Шырав
Шырав ĕçĕ:
27. Сион тӳрӗ сут туса ҫӑлӑнӗ, Турӑ енне ҫаврӑннисем тӳрӗлӗхпе ҫӑлӑнӗҫ; 28. Турӑран сивӗннисене, ҫылӑхлисене пурне те вилӗм ҫитӗ, Ҫӳлхуҫаран хӑпнисем тӗп пулӗҫ.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӗртен пулни пӗтӗмпех ҫӗре кӗрет, ҫавӑн пекех ҫылӑхлӑ ҫынсен ылханлӑ ӗҫӗ вилӗм патне ҫитерет.13. Все, что из земли, возвратится в землю: так нечестивые - от проклятия в погибель.
Сир 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ах вилӗм! эсӗ ҫуклӑхпа тертленекен, вӑйран ӳкнӗ ҫыншӑн, 4. ватӑлса ҫитнӗ ҫыншӑн, тӗрлӗ йывӑр шухӑшпа хӑшкӑлнӑ ҫыншӑн, шанчӑкне ҫухатнӑ, чӑтӑмлӑхӗ пӗтнӗ ҫыншӑн — савӑнӑҫ.
Сир 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-2. Ах вилӗм! хӑйӗн ҫӗрӗнче тӑнӑҫлӑ пурӑнакан ҫыншӑн, пӗр шухӑшсӑр пурӑнакан, пур тӗлӗшпе те телейлӗ ҫыншӑн, ӗҫме-ҫиме те пултаракан ҫыншӑн сана аса илмешкӗн мӗн тери хурлӑхлӑ.
Сир 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вилӗм, юн тӑкни, вӑрҫӑ-харҫӑ, хӗҫ, инкек-синкек, выҫлӑх, хӗн-асап, типшар — 10. пурте ҫакӑ — йӗркесӗр ҫынсем валли; талай та ҫавсем пиркиех ҫитнӗ.
Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Этем мӗн пуласси ҫинчен, вилӗм кунӗ ҫинчен шухӑшлать, ҫакӑ ӑна хӑратать, чӗрине сехӗрлентерет.2. Мысль об ожидаемом и день смерти производит в них размышления и страх сердца.
Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Тутлӑ ҫимӗҫ тесе сӑхланса ан ҫи, тӗслӗрен тӗслӗ ҫимӗҫ тесе ан ҫӑткӑнлан: 33. ытлашши ҫини чире ярать, иртӗхсе ҫисессӗн, халер та тупӑнать; 34. иртӗхсе ҫинӗрен нумайӑшӗ вилӗм тупнӑ, пырне чаракан — кунҫулне малалла тӑсакан.
Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӑватӑ япала палӑрать унта: ырӑпа усал, пурӑнӑҫпа вилӗм, чӗлхе вара — яланах пуҫ пулса тӑраканӗ.Четыре состояния выражаются на нем: добро и зло, жизнь и смерть, а господствует всегда язык.
Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Нумай хутчен вилӗм умӗнчех тӑнӑ эпӗ, пурӑнӑҫ тути-масине пӗлнипе ҫеҫ ҫӑлӑнса юлнӑ.12. Много раз был я в опасности смерти, и спасался при помощи опыта.
Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Сӑмах панине вӑхӑтӗнче тумашкӑн сана нимӗн те ан чӑрмантартӑр, тӳрре тухасса вилӗм ҫитиччен ан хӑвар.
Сир 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Этем умӗнче — пурӑнӑҫпа вилӗм, вӑл хӑшне кӑмӑллать, ӑна ҫавӑ пулать.17. Пред человеком жизнь и смерть, и чего он пожелает, то и дастся ему.
Сир 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Асту, вилӗм вӑл кӗтсе тӑмасть, эсӗ тамӑк канашне пӗлместӗн: 13. ху виличчен юлташна ырӑ ту, вӑю ҫитнӗ таран пулӑшса-парса тӑр ӑна.
Сир 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ыррипе усалли, пурӑнӑҫпа вилӗм, чухӑнлӑхпа пуянлӑх — пурте Ҫӳлхуҫаран килет.14. Доброе и худое, жизнь и смерть, бедность и богатство - от Господа.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Камӑн ҫынна вӗлерме ирӗк пур, ҫав ҫынран аяккарах пӑрӑн, вара вилӗм сехрипе сехӗрленмӗн; 17. ун пек ҫынпа ҫывӑхланас пулсассӑн вара — асӑрхан: пурӑнас кунҫулна ан таттӑр, 18. пӗлсех тӑр: эсӗ серепесем хушшипе пыратӑн, шӗвреке тӑрӑллӑ хӳме ҫинче ҫӳретӗн.
Сир 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑйсене тивӗҫлӗ шӑпа вӗсене вӗҫнех ҫитме илӗртнӗ, пулса иртнине ҫавӑ манӑҫтарнӑ: ҫителӗксӗр хасана ҫителӗклӗ тумашкӑн вӗсем тата айӑпа кӗччӗр, 5. Санӑн халӑхун ҫулҫӳревӗ тӗлӗнмелле пултӑр, лешӗсем вара нихӑҫан пулман вилӗм тупчӑр тенӗ.
Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вилӗм тӳрӗ ҫынсене те сӑнанӑ, вӗсем пушхирте ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе пӗтнӗ пулсассӑн та, ку ҫилӗ вӑраха пыман: 21. ҫылӑхсӑр ар вӗсене хӳтӗлеме васканӑ, хӑй ӗҫӗн кӑралне илсе килнӗ: кӗлӗ туса, ҫырлахтармашкӑн тӗтӗркӗчпе тӗтӗрсе, вӑл ҫилле хирӗҫ тӑнӑ та инкеке чарса лартнӑ, ҫапла хӑй Санӑн тарҫу иккенне кӑтартса панӑ.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл ҫивчӗ хӗҫ — Санӑн улӑшӑнми хушӑвна — илсе килнӗ, ҫитнӗ те — пур тӗле те вилӗм тултарнӑ: вӑл тӳпене перӗннӗ, ҫӗр ҫийӗн ҫӳренӗ.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эппин, эпир чӑнлӑх ҫулӗнчен аташса кайнӑ, пире тӳрӗлӗх ҫути ҫутатман, пирӗншӗн хӗвел те тухман. 7. Эпир йӗркесӗр ӗҫсемпе вилӗм ӗҫӗсем туса тултарнӑ, иртсе ҫӳрейми пушхирсемпе ҫӳренӗ, анчах Ҫӳлхуҫа ҫулне пӗлеймен. 8. Мӑнаҫлӑх пире мӗн усси кӳчӗ, пуянлӑх, чапшӑн ҫунни мӗн пачӗ пире?
Ӑсл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Турӑ этеме вилмешкӗн пултарман, ӑна Хӑйӗн ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫӗн сӑнарне панӑ; 24. анчах шуйттан кӗвӗҫнине пула тӗнчене вилӗм килнӗ, ҫавӑнпа ӑна шуйттан майлӑ ҫынсем тӳсеҫҫӗ.
Ӑсл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тӳрӗлӗх вилӗмсӗр, суя-ултав вара вилӗм кӳрет: 16. усал ҫынсем аллисемпе те, сӑмахӗсемпе те йыхӑрчӗҫ ӑна, ӑна тус вырӑнне хучӗҫ, уншӑн хӑрӑнчӗҫ, унпа килӗшӳ турӗҫ: вӗсем ӗнтӗ унӑн пайӗ пулма тивӗҫлӗ.
Ӑсл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.