Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

васкарӗ (тĕпĕ: васка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Халех! — терӗ те Кирук тимӗр кӗреҫе таврашӗ шырама васкарӗ, анчах ниҫта та нимӗн тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Мӗнле пурӑнатӑр? — шӑппӑн ыйтса пӗлме васкарӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хӑй ҫакӑн пирки иккӗленнине вӑл пиччӗшпе каласшӑнччӗ, анчах пиччӗшӗ, унпа тек калаҫасшӑн пулмасӑр, малалла васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Анчах Кирук кунта урӑх тытӑнса тӑраймарӗ, вӑл шӑллӗ патне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук шӑллӗ пытанса юлнӑ вырӑна васкарӗ, анчах куҫӗпе вӑл пур еннелле те шӑтарасла пӑхать, ӑҫтан сас пуласса кӗтсех пырать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кутамкка ҫакнӑ ҫуран ҫынсен ушкӑнӗ хӗвелтухӑҫнелле васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Верук ман шухӑшсене ӑнланчӗ пулас, пире ӑсатса яма васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

«Мӑр-р-р-рк!» — хуравларӗ Катя, катаранах куҫӗпе пирӗнпе еккине ярса сывлӑхлашса, кӑмӑлӗпе тулса тӑкӑнса, вара хӑй те вырӑнтан ҫӗкленчӗ те, хӳрине выляткаласа, пире хирӗҫ васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Сасартӑк пуҫне палт! ҫӗклерӗ те шӑлне йӗрсе пӑрахрӗ, унтан, тӗрткеленсе, авӑнса-явӑнса илсе, «Сталин» ҫинчен шиклӗ куҫне илмесӗр, пӑркӑчланӑ ҫемҫе, чее сасӑпа хытах чӑлханма пӑхакан лару-тӑру «тӗввине» хыпалансах, анчах вӑрттӑн-карттӑн салтса яма васкарӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

— Юрӗ, — йӳҫҫӗн, сулхӑннӑн пӑвӑнса, сӑмах вӗҫне тӳлеме васкарӗ «кӗпҫери арҫын», — кӗҫех ҫитетпӗр, кӗтӗр.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Сывлӑш ҫавӑрса ярсан, ывӑннине ҫӗнсе, шыва юнпа пӗвете-пӗвете, Аркадий каллех хӑй парӑннӑ тӗллеве пурнӑҫлама васкарӗ

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Аркадий, ҫакна илтсе, Альберта, ӑна пурнӑҫра пӗрремӗш хут курнӑ пек, пӗр ластӑк тӗпчевлӗн пӑхса тӑчӗ, тем каласшӑн пулчӗ, анчах сӑмахне чӗлхи ҫинчен вӗҫерӗнме памарӗ — ҫулхӑнланнӑ чунне хытарса, шӑлне ҫыртса, сассем илтӗннӗ еннелле ҫаврӑнчӗ те малалла васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— А какшӑ, — пӑнчӑ лартма васкарӗ Кнутов.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хулана ҫитсен, тӳрех Лена малтан ӗҫленӗ вырӑна васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫакна илтсен ҫамрӑк хӗрарӑмӑн ӑшӗ кӳтсе, чунӗ хурланса килчӗ: вӑл питне-куҫне аллисемпе хупларӗ те пӳртрен кил хушшине банка хупӑлчи пӑсӑлнӑ пахча-ҫимӗҫ газӗпе сирпӗннӗ пек вирхӗнсе тухрӗ, ӗне-сурӑх сарайне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Павӑл ун кӑмӑлне ҫӗклеме васкарӗ:

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Янравлӑ пулмасӑр, — ун сӑмахне ларма васкарӗ халӗ те елпӗрсе тӑракан леш ҫутам тӑлпан арҫынах.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Турӑран пулӑшу ыйтрӗ! — шӑтма-элеклеме васкарӗ ҫак вӑхӑтра Пуриса сӗтӗрсе килнӗ шуйттансенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫаплипех Пурис ури ҫине мӑраланса, мӑштӑк-мӑштӑк сывлакаласа, мӑштӑр-мӑштӑр тӑчӗ те, урисене кӗскен чӑштӑр-чӑштӑр шутаркала-шутаркала, шуҫа-шуҫа аялалла васкарӗ, асӑрханса пускаласа кӳлленчӗк хӗррине ҫитсе тӑчӗ, вара, кукленсе, йӗкӗрленӗ ывӑҫ тупанӗсемпе ӑса-ӑса, пӳрнисем хушшипе шӑпӑр-шӑпӑр юхтарса, шыв пеме пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис, шыва лӑмпӑр-лӑмпӑр лӑмпӑртаттарса, хыпӑнсах малалла, кӳлленчӗкӗн тепӗр еннелле васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех