Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑрхаймарӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫтаппан хӑй ҫумне ҫамрӑк ҫын пырса тӑнине те асӑрхаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула ӑна асӑрхаймарӗ, анчах хӑйне алӑра тыткала пуҫланипе хӑюллӑн хуравларӗ:

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫынсем хӑй ҫине йӗрӗнсе пӑхнине ҫеҫ асӑрхаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Богданов Ҫтаппана сӑмса кӑкӗнчен ҫамкапа ҫапса анратнине асӑрхаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан сасартӑк самолет тем ҫине хӑрушла хытӑ пырса ҫапӑннине туйрӗ — Завьялов курӑк ӑшӗнче палӑрман шӑтӑка е пӗр-пӗр мӑн чула асӑрхаймарӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл сылтӑм енчи стена патӗнче, фотоӳкерчӗксем хурса тултарнӑ пысӑках мар ҫыру сӗтелӗ хушшинче, хӗрарӑм ларнине тӳрех асӑрхаймарӗ те.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Епле тесен те, Энтри ӑна Тамарӑпа Тоньӑна ҫеҫ каласа парать-ҫке (пӳлӗмре эпӗ те пуррине Энтри ҫав-ҫавах пӗлмест-ха, ҫаплах асӑрхаймарӗ вӑл мана).

Куҫарса пулӑш

XXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Илюш вара Альбина ҫирӗп кӑмӑллӑ, ӑшӑ чунлӑ хӗр иккенне тӑруках асӑрхаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Учӗ вара, хӗрсе кайнӑскер, юланутҫи сиксе юлнине те асӑрхаймарӗ пулас, малалла чуптарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑшманӑн пӗр автоматчикӗ упаленсе чылай ҫӗкленчӗ те шур чул хыҫне выртрӗ, ӑна Левенчук асӑрхаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Вӑл часах хайхи кӑвакал патне ишсе ҫитрӗ, ӑна ҫунатӗнчен ярса илчӗ, ыттисем — ниҫта та ҫук ӑҫта тарса кайнине вӑл асӑрхаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шӑллӗ пур еннелле тинкерсе пӑхрӗ, хайхи чул ӳплене шырарӗ, анчах ӑна вӑл ниҫта та асӑрхаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тухсан, пур еннелле те пӑхрӗ, нимӗн те асӑрхаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ку хутӗнче те мана асӑрхаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Класа шкул администрацийӗ «педагог» тесе чӗнекен Стурза надзиратель хӑш вӑхӑтра пырса кӗнине ачасенчен нихӑшӗ те асӑрхаймарӗ.

Никто и не заметил, как в класс вошел надзиратель Стурза, которого администрация школы величала «педагогом».

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл, тӗпелте «тёрка икерчи» пӗҫерме ҫӗр улми хырса лараканскер, хӗрсене тӳрех асӑрхаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫавна пулах вӑл Лукарье хӑйне мӗнле куҫпа кӗтсе илнине те асӑрхаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьяна чиркӳрен таврӑннӑ чухне васканипе асӑрхаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫук, ывӑлӗ асӑрхаймарӗ, пӗр ашшӗ кӑна килти ӗне йӗрри тӑрӑх анкартинелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Тӳрӗ ҫын тӳрере (кантурта ӗҫлекен), турӑ — тӳпере тенӗ пулсан та Янтул тӳрене лараймарӗ, ытла ҫӳлте пулнипе турӑ асӑрхаймарӗ пулас ӑна.

Но честные в большинстве почему-то сидят на должностях, а Яндула, видимо, бог не заметил — не нашел ему места в суде или еще в какой-нибудь конторе…

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех