Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахӑрса (тĕпĕ: ахӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ лару-тӑру министерствин республикӑри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫут ҫанталӑк ахӑрса кайнине пула Благовар районӗнчи Языково ялӗнчи ҫуртсен тӑррисене илсе пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил ҫуртсен тӑррисене илсе кайнӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/%D0%9F%C4%83%D1% ... yn-3392522

— Ва-ха-ха-ах! — ахӑрса таҫтан сиксе тухрӗ Денис.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Алӑк хупӑнсассӑнах Денис шапалла в-ва-ак тесе ахӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пӗтӗм халӑх ахӑрса ячӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Тинех лекрӗн-и, хӗрт-сурт! — ахӑрса янӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Атӑл енче, Варламовсен умӗнче пулас, темиҫе каччӑ харӑсах ахӑрса яни илтӗнчӗ, тата хӗрсем юрӑ пуҫларӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Мулентейӗ ахӑрса Арӑм тавра сӗртӗнет, Чӗркуҫҫине ҫат хуҫса Калла кайса кукленет, Аллисемпе умӗнче Кӑчӑк туртса илӗртет, Ташӑ ҫемми хушшинче Хӗр йӗррипе вӑл йӗртет…

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Урамра ҫанталӑк ахӑрса кайрӗ, вӑйлӑ ҫил кантӑксене яри уҫса пӑрахрӗ, пӳлӗмелле тусан, ҫӳп-ҫап сапса ячӗ, сӗтел ҫинчи хаҫатсене шӑлса ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Хӑй хӑйӑлтӑк сасӑпа ахӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

Юлашкинчен «хӗрлӗ автан», арӑсланса, сарай аркине, унтан ун тӑрринех «сиксе хӑпарать», унта вара «ҫунат ҫапа-ҫапа», асар-писер ахӑрса сиккелеме пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Пурисра, тутлӑ-пылак туйӑмпа анкӑ-минкӗлентерсе, ӳсӗрӗлтерсе, самантрах йӑхлӑх ӑйӑрӗ ахӑрса каять, кӑкӑртан кӗскен ӑ-хӑ-хӑ-хӑ кӗҫене-кӗҫене, вӑл кӗсре тиха ҫине сикесшӗн тӑпӑртатма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Аслӑ Шуйттан Ула Тимӗре ҫунтарса ярасла, хурахаяррӑн витӗрлесе илчӗ те ҫӗр ҫурасла ахӑрса кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ха-ха-ха, тупӑннӑ королева, — ҫаплипех ҫӑвар туллин ахӑрса тӑчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Ҫӗклесси ҫӗкле те, анчах асту, кайран ҫупкӑ ҫимелле ан пултӑрччӗ, куратӑн-и, Ванюк мӗнлерех пӑхса тӑрать, — ахӑрса кулса ячӗҫ хӗрсем, наҫилкка ҫине чул ванчӑкӗсем тиесе.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кам арӑмӗ пулчӗ вӑл, сан хулӑнтан ҫакӑнса пыраканни? — терӗҫ вӗсем ахӑрса.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тӗнчере хӑрушӑ вӑрҫӑ пулман пекех, мирлӗ вӑхӑтри пекех, ахӑрса кулма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Михха ахӑрса кулса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула алӑкран тухса ҫухалсанах, Михха тискеррӗн ахӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн куҫӗ умӗнче амӑшне вӑхӑтсӑр вӗлернӗ, пурнӑҫне тӗп тунӑ сехметӗн хула пек кил-ҫурчӗ ахӑрса ларать.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юлашкинчен ахӑрса кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех