Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

варринчен (тĕпĕ: варри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашкӑра йытӑсем тип ҫырма вӑта варринчен, ниҫтинчен те ытларах юмансемпе, ҫирӗксемпе чӑтлӑхланса ларнӑ вырӑнтан, хӳтерсе кӑларнӑ имӗш.

Волка собаки, как видно, отбили от сердцевины буерака, особенно густо заросшей дубом и ольхами.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий хӑйӗн вӑхӑтне нимрен ытларах варринчен ҫурнӑ пӗренесенчен пураса тунӑ аслӑ витере Сашка конюхпа пӗрле ирттерет.

Григорий большую часть времени проводил в просторной рубленой конюшне вместе с конюхом Сашкой.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑй мӗн тунине хӑй те пӗлмесӗр, лампине пӗрех ывӑтса ячӗ, стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан хӗҫне ярса илчӗ, хӗҫӗн аврине пӳрнисем кӑвакарса кайиччен чӑмӑртаса тытрӗ, унтан Аксинья манса хӑварнӑ сарӑ чечеклӗ кӑвак юбкӑна хӗҫ вӗҫӗпе ҫӗклесе ҫӳлелле ывӑтрӗ те, вӑл ҫӗре ӳкме ӗлкӗриччен хӗҫе сулса ярса, ӑна вӑта варринчен касса татрӗ.

Швырком кинул лампу, не отдавая себе ясного отчета в том, что делает, рванул со стены шашку, сжал эфес до черных отеков в пальцах, — подняв на конце шашки голубенькую, в палевых цветочках, позабытую Аксиньину кофтенку, подкинул ее кверху и на лету, коротким взмахом, разрубил пополам.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сулӑнкӑра ҫуна тунката ҫине ҫитсе ҫапӑнчӗ те, тупанӗ шартах турӗ вӑта варринчен.

Об пенек вдарило сани под раскат — полоз пополам.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Донӑн икӗ хӗррипе тӗллӗн-тӗллӗн юр хывса кайнӑ симӗсрех пӑр ҫирӗпленсе пырать, ун айӗпе юхӑмпа хутшӑнайман шыв кӑпӑкланса явкаланать, шыв варринчен леререхре, хура ҫыртан ҫӑлкуҫӗсем палкаса юхса выртакан ҫыран хӗрринерехре, хаяр та ӑмсануллӑ пысӑк авӑр шурӑ юрпа шӑлланса выртать, ун тӑрӑх хӗл каҫма кунтах юлнӑ кайӑк кӑвакалӗсем чӑмкаласа ҫӳрени хура пӑнчӑсем евӗр курӑнать.

По краям зеленоватый, в снежных переносах, крепнул лед, под ним ластилась, пузырилась не захваченная стременем вода, а подальше середины, к левому берегу, где из черноярья били ключи, грозная и манящая, чернела полынья в белых снежных заедях; по ней черными конопушками переныривали оставшиеся на зимовку дикие утки.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗн пулнӑ? — тесе ыйтрӗ вӑл, варринчен хуҫлатса тытнӑ шлепкипе тарасаллӑ пӳлӗм алӑкӗ умӗнчи ҫӗре сӑрхӑннӑ юн лаптӑкӗ ҫине сулса кӑтартса.

— В чем дело? — Он махнул сложенной вдвое шляпой, указывая на черную, впитанную землей кровь у дверей весовой.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Асатте чееленме пуҫлать; вӑл хӑйӗн кӳршине калавӗнчи чи вӑйлӑ вырӑнӗпе хӑй ҫине пӑхтарасшӑн, ҫавӑнпа та, малтан нимӗн систермесӗрех, калавне тӳрех варринчен пуҫласа ярать:

Дед пускается на хитрость; он хочет привлечь внимание соседа ударным местом своего рассказа, а поэтому начинает без предварительной подготовки прямо с середины:

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Клеёнкӑн хӑю ярӑмӗллӗ хӗррисенчен леш, ӗлӗкрех вилнӗ патшасемпе патша майрисем чинлӑн пӑхаҫҫӗ, шӑп варринчен — патша килӗнчи хисеплӗ хӗрсем, шурӑ шлепке тӑхӑннӑскерсем, тата шӑнасем вараласа пӗтернӗ II-мӗш Николай патша хӑй те теветленсе пӑхса лараҫҫӗ.

От клеенки дурно пахло мокрой резиной и еще чем-то; важно глядели покойники-цари и царицы с каемчатых углов, а на середине красовались августейшие девицы в белых шляпах и обсиженный мухами государь Николай Александрович.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑвакал йӑви пулнӑ пӗчӗк шӑтӑк хӗрринче тепӗр чӗпӗ, ҫавапа ҫурма варринчен касӑлса татӑлнӑскер, йӑваланса выртать, ыттисем чӗвӗлтетсе, курӑк ӑшне тарса, сапаланса пӗтрӗҫ.

Около ямки, где было гнездо, валялся другой, перерезанный косой надвое, остальные с чулюканьем рассыпались по траве.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Днепр варринчен ҫӳлӗ тусемпе анлӑ улӑхсем ҫине, ешӗл вӑрмансем ҫине пӑхма ырӑ!

Любо глянуть с середины Днепра на высокие горы, на широкие луга, на зеленые леса!

II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Анчах пӗррехинче Полтавӑран леш хайхи, ун ҫинчен каланӑччӗ-ха эпӗ сире, пӑрҫа тӗслӗрех сӑхман тӑхӑннӑ улпут ывӑлӗ килсе ҫитет, эсир ун пӗр повеҫне вуларӑр та пуль ӗнтӗ; хӑйпе пӗрле вӑл пӗр пӗчӗк кӗнеке илсе килнӗ те, ҫавна варринчен уҫса пире кӑтартать.

Только приезжает из Полтавы тот самый панич в гороховом кафтане, про которого говорил я и которого одну повесть вы, думаю, уже прочли, — привозит с собою небольшую книжечку и, развернувши посередине, показывает нам.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Апла иккен, трактор варринчен ҫӳреме тапранать, трос е кабель вӑрӑмӑшӗ икӗ хӗрне те ҫитет — кунта та, ҫакӑнта та.

— Вот как оказывается, трактор начинает свой ход посередине, трос или кабель будет хватать по обе стороны — и сюда, и туда.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пӗчӗк хулӑ илсе, Озеров шыв лупашки варринчен виҫ-тӑватӑ ҫулҫа аяккалла сирсе ячӗ, — шыв тӗпӗнчен ҫӳлелле тухса тӑракан симӗс хӑях тӑррисем таса вырӑнта йӑшт тӳрленсе тӑчӗҫ.

Подняв прутик, Озеров разогнал несколько листьев со средины лужицы, на чистом месте выпрямились торчавшие со дна зеленые шильца осоки.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫӗр варринчен илнӗ телеграммӑсем вуласа пачӗ.

Он читал телеграммы, полученные из центра земли, —

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Унтан ҫула май ӑна хулӑн, саваламан, варринчен кӑшт хуҫӑлнӑ патак лекрӗ.

По дороге ему попалась толстая палка, неоструганная, еще сырая, надломленная посередине.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Пӑшалсем патне! — плац варринчен кӑшкӑрса ячӗ Слива.

— В ружье! — крикнул с середины плаца Слива.

XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Хӗрарӑм пӳлӗм варринчен Егорушка епле кайнине пӑхса юлчӗ, ун енне кулкаласа та туслӑн пуҫне сулчӗ.

Она стояла посреди комнаты и, глядя, как он уходил, улыбалась и дружелюбно кивала ему головой.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Юрдан вара хӑех урам варринчен башибузуксене кӑшкӑрса тӑнӑ: «Перӗр! Мӗн тӑрмашса тӑратӑр тата? Хурахсене йышӑнмастпӑр хамӑр хулана, султан тӑшманӗсем кирлӗ мар пире!» — тесе кӑшкӑрса тӑнӑ, тет.

Юрдан сам кричал башибузукам снизу, с площади: «Стреляйте! Чего канителитесь? Разбойников не принимаем в свой город, султановы вороги нам не нужны!»

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чечекпе ладан шӑрши урам варринчен сирӗле пӗлмест, пуҫа анратать.

Благоухание цветов, смешанное с ароматом смирненского ладана, наполняло всю площадь и дурманило головы.

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эпӗ роман ҫыракансен ахаль чеелӗхӗпе ҫеҫ усӑ куртӑм: повеҫе варринчен е вӗҫӗнчен туртса кӑларнӑ тӗлӗнтермӗш сценӑсемпе пуҫларӑм та вӗсене тӗтрепе витсе хутӑм.

Я употребил обыкновенную хитрость романистов: начал повесть эффектными сценами, вырванными из средины или конца ее, прикрыл их туманом.

III. Умсӑмаx // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех