Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилмӗпӗр (тĕпĕ: вил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уяв умӗн паха ҫимӗҫ туянса юлаймарӑмӑр — атя, уншӑнах вилмӗпӗр

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

— Пирӗн аттесем ҫӗр мӑйӑрӗсӗрех пурӑннӑ, тен, эпӗр те вилмӗпӗр, атьсемӗр?

Наши отцы-матери без земляных орехов жили, авось и мы проживем, а, ребя?

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Юрӗ-ҫке, сывлӑх пулсан вилмӗпӗр, мӗнле те пулин пурнӑпӑр, ашшӗ, — терӗ Укҫук упӑшки умне ӑшӑ ҫӑкӑр касса хурса.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вилмӗпӗр, Чочой!

Проживем, Чочой!

«Ачалӑх иртрӗ пулӗ санӑн, Чочой!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— Капла эпир, — терӗ вӑл, — ҫул ҫинче выҫӑ вилмӗпӗр.

— Я вижу, — заметил он, — что мы не умрем с голоду по дороге.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Выҫлӑх-мӗн пулсан, вилессе хамӑр вилмӗпӗр те, вӗҫе-хӗррисӗр инкек пуласса кӗтсех тӑр — чир-чӗрӗ унта, чикӗшӳ-ҫарату…

— Ну, коль голод начнется, мы-то с вами, я думаю, не помрем, другое страшно — болезни пойдут, грабежи да драки, — начал вкрадчиво.

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эпир кӗрешӗпӗр, вилмӗпӗр, — терӗ боцман, салхуланса.

Мы ще поборемся, выживем, — нахмурившись, проговорил боцман.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

51. Сире тата вӑрттӑнлӑх пӗлтеретӗп: эпир пурте вилмӗпӗр, анчах пурте улшӑнӑпӑр: 52. трупапа юлашкинчен кӑшкӑртнӑ чухне сасартӑк, пӗрре куҫ хупса иличчен, улшӑнса тӑрӑпӑр.

51. Говорю вам тайну: не все мы умрем, но все изменимся 52. вдруг, во мгновение ока, при последней трубе; ибо вострубит, и мертвые воскреснут нетленными, а мы изменимся.

1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Иуда хӑйӗн ашшӗне Израиле каланӑ: кӗҫӗн ачуна манпа пӗрле яр, эпир тӑрӑпӑр та кайӑпӑр, эпир те, эсӗ те, пирӗн ачамӑрсем те сывӑ пулӑпӑр, вилмӗпӗр; 9. уншӑн эпӗ явап тытӑп, ӑна эсӗ манӑн аллӑмран ыйтса илӗн; эпӗ ӑна сан патна илсе килмесессӗн, ӑна санӑн куҫу умне тӑратмасассӑн, эпӗ санӑн умӑнта пӗтӗм кунҫулӑм тӑршшӗпе айӑплӑ пулӑп; 10. чӑрманкаласа тӑман пулсассӑн, ӗнтӗ икӗ хут та кайса килнӗ пулӑттӑмӑр, тенӗ.

8. Иуда же сказал Израилю, отцу своему: отпусти отрока со мною, и мы встанем и пойдем, и живы будем и не умрем и мы, и ты, и дети наши; 9. я отвечаю за него, из моих рук потребуешь его; если я не приведу его к тебе и не поставлю его пред лицем твоим, то останусь я виновным пред тобою во все дни жизни; 10. если бы мы не медлили, то уже сходили бы два раза.

Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех