Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тата тепӗр тапхӑртан Зеб Стумп халӑх ушкӑнӗ варринех пырса кӗрет.
LXV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Эрешмен хӑш чухне, картине йӑвӑ карса, карти варринех кӗрсе ларать, хӑш чухне тата, йӑвинчен тухса, ҫӗне карта карса ҫӳрет.
Нӳр. I // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Пӗр виҫ-тӑватӑ минутран мустангер, халь те ут ҫинчех лараканскер, хӑй тыткӑна илнӗ учӗпе пӗрле пит чаплӑ общество варринех пырса лекрӗ.
XII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӗсем хула варринех кӗрсе кайрӗҫ, унта кӗтмен ҫӗртен шӑпах Ковалев полицайпа тӗл пулчӗҫ.Они прошли в центр города и там неожиданно столкнулись с полицаем Ковалевым.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Туроксен пӗр бомби вырӑссем тӑракан батарейӑн варринех пырса ӳкнӗ.Однажды турецкая бомба, шипя и крутясь, упала в самую середину возводимой русскими батареи.
Салтак чапӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 76–94 с.
Эпир тӑшман отрячӗн варринех кӗрсе тӑтӑмӑр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Темле, пурте малтан калаҫса татӑлнӑ пекех, мӑнастирте пулса иртни ҫинчен текех нихӑшӗ те аса илмерӗ, ҫав кун пӗтӗмпех асран тухса ӳксе манӑҫа юлнӑ пек туйӑнчӗ, анчах вӑл самант суккӑрӑн чӗри варринех кӗрсе вырнаҫни пурпӗрех те паллӑ пулса юлчӗ.
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Эпир малалла та ҫаплах каяс пулсан, ҫӗр варринех ҫитме пире тата икӗ пин кун, е пилӗк ҫул ҫурӑ яхӑн вӑхӑт кирлӗ пулать.
XXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Шыв варринех ярӑнса ҫитме пулать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Иртнӗ каҫпа, тӗтре пулнипе нимӗн те курмасӑр, пӗчӗк отряд туземецсен чи пысӑк лагерӗн варринех кӗрсе кайнӑ.Накануне вечером маленький отряд в тумане забрёл в самую середину большого лагеря туземцев.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ан манӑр, кунти вырӑнсенче ӗмӗртенпех электричество алхасать, эпир кунти вырӑнӑн варринех ҫакланнӑ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кӗнеке унӑн чӗри варринех кӗрсе ларнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Бирюк тытнӑ ҫын лашине кил хушши варринех тӑратса хӑварчӗ, мужике пӳрте илсе кӗчӗ те, пӑрса ҫыхнӑ пиҫиххине пушатса, кӗтесе лартрӗ.
Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.
Пӗтӗм Хӗвелтухӑҫ паллӑ иккен Муцие: вӑл Перси, Арави урлӑ иртсе кайнӑ — Аравире ыр утсем пур чӗрчунтан та пархатарлӑрах, чипертерех имӗш; вӑл Индин чӑн варринех ҫитнӗ иккен, унта этем йӑхӗ мӑнаҫлӑ ӳсентӑрансем евӗрлӗ; Китайпа Тибет ҫӗрне те ҫитнӗ, — унта ҫӗр ҫинчех чӗмсӗр те хӗсӗк куҫлӑ Далай-Лама ятлӑ чӗрӗ турӑ пурӑнать.
III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Ҫурӑк тӑваткӑл пӗрене сыпӑкӗн варринех ҫитет.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пӗчӗк кайӑксене курсан вӑл куҫне-пуҫне чалӑштарса пӑрахрӗ, королёксем вара хӑранипе чӑтлӑх варринех тарса пытанчӗҫ.
Вӑрман разведчикӗсем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 107–116 с.
Сад пахчи варринех ҫитейсен, ылтӑн пан улмин йывӑҫҫине палласа илейсен…
Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.
Старик, пӗчӗкҫӗ сӗтел ҫине чавсаланнӑ та, вакун чӳречи умӗнче ларса пырать; хӑлхара делегатсен саланас умӗн янӑранӑ Дон гимнӗ чӗтренсе чӳхенет; унӑн хавха сӑмахӗсем чӗре варринех вырнаҫнӑ, ҫавӑнпа та Пантелей Прокофьевича ӗнтӗ «православнӑй Лӑпкӑ Дон» чӑнах та хӑйӗн мӗнпур хӑвачӗпе «пӑлханса хумханнӑ» пек туйӑнса пырать.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Кур-ха эс, тӗлех турӗ, варринех лектерчӗ.
Ҫӗлӗк // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Вӑл ҫавӑн пек тума тӑрсан, унӑн аманнӑ ури ҫиелте выртакан тымартан ҫакланса ларчӗ те вут пек ҫунтарса ыратса кайрӗ, чӗре варринех пырса тиврӗ.
X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.