Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачу (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрре ун пулчӗ калаҫу — Туслӑ пуплерӗ кӗпӗрнаттӑр: «Мана пит килӗшрӗ ачу; Ӑна телейсӗр ан хӑвартӑр Ҫӳлти ыр Турӑ».

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ачу маттур санӑн, пӗрре кӑтартсанах ӑнкарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗркун лашасем пирки тапӑнтӑн, халь ав хӗр ачу пирки.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах вӑл вилнӗ-ҫке, сан хӗр ачу?

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Питӗ кӑмӑла кайрӗ сан хӗр ачу

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ай-ай, хӗр ачу хитре вара санӑн, чӑн-чӑн бикем.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Санӑн мӗн хурланмалли, Соня: ачу чиперех ӳсет, ӗмӗртекен амӑшӗ пур, хӑв та куракан пулатӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ачу ҫураличченех, ҫитес уйӑхсенчех тепӗр хут монархи пулать.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шел, Соня, пирӗн йӑх юнне пӑсатӑн ачу пулсан.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ачу чирлерӗ-им? — пуш витрисене сукмак хӗрне лартса, Витьӑна пырса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ачу вилсе кайнӑ пулсан, ҫылӑхӗ кам ҫине ӳкнӗ пулӗччӗ?..

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— А ку — сан ачу валли, Хӗветӗр.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Санӑн ачу кан ҫинче пӑшал тасатса ларнине кӳршӗсем пурте курнӑ.

А вот, что твой сын постоянно чистил оружие, сидя на кане, — все соседи видели.

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ӑҫта сан ӳсен-пӗр ачу?

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ачу пур сан халь, чун килтермӗшӳ…

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Куратӑн-ҫке, ачу пире хӑнӑхнӑ, ав йӗрет…

— Смотри— привык к нам мальчишка-то, плачет вон…

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Санӑн пӗчӗк ачу пур вӗт, ӑссӑр ҫын!

У тебя же дитенок есть, маломысленный ты человек!

Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.

Намӑс кӑтартрӗ йӗпе сӑмса, ачу пулать вӗт вӑл сан.

Ведь он, сопляк, в сыновья тебе годится.

6 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Санӑн арӑму имшерленнӗ, ачу та тӑлӑххӑн ӳсет…

Чахнет твоя жена, сиротой растет твой сын…

XIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

— Эсӗ ачу хыҫҫӑн пӑхкала.

— Ты посматривай за сынком.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех