Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

будкӑсем (тĕпĕ: будка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Часовойсем те, будкӑсем те ҫук.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл будкӑсем патӗнчен кунталла васкамасӑр утса килекен арҫын еннелле пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анатарах будкӑсем лараҫҫӗ, вӗсен леш енче ҫакӑн евӗрлӗ тепӗр ҫурт «шӑмми-шакки» тӗртӗннӗ металл шӑратса ҫыпӑҫтаракан корпус ҫумне.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫӳлтен ӑна витнӗ, аяккисенче будкӑсем пур, варринче пушӑ.

И сверху крыши и по бокам будочки, а посредине пусто.

Пристань // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Унта сивҫу сутакан будкӑсем пур.

Там будочки такие есть. Там трубочки с кремом и мороженое.

Шурӑ мишкӑсем ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Унта пысӑк пӳлӗм пур, пӗчӗкҫӗ будкӑсем тӑраҫҫӗ.

Там большая комната, и стоят будочки.

Эпӗ метрора ҫӳрени // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ун ҫине шыва кӗмелли станцисем, тӗрлӗ будкӑсем, киосксем туллиех туса тултарнӑ, шыва кӗнӗ чухнехи йӗрке ҫинчен калакан правилӑсем ҫырса ҫапнӑ пысӑк хӑмасем лартса тухнӑ.

Он весь застроен водными станциями, будками, киосками, утыкан щитами, на которых написаны «Правила поведения на воде».

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Пӗчӗкҫӗ кӑна сулӑсем ҫинчи виҫӗ кӗтеслӗ будкӑсем ҫеҫ.

Просто маленькие треугольные будочки на плотах.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Палуба хӗррисем патӗнчех, кантӑк стеналлӑ будкӑсем умӗнче, сылтӑм енче те, суллахайра та — брезентпа витнӗ кимӗсем — шлюпкӑсем тӑраҫҫӗ.

У самых краев палубы, перед стеклянными будочками, справа и слева стоят укрытые брезентом шлюпки.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Икӗ енӗпе те, палуба хӗррисемпе, кантӑк стеналлӑ пӗчӗкрех будкӑсем, унта вара тасатса ҫутатнӑ йӗс трубасем ялтӑртатаҫҫӗ.

С обеих сторон, по краям палубы, стеклянные будочки поменьше, и там сверкают начищенные медные трубы.

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Кӗтессене пур ҫӗре те будкӑсем, пуш тункатасем, тӗлсӗр пичкесем евӗр шӑтӑксемпе йӗнӗсем тӑва-тӑва вырнаҫтарнӑччӗ.

Во всех углах были устроены норки и логовища в виде будочек, пустых пней, бочек без доньев.

XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Йӗри-тавра, Яуза тайлӑмӗсем тӑрӑх — танксене чаракан чӗрӗпсем, йӗплӗ пралук кумнӑ шалҫасем, кӗтессене лартнӑ темӗнле лутрарах будкӑсем, вӗсен хушӑкӗсенчен пӑхса тӑракан пулемет куҫӗсем.

Кругом на склонах Яузы — противотанковые ежи, колья, опутанные колючей проволокой, на углах какие-то приземистые круглые будки с прорезями, бойницами, из которых кое-где уже торчат пулеметы.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех