Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ваттисемпе (тĕпĕ: ватӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ун ҫинчен ҫамрӑксем ваттисемпе калаҫмаҫҫӗ вӗт — хӑйсем ӑслӑ…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Анчах пирӗнпе, ваттисемпе мӗн тумалла?

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хӑйсем ҫӗрӗн-кунӗн завод цехӗсенчен каймасӑр ҫӗнтерӳ туптани ҫинчен, ваттисемпе пӗрле вунтӑватӑ-вунултӑ ҫулхи ҫамрӑксем ӗҫленине каласа кӑтартрӗ вӑл паттӑр салтаксене.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗмӗрех ваттисемпе пурӑнмӗҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ял Совет председателӗ Мария Тимофеевна, вӑтам ҫулсенчи хӗрарӑм, ваттисемпе ача-пӑча хушшинче клуб пуҫлӑхне — Хӗветӗре — часах асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫав ӗмӗтпе пурӑнакан ачасем ял ваттисемпе шкул учителӗсем пулӑшнипе тӑван ҫӗр вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса параҫҫӗ, пӗр-пӗринпе туслӑ, юратуллӑ, ҫӗрпе шыва, ӳсентӑрансене, чӗрчунсене кӳрентермесӗр пурӑнма вӗренеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырмари ҫӑтмах // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ваттисемпе калаҫса пӑхас пулать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ваттисемпе ватӑлла — ҫамрӑксемпе ҫамрӑкла, ӑна 80 ҫулта тесе калаймастӑн та.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Ваттисемпе ҫамрӑксем пӗр чӗлхе тупни пурне те савӑнтарса ячӗ, вӗсем харӑссӑн тӑрса кӗрхи нӳрӗ ҫӗре чавса ҫемҫетме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ваттисемпе ҫамрӑккисем те пурте киле вашлаттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унтан турӑша вырӑнне хурса: «Ҫул ҫӳренӗ ҫӗрте чипер пурӑнма тӑрӑш. Усал ҫынсемпе ан явӑҫ. Ҫын мулне хапсӑнакансемпе тус-йышлӑ ан пул. Хӑвӑнтан ваттисемпе ан хураллаш. Тантӑшсем умӗнче сӑмсуна ан каҫӑрт. Картла ан выля. Эрех ан ӗҫ. Тумтир тума, апат-ҫимӗҫ валли укҫана ан шелле. Пӗр пусран икӗ пус тума тӑрӑш», — тесе ӑсатрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваттисемпе ял-йышран пӗр лав пехил илсе килтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Санюк патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн та ваттисемпе пӗрле килне каймалла-ши?

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ваттисемпе авланнисем, ушкӑншарӑн пуҫтарӑнса, Яшмари тӑванӗсем патне хӑнана салансан, пилӗк-ултӑ ял ҫамрӑкӗсем улӑхах юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сан ҫыннусем вӑрӑ-хурахла тапӑнчӗҫ те мана ваттисемпе пӗрле ҫыхма тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ваттисемпе вӑй питти ҫынсем тата каччӑсем ҫеҫ вырӑнтан тапранмарӗҫ-ха — вӗсем чӳк картинче мӗн пулса иртессе кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ваттисемпе ҫамрӑксем! — кӑшкӑрчӗҫ вӗсем халӑх ӑҫта пур ҫавӑнта.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ваттисемпе вӗттисене вӑрман хӗрринчи те ҫитет.

а старые да малые ходят только по краю, вглубь-то боятся — заблудятся.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ваттисемпе вӗттисем, арҫынсем, хӗрарӑмсем…

Старики, дети, мужчины, женщины…

Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ачасемпе вылять ача пек, Ваттисемпе пулмасть айван.

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех