Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑннӑ (тĕпĕ: асӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн ял хуҫалӑх литературин уйӑхлӑхӗ те иртет.

Куҫарса пулӑш

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

Хӗр асӑннӑ предприятире йӗркеленӗ кӗске курсра электросварщике вӗренсе тухрӗ, ӗҫре часах маҫтӑрланса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Татьяна аппӑшӗпе тата вӑл пурӑнакан хулапа яланлӑхах сывпуллашса ҫӳлерех асӑннӑ хулана тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Мӗншӗн эсир асӑннӑ крана ҫурт варрине лартмастӑр?

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Африкӑна ҫитмелли хушӑна (2000 км/1250 миля) пӑхсан тата икӗ утрав пӗр-пӗринпе ҫывӑх пулнине кура ҫапла май вӑл Мадейрӑпа Порту-Сантӑна асӑннӑ теме май пур.

Оцениваемое расстояние до Африки (2000 км/1250 миль) и близость двух островов позволяют сопоставить это упоминание с Мадейрой и Порту-Санту.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Плиний хӑйӗн ӗҫӗнче Пурпур Утравӗсене асӑнать, унӑн вырнаҫӑвӗ Телейлӗ утравсемпе, е Канар утравӗсемпе пӗр килет, ҫапла май Мадейра утравӗсене асӑннӑ теме май пур.

Плиний упоминает Пурпурные Острова, чье расположение соответствует Счастливым островам, или Канарам, что может относиться к островам Мадейры.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Ҫурӑм шӑммиллӗ эндемиксене те тупма пулать, сӑмахран, ҫӳлерех асӑннӑ калтасемпе кайӑксен хӑш-пӗр тӗсӗсем.

Обитают и некоторые позвоночные, как например некоторые виды ящериц и птиц, упомянутых выше.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Енри сывлӑх сыхлавӗн сфери пирки сӑмахланӑ май, регионта сывлӑх сыхлавӗн виҫӗ шайлӑ тытӑмӗпе медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерме стратеги хатӗрленине пӗлтернӗ: пысӑк технологиллӗ медицина хатӗрӗсемпе халӑхӑн сывлӑхне сиплени ҫинчен те асӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ҫичӗ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен шучӗ 10 хут ытла ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/11/chav ... ulla-byudz

Арӑмӗ улӑштармалӑх ӑшӑ кофта, аялти кӗпе-йӗм, ывӑлӗсене асӑннӑ кунран юлнӑ ҫимене кушиле хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та ытти Турӑсене те манса кайман, яланах асӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Гронингена пӗрремӗш хут ҫыру ҫӑлкуҫӗнче 1040 ҫулта асӑннӑ.

Первое упоминание Гронингена в письменном источнике датируется 1040 годом.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Асӑннӑ ялсенче кӑҫалхи ҫул пуҫланнӑ тӗле 434 хуҫалӑх шутланса тӑнӑ, вӗсенче 1344 ҫын пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем пуҫаруллӑ, пултаруллӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d2%ab%d1%8 ... %bb%d3%91/

Асӑннӑ каҫа институтра чӑваш композиторӗсен ӳнерӗн энциклопедийӗ тесе хакланипе килӗшмелле.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш композиторӗсен хайлавӗсем янӑрарӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36675.html

1196 ҫулта хулана пӗрремӗш хут Осиек ятпа асӑннӑ.

В 1196 году город впервые упомянут под именем Осиек.

Осиек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D1% ... 0%B5%D0%BA

Пирвайхи хут Маркбурх замокӗ пирки 1164 ҫулта асӑннӑ.

Первое упоминание о замке Маркбурх относится к 1164 году.

Марибор // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%BE%D1%80

- Палӑртмалла, кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗнчен пирӗн район та асӑннӑ проекта пурнӑҫа кӗртме пуҫлӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑ вырӑнта пурӑнма та лайӑх // Н.МИДАКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1108- ... -ta-laj-kh

- Алина Валерьевна, вулакансене асӑннӑ проект районта пурнӑҫланасси пирки каласа парӑр, тархасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑ вырӑнта пурӑнма та лайӑх // Н.МИДАКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1108- ... -ta-laj-kh

Асӑннӑ проекта пирӗн район та хутшӑнассине пӗлсенех эпир кун пирки район администрацийӗн экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пай начальникӗнчен Алина Ярабаеваран тӗплӗнрех ыйтса пӗлес терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑ вырӑнта пурӑнма та лайӑх // Н.МИДАКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1108- ... -ta-laj-kh

- Районти Туктамӑш ялӗнче вырнаҫнӑ пӗр хуҫалӑхра вилнӗ бройлер чӗпсенчен пробӑсем илнӗ хыҫҫӑн кайӑк грипӗн А типӗн H5 подтипӗн ҫӑлкуҫне тупса палӑртнӑ май, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьевӑн июлӗн 18-мӗшӗнчи 296-рг № хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, асӑннӑ ялта республикӑри патшалӑх ветеринари службин июлӗн 18-мӗшӗнчи 70 № хушӑвӗпе ҫирӗплетнӗ «Чӑваш Республикинчи Хӗрлӗ Чутай районӗн уйрӑм территорийӗсенче кайӑк грипне пӗтерес тата сарӑлассине пӳлес мероприятисен планне» пурнӑҫланӑ тапхӑрта карантин туса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Туктамӑш ялӗнче карантин туса хунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1833- ... -tusa-khun

1) ҫакӑнта асӑннӑ тусен чи ҫӳллӗ тӑррисем мӗн ятлӑ?

1) как называются самые высокие вершины указанных гор,

9. Тусем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех