Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ветеранӗсен (тĕпĕ: ветеран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пишпӳлек районӗнче ҫар службин ветеранӗсен йышлӑ ҫарӗнчен паян пограничниксем ытти ҫар ветеранӗсене ҫар тӑванлӑхӗн йӑли-йӗркисене пӑхӑнса пурӑнмалли тӗслӗх параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пограничниксен тӑванлӑхӗ упранать // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3277070

Ҫав кун Ӗҫлӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗн кавалерне Геннадий Белова Пӗтӗм Раҫҫейри ӗҫпе вӑрҫӑ, Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен тата йӗрке хуралҫисен ветеранӗсен общество организацийӗн Хисеп паллипе те чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Юбилейпа саламланӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d1%8e%d0% ... b0%d0%bda/

Ял хуҫалӑх ӗҫӗн ветеранне ҫуралнӑ кунпа Канашри муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов, муниципалитетри ветерансен организацийӗн председателӗ Виталий Петров тата вырӑнти АПК ветеранӗсен канашӗн ертӳҫи Валерий Долгов саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Юбилейпа саламланӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d1%8e%d0% ... b0%d0%bda/

Ӑна уҫнӑ ҫӗре муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ Сергей Данилов, Германире тата Варшава Договорне кӗрекен ҫӗршывсенче службӑра тӑнӑ ҫарсен ветеранӗсен совечӗн членӗсем хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кадетсем бала пуҫтарӑнчӗҫ // Людмила Абрамова. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d0%ba%d0%b ... %97%d2%ab/

Вӑл — юрӑҫ, музыкант, хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композитор, ӗҫпе тыл ветеранӗсен фольклор ансамблӗн ертӳҫи пулнӑ, Пӗтӗм чӑвашсен А. Канаш ячӗллӗ ҫамрӑксен премийӗн лауреачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ наци премийӗн лауреачӗ.

Куҫарса пулӑш

Мария Шуракӑш ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34722.html

Ҫак ырӑ та пархатарлӑ ӗҫшӗн ял халӑхне вӑл вӑхӑтра район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Екатерина Филиппова, Афганистан ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Вячеслав Сергеев тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Владимир Максимов тав тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Нумай ҫул районти ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсен канашне ертсе пынӑ хастара хальхи вӑхӑтра вырӑнти канаша ертсе пыракан Людмила Зайцева та саламларӗ, Чӑваш Республикинчи Ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсен канашӗн Хисеп хучӗпе тата парнепе чысларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Муниципаллӑ округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Юрий Митюков, территори уйрӑмӗн начальникӗ Мария Илларионова, афганецсен районти организацийӗн председателӗ Виктор Гаврилов, Олег иерей, «Морское братство», «Пограничное братство» обществӑлла организацисен, ГСВГ ветеранӗсен вырӑнти уйрӑмӗсен представителӗсем тухса калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аса илӳсенче – Афган вӑрҫи // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%b0%d1%8 ... %ab%d0%b8/

Вилнӗ салтаксемпе СВО ветеранӗсен ҫемйисене адреслӑ пулӑшу парас тӗллевпе В.В.Путин ятарлӑ патшалӑх фончӗ йӗркелеме, унӑн тытӑмне Раҫҫейри мӗнпур регионта кӑҫалах ӗҫлеттерсе яма хушу пачӗ.

Куҫарса пулӑш

В.Путин «Утӑм хыҫҫӑн утӑм туса тӗллевсене пурнӑҫлӑпӑр» // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%b2-%d0% ... %b5%d0%b2/

Вӑл – Раҫҫей ҫар ветеранӗсен союзӗн членӗ.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh

Отчетлӑ пухура та Шӗнер Ишекри ГСВГ ветеранӗсен Олег Семенов ертсе пыракан пултарулӑх коллективӗ ҫар юлташӗсене концертпа савӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чи хастаррисен йышӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11511-ch ... -jysh-nche

Виталий Осипов, акӑ, «Раҫҫей ветеранӗсен союзӗн» Чӑваш енри уйрӑмне ертсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх чакмасть // Галина ТИХОНОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11519-yr ... h-chakmast

Анатолий Васильев ертсе пыракан ГСВГ ветеранӗсен Союзӗ питӗ активлӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тӗллевпе пӗрлешсе // Ярослав НИКИФОРОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11657-p- ... -p-rleshse

Музей коллекцийӗн ытларах пайне вӑрҫӑ ветеранӗсен ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсен пулӑшӑвӗпе пуянлатма май килнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 14 с.

Районти ветерансен совечӗн хастарӗсен йышӗнчен уйрӑмах библиотека ӗҫченӗсен ветеранӗсен совечӗн председателӗ В.Т.Яковлева, районти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн ертӳҫи Т.Г.Смирнова, районти культура ҫурчӗн методика центрӗн ертӳҫи В.Н.Курицына, РФ Пенси фончӗн клиент службин ертӳҫинче ӗҫленӗ И.Г.Белобаева, районти социаллӑ хӳтлӗх пайӗнче ӗҫленӗ И.А.Никитина пултаруллӑ пулнине палӑртас килет.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Петр Васильевич Лапшин «Комсомольский» шалти ӗҫсен пайӗн ветеранӗсен пуҫламӑш организацийӗн председателӗнче 2005 ҫултанпа вӑй хурать.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Ӑна 1991 ҫулхи ноябрьтен Пӗтӗм Раҫҫейри ӗҫпе вӑрҫӑ, ҫар, право сыхлавӗн ветеранӗсен (пенсионерӗсен) организацийӗ теме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

1986 ҫулта Пӗтӗм Союзри ӗҫ тата вӑрҫӑ ветеранӗсен организацине йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Акӑ, 1956 ҫулта вӑрҫӑ ветеранӗсен комитетне туса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Лару вӑхӑтӗнче районти агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен йышне виҫӗ хастара илнӗ, ҫак хисепе Ӑвӑспӳрт Кипеч ялӗнче пурӑнакан сад ӑсти Николай Семенов, Ольга Егорова (Катек) тата Нина Платонова (Ҫӗнӗ Ачча) тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

АПК ветеранӗсем канашланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d0%b0%d0% ... %d0%bda-3/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех