Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кронӑна вакланӑ чух Клиссон укҫан пӗр пайӗ пӗтнӗрен кулянчӗ паллах, ҫав хушӑрах Бетси унӑн таракан ҫурӑмне ҫухатнипе рехетленчӗ.
Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.
Вӑл ҫӗрле ҫывӑраймарӗ: пичӗ ҫинчи пӗркеленчӗксене шухӑша яракан йывӑр канӑҫсӑрлӑх нумайлатрӗ, табак вакланӑ май аллисем ҫӗҫӗ айӗнче сиккелекен татӑксене тӗлсӗррӗн хускатса саланчӑклӑн пуҫтараҫҫӗ.
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Ачасем тискер кайӑксен тирӗсенчен тунӑ вырӑнсем ҫине ларса кӑвайт умӗнче ӑшӑннӑ, хӑйсен йӗпеннӗ мокассинӗсене типӗтнӗ, Отаки ҫӗҫӗ еннинчен хӑйӗн пӗчӗк ҫӗҫҫине кӑларса кайӑк ашне вакланӑ тата кролик тирне сӳсе унӑн ашне пӗҫерекен кӑмрӑксем ҫинче ӑшаланӑ.
Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Арҫынсемпе хӗрарӑмсем пилӗк кун хушши вӗлернӗ бизонсен тирӗсене сӳсе ашӗсене пӗчӗк татӑксем туса вакланӑ.
Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Пӗренесене эпир Мамонтова татса вакланӑ хыҫҫӑн тин йӑвантарса татса хума тытӑнӑпӑр.Бревна катать и пилить будем потом, когда перепилим Мамонтова.
8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Унӑн часран Ленниберга ҫитес килет ӗнтӗ, кашни тӗл пулнӑ ҫынна: «Ох, ох, ох! Катхультри Свенсонсем ытла та телейсӗрскерсем. Вӗсен ывӑлӗ Эмиль, юрӑхсӑр ача, вилесле ӗҫсе лартнӑ та пӗтӗм чӑхсене касса вакланӑ. Ох, ох, ох!», — тесе каласа парасшӑн ӗнтӗ.
Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Кирассирсем касса вакланӑ вырӑс канонирӗсем хӑйсен тупписем патӗнчех выртаҫҫӗ, ҫавапа ҫулса тухнӑ пекех ӗречӗ-ӗречӗпе пехота выртать.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Кольӑпа Иван Игнатьевич кунӗ-кунӗпе ӗҫленӗ: вутӑ каснӑ, ӑна ҫурса вакланӑ, ӗнене утӑ панӑ, тислӗкне шӑлса пуҫтарнӑ, кун сиктерсе кӳлӗ ҫине вакӑ алтса пулӑ тытма ҫӳренӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Пӗррехинче, хӗвел анас умӗн, Коля аслашшӗпе вутӑ вакланӑ, пӑчкине ҫурт умӗнчи уҫланка манса хӑварнӑ.Однажды на закате Коля с дедом пилили дрова, и Коля забыл пилу на полянке перед домом.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Ленька хӑй вакланӑ вут шаршанӗ умӗнче пуртӑ тытса тӑрать.
XIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Эх, вӗресе кайрӗ курень атаманӗ Кукубенко, куренӗн чи лайӑх пайӗ ҫуккине курсан! хӑйӗн ытти незамайковецӗсемпе вӑл ҫавӑнтах тӑшман ушкӑнне шӑп варрине кӗрсе кайрӗ, ҫав тери тарӑхнипе малтан тӗл пулнине пурне те купӑстана вакланӑ пек вакласа тӑкрӗ, сӑннипе нумай юланутҫӑна лаши ҫинчен чике-чике антарчӗ, пушкарьсем патне пырса тухса пӗр туппине туртса илчӗ; курчӗ унта: умански курень атаманӗ пушкарьсемпе ҫапӑҫать, Степан Гуска чи пысӑк туппа туртса илме тӑрӑшать.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Вӑл пулман пулсан, эсир, доктор мана тӑшмансем пайӑн-пайӑн вакланӑ пулсан та, куҫ харшисене хускатмастӑр пулӗ.Не будь его, вы бы, доктор, и бровью не повели, если бы меня изрубили в куски.
ХХХIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Вӑл кӗпи ҫухавине ярса, мӑйне алшӑллипе чӗркесе, чие йывӑҫҫисен ешӗл сулхӑнӗнче вӑрӑм тенкел ҫинче ларнӑ, аллисемпе хӑлаҫланкаласа, пичӗ ҫинчи тарне шӑлнӑ, хӑй ҫав вӑхӑтрах чарӑна пӗлми сӑмах вакланӑ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Старик сиксе тӑрать те, вакланӑ улӑм тултарнӑ миххине ҫурӑм ҫине хурса, картишне тухать.Старик вскакивал и, взвалив на плечо мешок с рубленой соломой, шел во двор.
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Шалта ӑна икӗ пая уйӑрнӑ, пӗринче яланах ҫӗнӗ руда хӗртнӗ, тепринче Прошка пек ачасем руда вакланӑ.
II // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
Федорка шӑллӗне «хӗртекен кӑмака» патнех ӑсатса янӑ, кунта вӑл «руда ватнӑ», урӑхла каласан, хӗртсе кӑларнӑ тимер рудин пысӑк катӑкӗсене мӑлатукпа ҫапса вакланӑ.
II // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
Ҫӗҫӗпе чутласа ҫинҫе патак турӗ, ун ҫине вӗттӗн касса вакланӑ какай таткисене тирсе лартса, вӗсене кӑвар ҫине тытрӗ.
40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫӗр хуппи ҫӗнӗрен хускалма тытӑнни тусен малтанхи сӑн-сӑпатне тӗппипех ҫӗнӗрен йышӑнтарса ҫитерме пултараймасть; анчах ҫак тусен вӑрӑм та ансӑр катӑкӗсем ҫӗнӗ хускалусем вӑхӑтӗнче тата ҫӳлерех ҫӗкленнӗ, ишӗлтерекен вӑйсем вӗсене тата тарӑнрах касса пайланӑ, вакланӑ, ҫавӑнпа та вӗсем хӑйсен сӑнарӗпе тата илемлӗрех пулса тӑнӑ.
5. Тусем час-часах ҫӗнӗрен ӳссе лараҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Кирек хӑш капмар сӑрт-ту породисене те ҫурӑксем уйрӑм пайсене вакланӑ.Массивные горные породы всегда бывают разбиты трещинами на отдельные части.
3. Капмар сарт-ту породисем мӗнле пулса кайни // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ҫулҫӳрекен тӑвалла улӑхнӑ тӑвайкки ҫӳлтен ӑна пӗчӗкҫӗ ҫерем евӗр, чул ишӗлчӗкӗ вара — вакланӑ чулсен ансӑр йӑрӑмӗ пек туйӑнать.
1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.