Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилӗм сăмах пирĕн базăра пур.
вилӗм (тĕпĕ: вилӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тискер вилӗм ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарсах килет.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Е вилӗм, е ҫӗнтерӳ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Паллах, пирӗн телей иккӗлле: сукмак тупсан — ҫӑлӑнӑҫ, тупаймасан — вилӗм

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Куратпӑр: кунтах юлсан, пире вилӗм хӑйӗн выҫӑ шӑлӗсемпе шатӑртаттарса кӗтет.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ҫул ҫине тухасси ҫинчен шухӑшлама та май ҫук, тӳрех е вилӗм, е унран хӑрушши — фашистсен тыткӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Анчах Санюк халӗ те пурнӑҫпа вилӗм хушшинче кӗрешсе выртнӑ пирки амӑшӗсем ачисене ниҫта та ярасшӑн мар чарса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Капла эсир хӑвӑра та, пире те вилӗм ҫеҫ кӳме пултаратӑр!

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вилӗм аллине лекме те пултарнӑ-ҫке эсир! — терӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кӗҫӗрхи каҫ вӗсемшӗн — е вилӗм, е пурнӑҫ; ачасем ҫак йывӑр ӗҫе ӑнланса ҫула тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вилӗм кӑна кӗтме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Акӑ, вилӗм куҫ умӗнчех.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Лартса ятӑмӑр вара ҫак ӗнтӗ «хӗрлисемпе шуррисен усал хирӗҫӗвӗ уртарса янӑ» хырӑмне ҫӗклесе-йӑвалакаласа, пурнӑҫпа вилӗм хушшинчех нушаллӑн охлатакан-ахлатакан суперперекетлӗ меҫнике сыватмӑша.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

«Часрах! Часрах! Часрах! Халӗ кашни ҫекунт пурнӑҫпа вилӗм тараси ҫинче!!» — васкатрӗ ӑна шалти сасӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Сӑрламан мачча ҫинче, турат куҫӗ тӗлӗнче, темле кӑпшанкӑ (е шӑна?) эрешмен ҫӑварне лекнипе вӑрӑм «вилӗм хӳххи» тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тар вучӗ — вилӗм вучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗнех, ӑна та, кӑна та чӑтать пӑтӑрмахлӑ асар-писерлӗхе лекнӗ каҫхи чӗмсӗр, сивлек вӑрман хӑни — ҫынсене ҫеҫ тупасчӗ, кайран уншӑн пурнӑҫ ҫеҫ мар, вилӗм те канлӗ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Питӗ шел, анчах вилӗм пирӗн медицинӑран вӑйлӑрах-ха.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кӗвӗҫ вучӗпе ҫунса, Митюк хӑйӗн черчен, вӑй-халсӑр, ҫын ӗренкине те кӗрсе ҫитеймен шӑллӗне чӗререн кураймарӗ, ӑшӗнче ӑна вилӗм те сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр, ҫынна вилӗм аллинчен туртса илес тесе, унӑн кашни хусканӑвне куҫ пек сыхласа ларнине?

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Текех кун ҫути куратӑп тесе шутламанччӗ, сыватрӗҫ вӗт тухтӑрсем, вилӗм аллинчен тенӗ пек туртса илчӗҫ те халӗ ак чип-чиперех таплаттарса ҫӳретӗп.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех