Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачасемпе (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Раҫҫейри Педагогпа наставник, Чӑваш Енри Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗнче ачасемпе ҫамрӑксем хушшинче кӑмӑл-сипет пуянлӑхӗпе эстетикӑпа патриотла кӑмӑл-туйӑма ҫирплетес тӗллевпе йӗркеленӗ ҫак конкурсра 27 облаҫрен, ытти регионсемпе хуласенчен 1200 ача хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пултарулӑх конкурсӗнче ҫӗнтернӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%bf%d1%8 ... 80%d0%bde/

Урамра ачасемпе вылянӑ чухне йывӑҫ теттине кушакпа улӑштарнӑ тет.

Играла раз Ласточка с детьми на улице и свою деревянную игрушку обменяла на кошку.

Чӗкеҫ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/519

Ҫакӑн пек тискер ӗҫ пулма пултарнине, кирек кам майлӑ ҫапӑҫсассӑн та ҫарҫыннисем нимӗн шеллемесӗр ачасемпе ватӑсене, хӗрарӑмсене ялӗпех вӗлернине вӑл ниепле те ӗненсех пӗтереймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ялти ачасемпе хӗрарӑмсене кирлӗ чухне пулӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗлӗкрех, арҫын ачасемпе выртмана ҫӳренӗ чухне, вӗсемпе пӗрле юланутпа ӑмӑртса чуптарнӑ чухне вӑл ҫак сӑмахсене аса илетчӗ те хӑйне арҫын ача пекех туятчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эсӗ халь пысӑк ӗнтӗ, арҫын ачасемпе пӗрле ҫӳреме намӑс, терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арҫын ачасемпе пӗрле выртмана ҫӳрени ним тӗлли-паллисӗр пулмарӗ Укаслушӑн.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗтӗм тӗнче ачасемпе кашкӑрсем вӑрҫӑ пуҫласса ҫеҫ кӗтет пек.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашкӑрсем ачасемпе утсене пӗкӗ хунӑн ҫавӑрса илчӗҫ, ял енчен хӗстере пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йывӑр ҫын хӗрарӑмсене те, тин ҫуралнӑ ачасемпе амӑшӗсене те, ҫул ҫитменнисене те, инвалидсене те кашнине хӑнеевӗр пулӑшу кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Музей ачасемпе аслисене чӑваш халӑхӗн историйӗпе культурине халалланӑ тӗрлӗ темӑллӑ экскурсисене, ӑсталӑх сехечӗсене йыхравлать.

Музей приглашает детей и взрослых на различные тематические экскурсии и мастер-классы, посвященные истории и культуре чувашского народа.

«Ялан янӑра, чӑваш чӗлхи!» уйӑхлӑх пуҫланнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34610.html

Ачасемпе, мӑнуксемпе, вӗсен ачисемпе йӑпанса, кӑмӑла ҫавӑрса пурӑнасчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

«Паллах, эпӗ те арҫын ачасемпе вӑрҫӑлла выляса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Ачасемпе калаҫма пӗлни Светлана Федоровнӑн ӗҫне ҫӑмӑллатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat

Чылай ҫул хушши вӑл ачасемпе ӗҫлесе вӗсене пӗрре пӑхса ӑнланакан пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat

Светлана Федоровна ачасемпе ӗҫлени савӑнӑҫ кӳнине кӑна мар, пысӑк яваплӑ ӗҫ пулнине те пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat

Никифор Ильичӑн ҫапла ӗҫ хыҫҫӑн кашни кун мӗн те пулин тупӑнса пырать, канмалли те ҫук, арӑмпа ларса калаҫма та, ачасемпе выляма та вӑхӑт тупӑнмасть, чупатпӑр та чупатпӑр кумпа.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Улатимӗр облаҫӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнче пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗччен Чӑваш культурин эрни иртнӗ.

В детско-юношеской библиотеке Владимирской области с 20 по 24 марта прошла Неделя чувашской культуры.

Улатимӗрте Чӑваш культурин кунӗсем иртнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34570.html

Унта вӑл ачасемпе тӗл пулса профориентаци енӗпе калаҫнӑ.

Там она провела встречу с детьми и поговорила о профориентации.

Курнавӑшпа Ҫӗнӗ Пӑвара чӑваш чӗлхи янӑрать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34548.html

Эпир Хуралпа кунта куллен ачасемпе пӗр вӑхӑтрах килекен пултӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех