Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аслӑ сăмах пирĕн базăра пур.
аслӑ (тĕпĕ: аслӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ылтӑн кӗрӗн ылтӑн кӗлетне Ылтӑн тырӑ ытлӑн халь хывсан, Ҫӗрӗн-шывӑн аслӑ уй-хирне Чи вӗри тарпа халь шӑварсан, Хулари мӗнпур пек цехсене Юрӑпа, ӗҫпе хӑват парсан, — Эсӗ пулӑн улӑп ман умра, Эпӗ пулӑп паттӑр сан ҫумра.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Хут пек тикӗс уйсенче Аслӑ тилӗ шав юртать.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫапла, вӑрманӗ ку аслӑ, анчах та вӑрманти сукмаксем ытла та ансӑр.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑрманӗ ку аслӑ.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Аслӑ вӑрман варринчи уҫӑ вырӑна сӗм-авалах килсе йӑпшӑннӑ Кӳлхӗрринчи магазина кайса килес тесен, вун-вуникӗ ҫухрӑм ҫул тумалла каллӗ-маллӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑрмар округӗнчи сасӑлава тӑратнӑ объектсем: Ленин урамӗнчи сквер /интернационалист-салтаксене тата Ҫӗнтерӳҫӗ-салтак ячӗпе лартнӑ асӑну палӑкӗсен территорийӗ\, Вӑрмар поселокӗнчи Свердлов урамӗнчи парк, Кивӗ Вӑрмар ялӗнчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫӗсене хунисене асӑнса лартнӑ палӑк умӗнчи лаптӑк, Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсене асӑнса лартнӑ Мӑнҫырма ялӗнчи аллея.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ енлӗ ӗҫ пурнӑҫланать // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11927-t-rl-e ... urn-clanat

Ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗн С.В. Захарован парнисене ҫӗнсе илессишӗн, СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерне Н.И. Пуклакова асӑнса ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӑмӑртусем, СССР спорт мастерне Н.Гренадерские асӑнса ҫӑмӑл атлетика енӗпе республика шайӗнчи ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. СССР спорт мастерӗсене С.С. Уливанова тата Н.А. Сейфуллина асӑнса самбо енӗпе турнирсем, Олимп чемпионӗн В.С. Соколовӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн бокс енӗпе турнир йӗркелетпӗр. Унсӑр пуҫне йӗлтӗрпе чупса мала тухассишӗн Вӑрмар округӗн чемпионачӗсем, аслӑ ӳсӗмри ҫынсем хушшинче «Активлӑ вӑрӑм ӗмӗр» фестивальсем, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн мини-футбол енӗпе турнир тата ытти мероприятисем те иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

2023 ҫул вӗҫӗнче Аслӑ Чакри, Кавалти, Чупайӗнчи, Пинерти культура ҫурчӗсенче тӗп юсав ирттермелли конкурса хутшӑнма ЧР Культура министерствине заявкӑсем тӑратнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

Лола Сабировна ТЕШАБАЕВА, Ямпайӗнчи культура ҫурчӗн заведующийӗ: «Ямпайсем ҫӗнӗ культура ҫурчӗшӗн ҫав тери савӑнаҫҫӗ. Паянхи кун кунта ачасем валли 3 тӗрлӗ кружок ӗҫлет: ташӑ, декоративлӑ прикладной ӳнер, илемлӗ ӳкерме вӗренмелли кружоксем. Аслӑ ӳсӗмрисем те тӑтӑшах пуҫтарӑнаҫҫӗ, караокепе юрлама юратаҫҫӗ. Аслисем валли шашкӑ-шахмат кружокӗ ӗҫлет. Тӗрлӗ мероприятисем ирттеретпӗр, пуҫтарӑнсах тӑратпӑр».

Куҫарса пулӑш

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

Ӑна Раҫҫей спорт мастерне, Хӑюлӑх орденӗн кавалерне, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑрсен вилӗмӗпе пуҫне хунӑ Владимир Петрович Сергеев аслӑ лейтенанта асӑнса йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Владимир Сергеев паттӑра асӑнса — йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ // Зинаида ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11717-vladim ... t-r-m-rt-v

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн нумай вӑхӑта тӑсӑлнӑ хирӗҫ-тӑруран пӗри — Афганистан вӑрҫи.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ паттӑрӗсӗм – ӗмӗр хисепре // Ольга ТЕРЕНТЬЕВА. https://kanashen.ru/2024/05/08/%d0%b2a%d ... %80%d0%b5/

Раҫҫейре Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен пархатарлӑ ӗҫне хаклас, вӗсене пулӑшас, паттӑрлӑхне ӗмӗрлӗхех историе кӗртсе хӑварас тӗлӗшпе «Верни герою имя» акци иртет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ паттӑрӗсӗм – ӗмӗр хисепре // Ольга ТЕРЕНТЬЕВА. https://kanashen.ru/2024/05/08/%d0%b2a%d ... %80%d0%b5/

Пӗрремӗш тӗнче, граждан, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи, паянхи кун та ятарлӑ ҫар операцийӗ иртнипе палӑрса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ паттӑрӗсӗм – ӗмӗр хисепре // Ольга ТЕРЕНТЬЕВА. https://kanashen.ru/2024/05/08/%d0%b2a%d ... %80%d0%b5/

2024 ҫулхи майӑн 7-мӗшӗнче Хушӑлкара Ҫӗнтерӳ паркӗнче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 79 ҫул ҫитнине халалланӑ митинг ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Хушӑлкара Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ 79 ҫул ҫитнине халалланӑ митинг ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... rn-3758407

«Вилӗмсӗр полк» — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакансене тата вилнисене ӗмӗрлӗхех асра тытма Раҫҫейре тата инҫетри чикӗ ҫӗршывӗсенче ирттерекен обществӑлла акци.

Куҫарса пулӑш

Район хаҫачӗн редакцийӗн коллективӗ "Вилӗмсӗр полк" акцие хутшӑнать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... at-3758587

«Родион Григорьевич — чӑн-чӑн герой. Паттӑрлӑхпа хастарлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна Отечественнӑй вӑрҫӑ орденӗпе, «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн», «1941-1945 ҫулсенче Германие Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗшӗн» медальсемпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Уфари 98 ҫулти ветеран Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3758599

Уфара пурӑнакан Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 98 ҫулти ветеранӗ Родион Лобанов Хӗрлӗ площадьре Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Уфари 98 ҫулти ветеран Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3758599

Ачасем Отечественнӑй Аслӑ вӑрҫӑн геройӗсене сӑвӑсемпе юрӑсем халалланӑ, администраци представителӗсем ял ҫыннисене хӑйсен мӑн аслашшӗсемпе ашшӗсен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен манмалла мар тесе сӑмах каланӑ, пухӑннисем пуҫне хунисене чӗнмесӗр пӗр минут тӑрса чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑслӑкра Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ чаплӑ митинг иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... tn-3758609

Шкул ачисем, ача сачӗн воспитанникӗсем, ял ҫыннисем, учреждени ӗҫченӗсем, волонтерсем, администраци представителӗсем - Аслӑ Ҫӗнтерӗве уявлассинчен никам та юлман.

Куҫарса пулӑш

Пӑслӑкра Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ чаплӑ митинг иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... tn-3758609

Хальхи ачасемпе ҫамрӑксемшӗн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ - инҫетри истори.

Куҫарса пулӑш

Ситекпуҫӗнче "Ачасене вӑрҫӑ ҫинчен вулатпӑр" акци иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3758615

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех