Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Ҫакӑншӑн йӗретӗп те эпӗ; куҫӑмран, манӑн куҫӑмран, шыв юхнӑ пек, куҫҫулӗ юхать, чунӑма хал кӳрсе лӑплантараканӑм манран аякра; манӑн ачамсене тустарса пӗтернӗ, мӗншӗн тесен тӑшман ҫиеле тухрӗ.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ман хушшӑмри пӗтӗм вӑйлӑ ҫыннӑма Ҫӳлхуҫа кӗҫӗне хӑварчӗ, манӑн яш ачамсене пӗтермешкӗн мана хирӗҫле пуху пухрӗ; Ҫӳлхуҫа Иуда хӗрне иҫӗм ҫырлине таптанӑ пек таптарӗ.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Юнарӗ мана: ҫӗрӗме ҫунтарса яма, яш ачамсене хӗҫпе пӗтерме, кӑкӑр ачисене ура айне ывӑтма, пӗчӗк ачамсене салатма, хӗрӗмсене тыткӑна илсе кайма хӑмсарчӗ.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пророк ывӑлӗсен арӑмӗсенчен пӗри, ӗсӗклесех, Елисее каланӑ: санӑн чуру, манӑн упӑшкам, вилчӗ; чуру Ҫӳлхуҫаран хӑраса пурӑннине пӗлетӗн эсӗ; ӑна кивҫен панӑ ҫын халӗ вара манӑн ачамсене иккӗшне те хӑй патне чуралӑха илсе кайма килчӗ, тенӗ.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эсӗ вӗсене пӗлтермелли саккунсем акӑ: 2. эхер те еврей чура туянатӑн пулсассӑн, вӑл [саншӑн] ултӑ ҫул ӗҫлетӗр, ҫиччӗмӗш [ҫул] тӳлемесӗрех ирӗке тухтӑр; 3. эхер те вӑл пӗччен пынӑ пулсассӑн, пӗчченех тухса кайтӑр; вӑл авланнӑ ҫын пулсассӑн, унпа пӗрле арӑмӗ те тухса кайтӑр; 4. эхер те хуҫи ӑна арӑм панӑ пулсассӑн, арӑмӗ ӑна ывӑлсем е хӗрсем ҫуратса панӑ пулсассӑн, арӑмӗпе ачисем арӑмӗн хуҫи патӗнчех юлччӑр, вӑл пӗчченех тухса кайтӑр; 5. чури «хамӑн хуҫама, хамӑн арӑмпа ачамсене юрататӑп, ирӗке каймастӑп» тесессӗн, 6. хуҫи ӑна турӑсем# умне илсе пытӑр та алӑк патне е алӑк янахӗ патне тӑраттӑр, унтан хуҫи унӑн хӑлхине атпӑрипе чиксе шӑтартӑр, вара вӑл ӗмӗрлӗхе унӑн чури пулса юлӗ.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Рахиль Иосифа ҫуратнӑ хыҫҫӑн Иаков Лавана каланӑ: яр ӗнтӗ мана, эпӗ хамӑн вырӑнӑма, хамӑн ҫӗрӗме каям; 26. [мана] хамӑн арӑмӑмсене, хамӑн ачамсене пар, эпӗ сана вӗсемшӗн ӗҫлесе тӑтӑм, эпӗ каям ӗнтӗ; эпӗ саншӑн ӗҫлесе тӑнӑ ӗҫе эсӗ хӑв та пӗлетӗн, тенӗ.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2