Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачишӗн (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вовӑн Мами, пур енчен те ӑслӑ хӗрарӑм пулас пулсассӑн, ӳкӗнсе, Турра кулленех йӑлӑнса, ачишӗн те, ялти амӑшӗшӗн те кӗлтуса пурӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Элиме чылайччен ҫапӑнма шикленчӗ, ачишӗн пӑшӑрханчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ачишӗн ытлашши хумханас мар терӗ Элиме.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Ирина Алексеевна, тепӗр хут аса илтеретӗп тата асӑрхаттаратӑп, эсир стройкӑра ӗҫлекенсен пурнӑҫӗшӗн ашшӗ-амӑшӗ ачишӗн патшалӑх умӗнче яваплӑ пекех яваплӑ ҫын.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫав киремет ачишӗн

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Арҫын икӗ ачишӗн алимент тӳлесе пыманнипе малтан административлӑ майпа явап тытнӑ.

Вначале за неуплату алиментов двоих детей мужчина привлекался к административной ответственности.

Арҫын икӗ ачишӗн 1,3 млн алимент тӳлемен // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34869.html

Ют ял ачишӗн темех тӑвас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лайӑх астӑватӑн-ҫке, — терӗ амӑшӗ, хӑй ачишӗн савӑнса.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вара виҫӗ ачишӗн ҫӑкӑр талонӗ памалла турӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Йӗксӗк ачишӗн пулсан, нимӗн те мар.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чечек пит шикленет ачишӗн, Чӗри ҫунать теме пӗлсе…

Куҫарса пулӑш

XXXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чӗри ялан ачишӗн чирлӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Сан ҫулхи хула ачишӗн сахалтарах ку.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Соньӑн хӑйӗн сӗт ҫук, анма тытӑнсан та, вӑл кӑкӑр ачишӗн сиенлӗ, ҫитерме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Аллипе кашӑк тытайман ача палан татма хӑпарса кайнӑ-ҫке, пусми те ҫумӑр хыҫҫӑн лӑймакаллӑ пулнӑ та — шуса ӳкнӗ-ҫке, апӑрша, — ачишӗн хута кӗрсе пек, ӑнлантарчӗ Укҫине Палюк мучине.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эс, аннеҫӗм, тавӑр тӑшмана Пур совет ачишӗн те, хаяррӑн, Пур асапусемшӗн те инкекшӗн Асӑнтар эс ӗмӗрлӗх ӑна.

Ты, родная, врагам отомсти За страданье и слёзы свои, За мученье и смерть сыновей, За погибших советских детей.

«Хӗрлӗ ҫарпа пӗрле таврӑнӑп!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Хӑйшӗн те, хӑй ӑшӗнче ӳтленекен ачишӗн те.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӗн пирки пӑшӑрханмалла-ха пирӗн католик пупӗн ачишӗн?

Чего нам церемониться с сыном католического попа?

VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Чкалов арӑмӗпе ачишӗн питӗ хытӑ тӑрӑшакан ҫын пулнӑ.

Чкалов оказался заботливым отцом и мужем, нежно ухаживал за женою и сыном.

Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Турчӑки хӑй кайран-кайран та кӑтра пуҫлӑ ачишӗн (ара, Кулин хӑйӗн ҫӳҫӗ хӑп-хӑмӑр-ҫке) арӑмне пӗрре кӑна мар тӑкӑлтарса илнӗ-мӗн те, Хвеччисӗ вара кашни хутӗнчех упӑшкине «санӑнах» тесе ӗнентернӗ пулать.

Умаслила, убедила русоволосого своего муженька, что сынок пошел черным кудрявым волосом в прадеда ее покойного, которого Мигулай в глаза не видел.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех