Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилчӗ (тĕпĕ: вил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ Урха вӑрттӑн хушса янипе Киле эпӗ таврӑнтӑм утсӑрах ҫуран, Лаша вилчӗ ҫул ҫинче выҫнипе, Хам та, куратӑр, аран-аран…

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мотоцикл айне пулни тапранмарӗ: те вилчӗ, те тӑнне ҫухатрӗ — хайхи лакӑмран тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Кузьма Васильч килкартине кӗме тӑрсан, Аргус вӗсем ҫине сиксе ларасла вӗрчӗ, вара ҫавӑнтах пӗр полицайӗ «вальтер» туртса кӑларчӗ те йытта икӗ хутчен тӗллесе печӗ, йывӑр аманнӑ Аргус хӑйӗн йӑвине аран сӗтӗрӗнсе ҫитрӗ, виҫӗ сехет асапланнӑ хыҫҫӑн вилчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Варуҫ аппа хӗненӗ хыҫҫӑн вилчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫав карчӑк вилчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Чи малтанах вӗсен ӗни, клевер ҫисе кӳпӗнсе кайнине пула, уй варринчех кӗлерсе ӳксе вилчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах ытла та кӗске пулчӗҫ ҫав вӗсен телейлӗ кунӗсем: шыва кӗнӗ чух унӑн упӑшки сарӑмсӑррӑн путса вилчӗ

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Часах, ҫамрӑклах вилчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

— Манӑн атте фронтра граната ванчӑкӗ тивнипе вилчӗ.

— Отец мой умер от осколков гранаты на фронте.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл пилӗк ҫул асапланса пурӑнчӗ, кайран вилчӗ.

Потом промучился пять лет и умер.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах пулмарӗ, вилчӗ.

Но нет, умер.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫурхи ир, хӗвел тухас умӗн, вилчӗ, тет…

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӗллехи Микул тӗлӗнче тепӗр пысӑк хуйхӑ сиксе тухрӗ: Лисук, мантарӑн хӗрӗ, хӑйӗн савнийӗ вӑрҫӑра вилни ҫинчен хыпар илсен, арлаҫҫинче ҫакӑнса вилчӗ; виллине икӗ кунран тупрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Атте те хӗне кайса вилчӗ

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑрҫӑ тапрансан, нумаях та пурӑнаймарӗ, ӳпке шыҫҫипе чирлесе вилчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Унта ман аннем хамӑрӑн пӳрт ишӗлчӗкӗсем айӗнче пӗтрӗ… пиччем фронтра вилчӗ

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Анчах Пинерте ултӑ ача амӑшӗ Укҫине, пӑравус айне ӳкнӗ пуленкене илме пӗшкӗнсен, пӑравусӗ ӑнсӑртран тапранса кайнипе таптанса вилчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мӗншӗн анне ҫав тери хӑвӑрт вилчӗ?

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫапла, аннӳ… вилчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьяна вилчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех