Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аттестат сăмах пирĕн базăра пур.
аттестат (тĕпĕ: аттестат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ эсӗ, Шура, вӑтам шкул пӗтернӗскер, тин кӑна аттестат илнӗскер, ҫамрӑксен каҫне пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Кайран, каникул вӑхӑтӗнче, Раман ҫу каҫипех плугарьте, комбайнер помощникӗнче ӗҫлерӗ, аттестат илес куна тесе костюм, шурӑ кӗпе, галстук, пушмак туянмалӑх укҫа турӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хирти Явӑшри вӑтам шкула вӗренсе тухса алла аттестат илсен Надежда Шупашкарти Чӑваш патшалӑх университетне историпе филологи факультечӗн чӑваш чӗлхипе литератури уйрӑмне вӗренме кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче 146 ача вӑтам пӗлӳ илни ҫинчен аттестат илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Умра — ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%83%d0%b ... %bb%d3%97/

— Кӗҫӗн ывӑлӑм кӑҫал аттестат илчӗ, университета электротехника факультетне вӗренме кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Аллине аттестат илсен Шупашкара куҫса килет, бухгалтерсен курсӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн пӗр пӗчӗк фабрикӑра ӗҫ тупать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫакӑ чылай ҫамрӑкшӑн аттестат алла илнӗ хыҫҫӑн вӗренӗве малалла тӑсма ҫул уҫнӑ».

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Ҫав кун ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисемпе вырӑнсемпе ылмашӑнса аттестат илме вӗренсе тухакансем паракан икӗ обязательнӑй предметран пӗринпе — вырӑс чӗлхипе — пӗлӗвне тӗрӗслеме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ тытнӑ // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%b0%d1%8 ... %bd%d3%91/

Алла аттестат иличчен икӗ ҫула яхӑн ҫеҫ юлнӑ пулин те, маттур хӗрача юратнӑ учителӗсене, ашшӗ-амӑшне, ҫывӑх ҫыннисене хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсемпе татах та савӑнтарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

Ыран манпа пӗрле вунӑ ҫул вӗреннӗ пайташӑмсен, тантӑшӑмсен ҫамрӑксене «ҫунат хытса ҫитнине» ҫирӗплетекен тӗп документ — аттестат — илме право паракан экзаменсенчен пӗрремӗшне тытмалла -сочинени ҫырмалла, эпир пур, арҫын ачасем, икӗ хирӗҫли командӑна пайланса, райцентр стадионӗнче ҫавраҫил ҫавӑрттарса, анра-сухралансах футбол ҫӗмӗрттеретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Аттестат илнӗ ҫулах Аркадий строительство техникумне вӗренме кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӑтам шкул пӗтерсе аттестат илсенех пире, аслисен ҫулӗ ҫине тин ҫеҫ ура пусма ӗлкӗрнӗ юпахсене, утӑ уйӑхӗнче Хӗрлӗ Ҫара кайма повесткӑсем тыттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Аттестат илсен, Ула Тимӗр пилӗк уйӑх хушши колхозра «пурнӑҫ урапине бурлаксен пичевӗпе туртрӗ»: Полинана самантлӑха та асран кӑлармасӑр бригадӑри тантӑшӗсемпе, хӑйпе пӗр пусӑмри ҫамрӑксемпе (ах, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ачалӑхӗнчи хытлӑх саманана пула ҫӗре те кӗчӗ ӗнтӗ), ытти колхозниксемпе пакапар уй-хире фермӑран, уйрӑм хуҫалӑхсенчен тислӗк кӑларчӗ, чул кӑларнӑ ҫӗрте кутӑрланчӗ, пӗве пӗвелекенсем хушшинче тар тӑкрӗ, пӳрнисене каса-каса, вӗсем тӑваткалланса кайичченех ҫурла тытса ҫатра, пиҫенлӗ тырӑ вырчӗ, килте те, колхозра та паранкӑ кӑларчӗ, ытти-хатти ӗҫре хастарланса тӑрмашрӗ, кунне вун тӑватӑ ӗҫ кунӗшер туни те пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурте — учительсем те, аттестат илнисем те — таса, яка, хӑтлӑ уяв тумӗпе.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫавӑн пек телейлӗ мехел вӑтам шкул пӗтернине ҫирӗплетекен тӗп документ — аттестат — илнӗ шеппе йӗркеленӗ кӑларӑм-уяв каҫӗнче тин ҫаврӑнса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑтам шкул пӗтерни ҫинчен аттестат илнӗ хыҫҫӑн А.Совин тӳрех «Сельхозтехника» предприятие ӗҫе вырнаҫать.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ 238 вӗренекен алла аттестат илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗлӳ параҫҫӗ, хӑйсем те ӑсталӑха туптаҫҫӗ // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%b0%d1%8 ... %bf%d1%82/

Алла аттестат илсен вӗсем мӗн пӗчӗкрен пӗр парта хушшинче ларнӑ Н.И.Чумаковпа (каярахпа Асанкасси вӑтам шкулӗн директорӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ) Шупашкарти И.Я.Яковлев ячӗллӗ педагогика институтне физикӑпа математика факультетне вӗренме кӗме шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Михаил Максимович директор, кӗске сӑмах каласа, ҫамрӑксене ырӑ кунҫул сунчӗ те аттестат хучӗсем пачӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Экзаменсем тытса пӗтернӗ хыҫҫӑн ачасем гимназин пухусем ирттерекен залне аттестат илме пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех