Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аяларах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аяларах — тепӗр йӗрке:

Ниже стояло:

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Пӗрне салатса пӑхрӑм: варринче ылтӑнланӑ икӗ пуҫлӑ ӑмӑрткайӑк гербӗ, аяларах — ылтӑн саспаллисемпе «Аттестат», тесе ҫырнӑ.

Развернул одну: посредине герб с позолоченным двуглавым орлом, пониже золотыми буквами вытиснено: «Аттестат».

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӑл ҫамрӑк хӗрарӑма хӑй патнелле вӑйпах туртрӗ те ҫав самантрах ӑна пысӑках мар ҫивӗч ҫӗҫҫипе чикрӗ, чӳклӗх сассипе виҫсен — сылтӑмарах та аяларах.

Он с силой дернул к себе молодую женщину, ударив ее в тот же момент небольшим острым ножом — удар, рассчитанный по голосу жертвы — правее и ниже.

V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

— Каях, тискерчӗк, каях, — терӗ Калиостро, — кӑшт аяларах тата кӑшт сулахаярах!

— Ступай, дикий, ступай, — сказал Калиостро, — немного вниз и немного налево!

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.

Ерипен, чӑлха вӗҫҫӗн, вӑл Танюша кровачӗ патне ҫывхарчӗ те, ҫуртана аяларах тытса тӑчӗ.

Тихонько, на носках, он подошел к Танюшкиной кроватке и опустил свечу.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Унта пысӑк ещӗкре ҫиелерех ӑпӑр-тапӑр тултарнӑ, аяларах аҫун пӗр купа кӗнеке выртать.

Там в большом ящике вверху всякий хлам, а внизу целая куча отцовских книг была.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Икӗ шӑтӑк хӗррисемпе пӗрлешсех кайнӑ, гитара евӗрлӗн сӑнланнӑ, виҫҫӗмӗшӗ кӑшт аяларах, ытти тӑваттӑшӗ варринчи ункӑн чи хӗрринчех — унӑн шал енчен.

Два отверстия даже слились краями, образовав подобие гитары, третье было чуть ниже и четыре прочих у самого края центрального кружка с внутренней его стороны.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вара чӗме пӑнчӑн сылтӑм чиккине, пӑнчӑ варринчен кӑштах ҫеҫ аяларах куҫарчӗ, анчах варрипе пӗр шая мар, аллинче текех иккӗленӳ туймасӑр, — ҫак алӑ пӳрни вара пускӑҫ ҫинче, — Давенант ӑшӗнче хӑй те тӗл еннелле вӗҫрӗ, ҫавӑнтах курока пусрӗ те варринчен лектернине асӑрхарӗ, мӗншӗн тесен пӑнчӑра шӑтӑк йӑлтӑртатать.

Тогда, заведя мушку на правый край точки, немного ниже ее центра, а не в уровень с ним, и не чувствуя более сомнений в руке, палец которой прижимал спуск, Давенант, сам внутренне полетев в цель, спустил курок и увидел, что попал в центр, так как на нем блеснуло отверстие.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Нимӗн те пулса иртмерӗ-ха, анчах «Йӗрӗнӳ» кафе стена ҫинчи шӑхӑракан сехечӗпе тата урайӗпе, — вӑл урамран виҫӗ картлашка чухлӗ аяларах, — Давенанта йӑлӑхтарать ӗнтӗ, ку халӗ — кичем аса илӳ евӗр.

Еще ничего не случилось, но кафе «Отвращение» с его посвистывающими стенными часами и полом, бывшим ниже улицы на три ступени, уже томило Давенанта, как скучное воспоминание.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Суяҫҫӗ, улталаҫҫӗ, кулаҫҫӗ, хӑйсенчен аяларах тата чухӑнрах ҫынсенчен йӗрӗнеҫҫӗ, вӑйлӑраххисен аллисене ҫулаҫҫӗ.

Лгут, обманывают, смеются, презирают людей ниже или беднее себя и лижут руки тем, кто сильнее.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Вӗсен ҫурӑмӗ хыҫӗнче вӑрман кашласа ларать; малта, ҫултан аяларах, сарлака уҫланкӑра, чӑпар тӗмсем ӳсеҫҫӗ, тункатасен хушшинче — вутӑ стенисем, — вӗсем уҫӑ тӳремлӗхре пысӑк лаптӑк йышӑнаҫҫӗ.

За их спиной стоял лес; впереди, пониже дороги, пестрела обширная вырубка с кустами и пнями среди стен дров, занимавших большую часть открытой равнины.

Хушу — ҫар валли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 81–84 с.

Эпӗ ӳкрӗм… тата аяларах.

Я упала… и еще ниже.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Хурарах тӗксӗм тӗслӗ ҫӳҫе хул пуҫҫинчен аяларах выртать.

Волосы темного цвета падали ниже плеч.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Аяларах эпир утрава тӗплӗн ҫырса кӑтартнипе татах тӗл пулӑпӑр-ха, ҫавӑнпа та фактсен танлаштарӑвӗ патне таврӑнатпӑр.

Ниже нам придется еще встретить подробное описание острова, а потому мы возвратимся к сопоставлению фактов.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Вӑл портретринчен чылай ҫамрӑкрах; ҫӳҫӗ кӗл сӗмӗллӗ, пилӗкӗнчен чылай аяларах ӑна ҫивӗтлесе капӑр жгутпа ҫыхнӑ.

Она была значительно моложе, чем на портрете; волосы пепельного оттенка, заплетенные в один пышный жгут, спускались ниже бедер.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Вӑл тӑчӗ те, пилӗкӗ таран ҫӑтӑ ларакан, аяларах вуншар пӗркеленчӗкпе шӑнкӑрав пек сарӑлса каякан хура сӑхман аркине утнӑ майӑн енчен енне силлентерсе, хапха калинкки патнелле кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑшт аяларах ултӑ кӗтеслӗ тепӗр пысӑк ҫурт ларать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пӳрне пуҫӗ чухлӗ ҫеҫ аяларах лекнӗ пулсан?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун тем пекех хастаррӑн хирӗҫ тӑчӗ, пӗрне кӑвапаран аяларах лектерсе тӑнран кӑларчӗ, тепринне сӑмсине нимӗрлентерсе ячӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн ҫӳл енӗ кӑшт сӗвекрех тӳпемре сарлакан та ярт тӳрӗ тӑсӑлса выртать, аяларах енӗ вара, ҫырмапа пысӑках мар сӑрт хӗррисене вырнаҫнӑ май, кукӑрӑлса сапаланать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех