Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ваттисене (тĕпĕ: ватӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫынсене ҫеҫ мар, ачасене, хӗрарӑмсене, ваттисене те йывӑр килчӗ ҫав ҫулсенче.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑнлан, Кулюкка: фашистсем пире, турра ӗненмен ҫынсене, ҫеҫ мар, турӑ ҫыннисене те уйӑрса тӑмаҫҫӗ, пӗр ҫылӑхсӑр ачасене чӗрӗлле вута пӑрахса ҫунтараҫҫӗ, ваттисене ҫакаҫҫӗ, вӗлереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Виҫҫӗшне, чи ваттисене, касса пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ларнӑскерсемех хамӑр вырӑна ваттисене патӑмӑр та сехет ытла хӗсӗнкелесе тӑрса пырса Э. район вокзалне аран-аран ҫитрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Анчах Вӗҫелис, ытти чухнехи пек, ваттисене пӳлмерӗ: амӑшӗ мӗн калас тенине хӗрӗ патне ҫитерчӗ-ҫитерчех.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ваттисене, вӗттисене Кӳрет шар вӑрҫӑ ҫилӗ.

Куҫарса пулӑш

Асаттесен шкулӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 61–62 с.

Вӑл хушнине тӗп-тӗрӗс пурнӑҫланӑ: ваттисене те, ҫамрӑккисене те шеллемен.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫӗршывра Ваттисене сума сумалли куна паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнӗ.

19-го сентября в стране традиционно отмечают День почитания пожилых.

Япони нумай пурӑнакансен йышӗпе рекорд лартнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36057.html

Каччӑсене мӗн ҫамрӑкран ҫав паттӑр пек пулма, тӑван йӑха хӳтӗлеме, ваттисене сума суса тӗрӗс пурӑнма вӗрентнӗ.

Юношей с малых лет учили быть похожими на богатырей: проявлять мужество, защищать род и семью, уважать старших, быть благородным.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Ваттисене сив сӑмахпа аса илни аван мар та-ха у… — терӗ те тӑстарарах, малалла хӑвӑртран-хӑвӑрт калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ваттисене те пуҫтаратпӑр, ҫамрӑксене те пуҫтаратпӑр, кружокусем йӗркелетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Професси уявӗпе саламларӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60472

Ваттисене те, ҫамрӑксене те ырӑ тума тӑрӑшать вӑл.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ваттисене кӗлӗре Пӳлӗхпе тан аснаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Унтан алӑк патӗнче Ваттисене асӑнса — Лере тутӑ ҫӳреме Кучченеҫсем пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑл пӗчӗк ача пек вырӑнӗ ҫинчех хуҫкаланса, авкаланса илчӗ те урайне ҫӑмӑллӑн сиксе анчӗ, анчах кӑвак чечекле каркӑҫпа карнӑ чӑланта ашшӗпе амӑшӗ ҫурма сасӑпа темӗн ҫинчен, хӗрсех калаҫнине илтсен, ваттисене чӑрмантарас темерӗ, шӑпланчӗ, ҫӗнӗрен ҫемҫе утиял айне кӗрсе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тата пирӗн, ҫамрӑксен, ваттисене пӑхса тӑмалли ҫук ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫав хушӑрах хӑй ваттисене машинӑпа илсе ҫӳресси-ҫӳремессине сӑнать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Советсен политехникӑлла ӗҫ шкулне тӑвасси, ваттисене пӗлӳ парас ӗҫе йӗркелесси, халӑха коммунизмла воспитани парасси — ҫак ыйтусене татса парассишӗн вӑл пӗтӗм вӑйӗпе пултарулӑхне хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Ялсене тухса ҫӳренӗ чух ҫынсемпе йӗркеллӗ калаҫ, хӑвна сӑпайлӑ тыт, ваттисене ан кӳрентер, ҫамрӑксемпе ҫепӗҫ пулма тӑрӑш, шалӑпсене лайӑх тӗрӗсле, эрех хыҫҫӑн ан кай, аслисем каланине пурне те итле — пурнӑҫла, ан тавлаш, пӗр-пӗр ыйтӑва татса панӑ чух йӑнӑш тусан — хӑв ҫине ил, ман ҫине ан йӑвантар, — каланӑҫемӗн калать ҫак.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

Ӗҫӗр-ха, эппин, пур ыр-тӗселе, хамӑр ваттисене асӑнса…

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех