Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачан (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта ачан айӑпӗ те пур.

Куҫарса пулӑш

Шар курнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61067

5-мӗш класран малалла вӗренме май пулман хӗр ачан, тем пек пӗлӳ пухас килсен те, ашшӗ чирлесен унӑн шкултан пӑрахма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Унӑн калавӗ тӑрӑх пӗчӗк ачан ашшӗ ҫаплах-ха Зиминцев мар, Мосальскиех пулса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Тулта, картишӗнче, мана Зиминцев хуса ҫитрӗ, пӗчӗк ачан пӗчӗк утиялне тыттарчӗ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫав вӑхӑтра вӑл ачан сывлӑхне тӗрӗслесе тӑнӑ.

Тем временем она проверила здоровье ребенка.

12-ри хӗрача чуччу ҫинчен ӳксе тӑнне ҫухатнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34852.html

Ачан пиншакне тӳрлеткелерӗ, ҫӗлӗкне пусарах лартрӗ, ҫаплах вӑрҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ачан ирӗксӗрех нуша тӳсме тивет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Вӑл вара ман ачан аталӑхӗ кӑна мар, чӑн-чӑн ашшӗ те пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсен хушшинче леш хӑй вӑрланӑ ачан амӑшӗ те тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пӗчӗк ачан чӗри пысӑк, теҫҫӗ, патька-патша, — хуравларӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кускер ачан чӗлхи хытӑ пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вутпа тӗтӗм ҫӗнӗ кайӑка усал-тӗселтен, йӗрӗх-ийе таврашӗнчен сыхламалла, тухатнӑ шыв вара ун, ачан, ӳтне ҫыпҫӑннӑ чир-чӗртен, нишрен-сарамакран тасатмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнтах тепӗр арҫын ача анкарӗпе кашкӑра сулахай кӑкӑрӗнчен ҫапрӗ, лешӗ вара малтанхи ачан аллине вӗҫертрӗ те теприне уринчен хыпрӗ, анчах ун ҫӑварӗ хупӑнса та ӗлкӗреймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл пур пӗррехинче Укаслупа икӗ ачан пурнӑҫне ҫӑлса хӑварчӗ…

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Акцие ирттернин тӗп тӗллевӗ – шкул пӗтерекенсен ашшӗ-амӑшне ачан экзамен вӑхӑтӗнчи лару-тӑрӑвне туйма май парасси, ППЭ мӗнпур тапхӑрӗ витӗр тухса ӑна психологи тӗлӗшӗнчен ытлашши чӑрмава ҫӗнтерме пулӑшасси.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ тытнӑ // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%b0%d1%8 ... %bd%d3%91/

Икӗ кӗрӗк тавӑрса пӗр ачан ал-урине кӗрӗк ҫаннисене тӑхӑнтарса упа турӑмӑр, вӑл та ташларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫак ачан ҫын пек вилме халӗ ҫитмен пулсан эпӗ, тен, выляман та пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Арҫын ачан алли шап-шурӑ, сӑнӗ-пичӗ таса та калама ҫук илемлӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӳтӗлекен принц // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сӑпкари ачан ҫемҫе те йӑваш куллипе япшаррӑн йӑлтӑртатакан ирхи хӗвел, куҫа шартса, ҫӗр ҫине васкамасӑр, ӑшӑ, чуна сиплӗх те ырӑлӑх кӳрекен ылтӑнне сапалать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫапла, вун тӑватӑ-вун пилӗк ҫулхи ачасемшӗн юрату «акине тухма ҫӗр пиҫсех ҫитеймен», хӗвелӗ те тухӑҫран ялтӑртатса ҫӗкленмех ӗлкӗреймен, анчах ку кӑнтӑрланакан ҫулсенче чи сисӗмлӗ, «чечеклӗ», пурнӑҫ ҫуначӗсене сармалли, ҫутӑ ӗмӗчӗсем вӗҫеве хускалнӑ, сенкерленнӗ ӳсӗмре арҫын е хӗр ачан пуҫсӑр, анчах тимӗрҫӗ лаҫҫинчи тин ҫеҫ пиҫнӗ шӗл кӑвар пек хӗрӳ, этем ури пусман сӗм вӑрман уҫланкинчи чечекӗн ачаш ҫеҫки пек таса пӗрремӗш юратӑвне мӗнле те пулин палӑртмаллах ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех