Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачасенчен (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасенчен пӗри: «Пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрне ҫак хулӑсемпе килентерес терӗн-и эсӗ, Рыжова?» — тесен, Нина епле тарӑхса кайнине те астӑватӑп.

И как возмущалась Нина Рыжова, когда кто-то из ребят спросил: — Ты что, весь земной шар решила облагодетельствовать своими прутиками, Рыжова?

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Ак, кӑштах вӑхӑт иртӗ те, вӗсем пӗрле пухӑнма пӑрахӗҫ, кашниех хӑй тӗллӗн пурӑнма пуҫлӗ, ҫак ачасенчен нихӑшне те ӑса вӗрентеймӗ вӑл, сӑнаймӗ, пулӑшаймӗ…

Что еще недолгое время — и вообще перестанут они собираться все вместе, станут каждый по себе, без ее вмешательства и надзора?

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Хӗрача ӑна ытти ашкӑнчӑкрах ачасенчен сыхланӑ, ҫывӑрма вырттарнӑ, чирлесен банкӑсем лартнӑ, халап-юмахсем каласа кӑтартнӑ.

Девушка оберегала его от мальчишек, которые дразнили и дубасили ее воспитанника, укладывала спать, а если он заболевал, ставила ему банки и рассказывала сказки.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Фомана ҫак япала — юлташӗсем мӗнпур ачасенчен те аванни — питӗ те килӗшнӗ.

И Фоме стало приятно оттого, что его товарищи лучше всех остальных мальчиков.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ачасенчен пӗри, питне кантӑк кӗленчи ҫумне тачӑ тӗксе (ҫавӑнпа унӑн сӑмси лапчӑнса ларчӗ), Сяо Вана гримаса туса кӑтартма пуҫларӗ.

И один из мальчуганов, прижав лицо к стеклу, отчего нос его сплющился, состроил Сяо Вану гримасу.

III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Беби — чи лайӑх вӗренекен ачасенчен пӗри.

Бэби — один из первых учеников.

Класри доска умӗнче // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Пирӗн ачасенчен иккӗшӗ аэроклубран вӗренсе тухнӑ.

У нас двое ребят аэроклуб кончили…

7. Аэроклуба илчӗҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ачасенчен эпӗ Шосткӑра тӑракан ҫар чаҫӗ духовой оркестра учениксем илни ҫинчен пӗлтӗм.

От ребят я услышал, что воинская часть, стоящая в Шостке, набирает учеников в духовой оркестр.

1. Ӑҫта каймалла? // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ачасенчен чылайӑшӗсем конькипе ярӑнатчӗҫ.

Многие ребята катались на коньках.

11. Вӑйӑсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ку ачасенчен нумайӑшӗ хӗрачасем, вӗсем сӑмсисем ҫине, сӑмса ҫунаттисем ҫине пӗчӗк ҫӗрӗсем ҫака-ҫака янӑ, шӑрпӑк евӗр ҫинҫешке аллисене йӳнӗ сулӑсем тӑхӑннӑ хӗрачасем.

Большинство этих детишек — девочки, с крошечными колечками в носу, на крыльях носа, с дешевыми браслетами на руках, тонких, как спички.

Кайӑксемпе ачасем // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Ачасенчен сирӗн патӑрта кам пулнине эсӗ пӗлетӗн.

— Ты знаешь, кто у вас из ребят бывал.

Вунӑ кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Приёмникра ҫатӑртатнӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ, вара сасартӑк ачасенчен тахӑшӗ: — Сталин! — тесе пӑшӑлтатрӗ.

В приёмнике послышался треск, и вдруг кто-то из ребят прошептал: — Сталин!..

Хӗрлӗ ялавсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Тӗрӗссипе каласан, пирӗн ачасенчен кам кинона юратмасть-ха?

Кто из наших ребят не увлекается кино!

«Ан вӗҫсем эс, хура ҫӑхан» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Эпӗ арҫын ачасенчен хӑратӑп, терӗм.

Я сказал, что боюсь мальчиков.

Пурҫӑн хурт йывӑҫҫи // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ачасенчен пери кула-кула Васькӑна тӑсса пачӗ те: — Ме, кӑлпасникӑнне хывса илтӗмӗр.

Один из ребят, улыбаясь, протянул Ваське: — На, с колбасника сняли.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эпӗ ачасенчен тарма шут тытрӑм.

Я решил убежать от ребят.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫапла пулса тухрӗ те вара: ачасенчен пурте тенӗ пек мӗнле те пулин ӗҫ тунӑ, интересленнӗ ҫав ӗҫпе, Костя вара хӑй пӗччен юлнӑ.

Так и получилось, что почти все ребята были заняты каким-то делом, увлекались им, а Костя был сам по себе.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Вӑл арҫын ачасенчен пӗрре те юлмасть!

Ого, она мальчишкам ни в чем не уступает!

Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫав ачасенчен пӗри вунтӑваттӑра, тепри вуникӗ ҫулта, иккӗшӗ те вӗсем сарлака питлӗ, Рим расин шӑпах таса сӑнарӗсем.

Одному из его питомцев было четырнадцать лет, другому — двенадцать, оба отличались чисто римским складом лица — худощавые, с резкими чертами и широким лбом.

I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эпӗ арчинче вылямалли япаласем пур пулӗ тесе шутларӑм: ман хамӑн нихӑҫан та вылямалли япала таврашӗ пулман, вӗсене юри ним вырӑнне хуман пек пулаттӑм, анчах камӑн ун пек япаласем пур — ҫав ачасенчен эпӗ пӑртак кӗвӗҫеттӗм.

Я ожидал увидеть игрушки: я никогда не имел игрушек и относился к ним с наружным презрением, но не без зависти к тому, у кого они были.

I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех