Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахӑрчӗ (тĕпĕ: ахӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫил-тӑвӑл пӗр талӑк хушши ахӑрчӗ, ҫав хушӑра трубопроводшӑн шикленсе, ӑна ҫӑлса хӑварас шухӑша пӗр минутлӑха та манмарӗҫ.

Ураган бесновался сутки напролет, и за все это время ни на минуту не утихала острая тревога за судьбу трубопровода.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Голышев куҫҫуль тухичченех ахӑрчӗ, унӑн эрех ӗҫнипе хӗрелсе кайнӑ пит-куҫӗ кулнипе тарласа кайрӗ.

Голышев хохотал до слез, и его лицо, побагровевшее от выпитого вина, вспотело от смеха.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Будешь сказать, где партизан? — ахӑрчӗ полковник, Катя йывӑр ыйхӑран вӑраннӑ пек сывласа илчӗ.

— Будешь сказать, где партизан? — орал полковник, Катя вздохнула, как бы пробуждаясь от тяжелого сна.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Кашни кунах ҫил хӑрушла ахӑрчӗ, ҫӗрле юр ҫийӗ сийӗн-сийӗн хыта-хыта пӑрланчӗ, ун тӑрӑх мулкач чупса каҫсан та нимӗнле йӗр юлмасть.

Каждый день дул страшный ветер, а за ночь на снегу образовывался твердый, льдистый слой наста, по которому заяц пробегал, не оставляя следов.

I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Аҫа-ҫиҫӗм талккишпех асар-писер ахӑрчӗ кӑна: пур енчен те ҫиҫсе-хуҫӑлса, шатӑртатса тӑчӗ.

Гроза разыгралась вовсю: вспыхивало и гремело со всех сторон!

Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.

Йӗп чиксен те куҫ курман тӗттӗмлӗхре ҫиҫӗм чӑр та чар ҫутала-ҫутала илчӗ, аслати татти-сыпписӗр авӑтрӗ, ҫил ахӑрчӗ, ҫаврӑнчӗ-пӑтранчӗ, ҫумӑрӗ ҫав-ҫавах пӗр тумлам та патлатмарӗ-ха.

Во тьме трепетно вспыхивали молнии и гремел гром, ветер рвал, носил, а дождя не было.

Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех