Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вирхӗнсе (тĕпĕ: вирхӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вихтӗр, шип-шип «атти» тӑхӑннӑ шӗвӗркке, пӳрте вирхӗнсе кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Часах амӑшӗ те вирхӗнсе кӗрет…

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Телефон трубкине Терентий Григорьев лесник нихӑҫан та ӗҫсӗр аптӑраса ҫитнипе ҫӗклеменнине вӑрман хуҫалӑхӗнче аван пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та унта ӗҫлекенсем милицие ҫине тӑрсах евит тӑваҫҫӗ, вара кӑнтӑрла иртсен сип-симӗс вӑрмана сап-сарӑ машина вирхӗнсе те ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Акӑ, хирӗҫ урхамах вирхӗнсе килет.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӗри шывпа сапнӑ чухнехи пек вирхӗнсе тухрӗ Пӑлаки аппа.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Василий Абаевпа Мидхат Гильманов чи малтан вирхӗнсе тухрӗҫ казармӑран.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ваҫук пӑхсан пуҫ ҫаврӑнса каймалла тӗпсӗр ҫырма хӗррине вирхӗнсе ҫитет.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Сапсайкин кумӑшӗ Антипавлов ҫенӗкрен вирхӗнсе тухать те, Хамаръялов тавра упаленсе, ун калушне чуптума, йӑлӑнма пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Паян пурнӑҫа вирхӗнсе кӗрекен пысӑк технологисем вӗсен витӗмлӗхӗпе пулса пынине асӑнса хӑварнӑ депутат.

Куҫарса пулӑш

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

Вирхӗнсе пыракан йытӑ Ваньӑна курчӗ те — ун патне ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Тӗрлӗ урампа та тӑкӑрлӑкпа вирхӗнсе асфальт ҫул вӗҫленнӗ тӗле ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫӗлен, сана курсан, пӗр ҫухрӑм каялла чакать те, хӑвӑрт-хӑвӑрт вирхӗнсе пырса, сана ҫӑтма пикенет.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Вирхӗнсе пырса кӗчӗ Дубов Безбородов пӳлӗмне.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тарӑхса кайнӑ особист ҫул ҫинченех ял Советне вирхӗнсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кабаргас нимӗн уяса тӑмасӑр хӗрарӑмсен ушкӑнне вирхӗнсе кӗчӗ, вӗсене хӑйӗн кирза аттисемпе таптаса пӑрахма хатӗрскер, Кузнецова патне ҫитсен тӑпах хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мустай чи малтанах ҫӑвӑнма, типтерленме Курак матки патне вирхӗнсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса шӑн-шан! тутарса хапхаран вирхӗнсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Сасартӑках калаймастӑп-ха, — терӗ те урамалла вирхӗнсе тухса кайрӗ ҫак.

Куҫарса пулӑш

Кукрашка // Апаш ачи. «Капкӑн», 1970. — 4№ — 3 с.

Коридорта пӗри каласан Кирилл класа вирхӗнсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Е тата шыв ҫинелле сисмен ҫӗртен ҫара ҫерҫи вирхӗнсе ансан, вӑл, ку мӗнле кайӑк иккенне чухласа ӗлкӗрейменскер, хатарлӑн кӑшкӑрса ярать.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех