑтать те витӗрнӗ чухне пулма пултарнӑ йӑнӑшсене шырать, тӳрлетет.

Нажимая то на левую, то на правую подножку, ткачиха пробует открывать зев, делает несколько прокидок, ищет ошибки, возможные во время проборки, исправляет, если они были допущены.

Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Ҫав вырӑна ӑстаҫӑ ҫилли ҫиппипе яваклать, унсӑр витӗрнӗ чухне кумми саланма пултарать, кайран туп-ха пуҫламӑшӗпе вӗҫне, капла ҫипписене йӗркипе илсе пыратӑн.

Это место мастерица обязательно фиксирует, т. е. обвязывает толстой заметной ценовой ниткой — «ҫилли», без нее трудно правильно пробрать основу в ремизки.

Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Ну, яра пар, — терӗ те йӗкӗт кисӗпсемпе хӑлӑпӗнчен витӗрнӗ ҫӗклемлӗ витрине хулпуҫҫи ҫине валт хӑпартса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

15. Кӑкӑрлӑх валли таса ылтӑнран явса хулӑн вӑчӑрасем тунӑ; 16. унтан икӗ ылтӑн харша тата икӗ ылтӑн ункӑ туса, икӗ ункине кӑкӑрлӑхӑн икӗ вӗҫне ҫыпӑҫтарса лартнӑ; 17. вара ылтӑнран явса-ҫыхса тунӑ вӑчӑрасене иккӗшне те кӑкӑрлӑхӑн икӗ вӗҫӗнчи икӗ ункине витӗрнӗ, 18. икӗ вӑчӑран икӗ вӗҫне вара икӗ харшапа ҫыхӑнтарнӑ та ефод хулпуҫҫийӗ ҫинчи тӑхапа мал енчен ҫыхӑнтарнӑ; 19. тата икӗ ылтӑн ункӑ туса кӑкӑрлӑхӑн тепӗр икӗ вӗҫне, ефод ҫинче выртакан тӳнтер енне, ҫыпӑҫтарса лартнӑ; 20. тата икӗ ылтӑн ункӑ туса вӗсене ефодӑн икӗ енне аялтан, пиччӗн енчен, ефод пиҫиххийӗнчен ҫӳлерех, ҫирӗплетсе лартнӑ; 21. вара, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, кӑкӑрлӑх ефод пиҫиххийӗнчен ҫӳлерех пултӑр, вӑл ефод ҫинчен анса ан кайтӑр тесе, ункисенчен ефод ункисем ҫумне сенкер ҫӑмран тунӑ кантрапа ҫыхӑнтарнӑ.

15. К наперснику сделали толстые цепочки витою работою из чистого золота; 16. и сделали два золотых гнезда и два золотых кольца и прикрепили два кольца к двум концам наперсника; 17. и вдели обе плетеные цепочки из золота в два кольца по концам наперсника, 18. а два конца двух цепочек прикрепили к двум гнездам и прикрепили их к нарамникам ефода с лицевой стороны его; 19. еще сделали два кольца золотых и прикрепили к двум другим концам наперсника, на той стороне, которая находится к ефоду внутрь; 20. и еще сделали два кольца золотых и прикрепили их к двум нарамникам ефода снизу, с лицевой стороны его, у соединения его над поясом ефода; 21. и прикрепили наперсник кольцами его к кольцам ефода посредством шнура из голубой шерсти, чтобы он был над поясом ефода, и чтобы не отставал наперсник от ефода, как повелел Господь Моисею.

Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех