Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Халӗ ӗнтӗ хамӑр йӑхри чаплӑ арсене, аттесене, асаттесене мухтавлар: 2. вӗсем урлӑ Ҫӳлхуҫа нумай ырӑ ӗҫ кӑтартнӑ, ӗмӗртенпе Хӑй аслӑлӑхне вӗсем урлӑ кӑтартса тӑнӑ; 3. вӗсем хӑйсен патшалӑхӗнчи аслӑ, ятлӑ-сумлӑ арсем пулнӑ, вӗсем ырӑ канаш парса пурӑннӑ, малашне мӗн пулассине пророксем пек пӗлтерсе тӑнӑ; 4. канаш тунӑ ҫӗрте ҫырӑва вӗрентнӗ чухне вӗсем халӑха ертсе пынӑ.
Сир 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫав каҫ ҫитессе пирӗн аттесене малтанах пӗлтерсе хунӑ: вӗсем, хӑйсене пама пулнине ҫирӗп шанса-ӗненсе, канӑҫлӑ тӑччӑр тенӗ.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ аттем тата хамӑн ӑрури тӑванӑмсем ҫапла каланине илтнӗччӗ: Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑм, пур халӑхсем хушшинчен Израиле, пур несӗлсенчен вара пирӗн аттесене ӗмӗрхи еткере суйласа илнӗ, вӗсем валли Хӑв вӗсене мӗн каланине тунӑ.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫакӑншӑн пуриншӗн те Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра тав тӑвар, Вӑл пире хамӑр аттесене сӑнанӑ пек сӑнать.25. За все это возблагодарим Господа Бога нашего, Который испытует нас, как и отцов наших.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа та, Унран ҫӑлӑнӑҫ кӗтсе, Ӑна хамӑра пулӑшма йӑлӑнӑпӑр, кӑмӑлӗ пулсан, Вӑл пирӗн сасса илтӗ, 18. мӗншӗн тесессӗн этем алли тунӑ турӑсене пуҫҫапни пирӗн йӑхра пулман, хальхи вӑхӑтра та пӗр йӑх та, пӗр ӑру та, пирӗн пӗр халӑх та, пӗр хула та ун пек тумасть, вӑл унччен ҫавӑн пек пулнӑ, 19. ҫавӑнпа та пирӗн аттесене хӗҫ айне ӳкернӗ, ҫаратнӑ, хамӑрӑн тӑшмансем умӗнче вӗсем хӑрушла пӗтнӗ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, эпӗ, Давид аттемӗн вырӑнне кӗрсе, Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫине лартӑм, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ячӗпе Ҫурт туса лартрӑм; 21. унта саккун арчи валли вырӑн хатӗрлерӗм, арчара Ҫӳлхуҫамӑр пирӗн аттесене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ хыҫҫӑн вӗсемпе хывнӑ халал упранать, тенӗ патша.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫакӑн хыҫҫӑн Самуил халӑха каланӑ: [кӳнтеленӗ —] Моисейпе Аарона ҫӗкленӗ, пирӗн аттесене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа, тенӗ.
1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Моисей хӑйсем чарӑнса тӑнӑ вырӑнтан, Кадесран, Эдом патши патне элчӗсем янӑ, ӑна ҫапла [пӗлтерме] хушнӑ: санӑн Израиль тӑвану ҫапла калать: эпир тӳснӗ мӗнпур хӗн-терте эсӗ пӗлетӗн; 15. пирӗн асаттесем Египета куҫса кайнӑччӗ, эпир Египетра нумайччен пурӑнтӑмӑр, Египет ҫыннисем пире, пирӗн аттесене нумай асап кӑтартрӗҫ; 16. вара эпир Ҫӳлхуҫана тархасларӑмӑр, Вӑл пирӗн сассӑмӑра илтрӗ, пирӗн патӑмӑра Ангел ячӗ, пире Египетран илсе тухрӗ; эпир халӗ Кадесра, санӑн ҫӗрӳ чиккинчех ларакан хулара, тӑратпӑр; 17. пире хӑвӑн ҫӗрӳ урлӑ каҫса кайма ирӗк парсамччӗ: эпир уй-хирсене, иҫӗм пахчисене кӗмӗпӗр, [санӑн] ҫӑлусенчен ӗҫмӗпӗр; патша ҫулӗпе кайӑпӑр, санӑн ҫӗршывунтан тухиччен сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнмӑпӑр.
Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2