Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аякран (тĕпĕ: аяк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлмен ҫын аякран пӑхас пулсан Пушкин умӗнче Раҫҫей патши мар, махорка шӑрши ҫапнӑ околоточнӑй тӑрать тейӗччӗ.

Словно перед ним не царь всея Руси, а пропахший махрой какой-нибудь околоточный.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Таҫтан-таҫтан аякран Тепри хирӗҫ макӑрать, Усал асап-хуйхӑран Унта тепӗр чун ҫунать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманта // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Таҫтан пин ҫухрӑм аякран, — Те улӑх тӑрӑх, те шывпа, — Килсе ак ҫитрӗ Яикран, Хускатрӗ халӑха хыпар.

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӗр, такампа аякран сывпуллашнӑ пек, алтутрине сулларӗ, лавсем чылай аякка кайнине курсан ҫеҫ ҫемҫе хӑйӑр ҫийӗпе вӗсем хыҫҫӑн чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл, ялан беретпа ҫӳрекенекер, пуҫне хӗрлӗ тутӑр ҫыхнӑ, ҫавӑнпа ӑна аякран палласа та илейрес ҫук.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Канли-масарӗ, — мӑкӑртатрӗ Сахрун, — эпӗ ачаранпа пӗрре ҫуракинчен юлман иккен те, кӑҫал манӑн эсир ӗҫленине аякран пӑхса тӑма лекет.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ялти ҫынсене ӑсатнӑ ҫӗртен нихҫан юлман Назиб та укӑлча хапхи патӗнче халӑх кӗпӗрленсе тӑнине аякран ҫеҫ асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аякран иртекен Ятман ӑна асӑрхарӗ те, темскер кӑшкӑрса алӑ сулчӗ, вӑл мӗн каланине Кабир ӑнланса та юлаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сасартӑк Ятман хӑлхине тепӗр юрӑ, таҫтан аякран килекен юрӑ кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр кунхине Карачӑм ашшӗне тата аякран курчӗ, палласса та ӑна шурӑ кӗпинчен ҫеҫ палларӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑй малтанах ҫапла шутласа хучӗ: патне ҫитместӗп, аякран ҫеҫ пӑхса илетӗп, ӗҫленипе ӗҫлеменнине ҫеҫ куратӑп, терӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Э, ку аякран илсе килнӗ ӳсентӑран, — тет Липа.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аякран пӑхсан, унта никам та ҫук пек, ҫак хӑрушӑ вӑрҫа пула унта пӗр чун та юлман пек.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре ҫине аякран ҫеҫ тӗллесе кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫак икӗ ҫул хушшинче унӑн ҫӳҫӗ палӑрмаллах кӑвакарнӑ иккен, ҫавӑнпа вӑл халь аякран кӑтра пек те мар, сухалӗ тата пысӑкланнӑн туйӑнать, вӑл старикӗн тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткине илем кӳрсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аякран пӑхсан, Атӑлкассине ял теме те йывӑр, йӑмрасем айне путнӑскер, вӑл вӑрман кати пекех курӑнать.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл чарӑнчӗ, хӗрарӑмсем еннелле пӑхса тата чылайччен алӑ сулчӗ, вара, хӑйӗн чунӗ хурланнине аякран та пулин кӑтартас мар тесе, картишне кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӳлӗм чӳречисене тул енчен тимӗр пралукпа тыттарнӑ, вӑл аякран пӑхма та тӗрме пекех курӑнать.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ем-ешӗл тӗштырӑ ҫил вӗрнӗ май тӳлеккӗн кашласа ҫитӗнет, аякран пӑхсан анлӑ тинӗсе аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan

Кам пӗлет, тен, вӗсем шутланӑ пек пулмасть, тен, аҫа-ҫиҫӗм куннинче те аякран иртсе каять.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех