Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

астусан (тĕпĕ: асту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах, шалти пӳртри кӑмака ҫинче хӑйӗн пӗчӗк ывӑлӗ, этем пулса ҫитейменскер, ҫӑматӑ ӑшӗнче выртнине астусан, чӗлӗмӗ ҫинчен манма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах ҫыран хӗрринче арҫынпа хӗрарӑм тӑнине астусан, ял ҫинчен шухӑшлама пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ула-чӑла пус хушшинче хура хӑю пек курӑнакан ана пуррине астусан тӗлӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫтаппан кайма тӑнине астусан, айккинелле ҫаврӑнчӗ те хӗвӗнчен сӑмса тутӑрӗпе чӗркенӗ япала туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр ирхине Анук ыйхӑран вӑранса чӳрече витӗр кун ҫути кӗнине астусан хӑраса ӳкрӗ:

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Инҫех те мар лапсака йӑмра ларнине астусан, ун еннелле ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрне ӑнсартран малти чӳречерен пӑхрӗ те, Ҫтаппан васкаса иртнине астусан, вӑл хупаха кайрӗ пек сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кухарка тӑнине астусан, ҫаппа-ҫарамас кӑкӑрне пиншак аркипе витрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ун ҫине пӑхмасӑр пуҫне усса ларнине астусан, кӑштах лӑпланчӗ, вӑл мухмӑрпа асапланнӑ пек ӑнланнипе ӑна пулӑшу пама кирлине тавҫӑрса, хӑюллӑн чӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах, хӑй кӗпесӗррине тата ҫийӗнче темле ҫӗтӗк пиншакне астусан, самантлӑха шыв ӗҫес килнине мансах, мӗн пулса иртнине аса илме тӑрӑшрӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗвел ана пуҫланине астусан, ӗҫе пӑрахасса кӗтмесӗрех ушкӑнран васкавлӑн уйрӑлчӗ те кимӗ ҫине сиксе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье ҫаплах тумланманнине астусан, ҫамрӑк хӗрӗн кӑмӑлӗ темле кичемленсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ультӳҫ инке сӑмахне Ухтиван астусан та астӑвасшӑн мар.

Слова тетушки Ульдусь Ухтиван изо всех сил старается забыть.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑна эсӗ астусан та, астумасан та пултаран — вӑл уншӑн пӗртте кӳренмӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах хӑйне авланма ҫав тери ҫӑмӑллине астусан, ӑна темӗнле аван мар, тата, ҫитменнине, кулӑшла та пулса кайнӑ.

Но ему стало неловко и даже смешно при мысли о том, как легко ему жениться.

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Чирлӗ ҫынӗ ӑҫта выртнине астусан, посылка яни пит те вырӑнлӑ пулнӑ.

Посылка была весьма кстати, особенно в той обстановке, в которой лежал больной.

XXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӑл Муцие вӗлерчӗ пулсан, — кинжал питӗ шала кӗнине астусан, Муций вилчех теме пулать, — вӑл Муцие вӗлерчех пулсан, ку ӗҫе ҫынран пытарма ҫуках!

Если он убил Муция, — а вспомнив о том, как глубоко вошло лезвие кинжала, он в этом сомневаться не мог, — если он убил Муция — то нельзя же это скрыть!

X // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.

Тӳррипе каласан, эпӗ улттӑра пирвайхи те юлашки хут хамӑн няньӑна юратса пӑрахрӑм — анчах ку питӗ тахҫан пулнӑ, ҫавӑнпа пирӗн хушшӑмӑрти ӗҫсене тӗпӗ-йӗрӗпе астумастӑп, астусан та, кама кӑсӑклантарччӑр вӗсем?

Собственно говоря, в первый и последний раз я влюбился лет шести в свою няню; но этому очень давно, подробности наших отношений изгладились из моей памяти, да если б я их и помнил, кого это может интересовать?

Пирвайхи юрату // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Пурне те астусан — кашкӑрла пурӑнас пулать.

Ежли все помнить — волками надо жить.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Туйне астӑвать вӑл, анчах туй хыҫҫӑн мӗн тумаллине вӗлерсен те нимӗн те астумасть, астусан та ӗҫнине, выртнине, ҫапӑҫнине ҫеҫ астӑвать.

Свадьбу он помнит, а что было после свадьбы — хоть убей, ничего не помнит, кроме разве того, что пил, лежал, дрался.

Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех