Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асапӗсем (тĕпĕ: асап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫар мана, Ваҫи… — каласа пӗтереймерӗ, куҫне ӗмӗрлӗхех хупрӗ, асапӗсем татӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эсир шухӑшласа пӑхӑр-ха лайӑхрах: пирӗн вӗт ҫыншӑн хӑй арӑмӗ тӗлӗшӗпе нимӗнле туйӑмсем те пулманшӑн ӑна суд тума тытӑнсассӑн, пурте чӑн малтан хӗрарӑм асапӗсем пирки ҫунаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Михал вӑрҫӑ асапӗсем ҫинчен каласа парать.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӗр туссем аякри палламан вырӑс хӗрӗн паттӑрлӑхӗпе асапӗсем ҫинчен вуланӑ чух хурланчӗҫ те, хаярланчӗҫ те; ҫамрӑк партизанкӑран чун илнисем мӑшкӑллани ҫинчен вуланӑ чух вӗсен чӗрисенче куҫҫулӗпе пӗрлех хаяр курайманлӑх вӗресе тӑчӗ…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Анук асапӗсем ҫинчен пӗлнӗ хула ӗҫ ҫыннийӗсем протестлеме тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Вара унта малтанхи юратӑвӑн асапӗсем те, сӑмахпа каласа пама ҫук шухӑшсем те илтӗнӗччӗҫ.

Заставил бы ее рассказать и о первом чувстве, захлестнувшем его, и о тех мыслях, что не выразить словами.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Павӑл сасартӑк авалхи грексен мифологинчи Зевспа Плутон ывӑлӗ Тантал асапӗсем ҫинчен аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хастарлӑ тинӗс ишевҫисен асапӗсем тинех иртнӗ…

Кончились долгие страдания смелых мореплавателей…

Тӗнче тавра пӗрремӗш хут ҫаврӑнни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Эпӗ ҫынсене вӗсен инстинкчӗ тата пурӑнӑҫри кичемлӗхӗ хӑваласа кӗртнӗ ҫак шӑтӑксенче ухмахла сӑмахсенчен юратӑвӑн пӑлханӑвӗсемпе асапӗсем ҫинчен чӗрене пырса тивекен юрӑсем хунине, «вӗреннӗ ҫынсен» пурӑнӑҫӗ ҫинчен киревсӗр легендӑсем епле пулса тухнине, ӑнланмалла мар япаласем ҫине мӑшкӑларах, тӑшманла пӑхасси епле пуҫланса кайнине сӑнарӑм, «чуна лӑплантармалли ҫуртсем» манӑн юлташсем питех те хаяр, ҫилӗллӗ пӗлӳсем илсе тухакан университетсем пулса тӑнине куртӑм.

Я наблюдал, как в этих щелях, куда инстинкт и скука жизни забивают людей, создаются из нелепых слов трогательные песни о тревогах и муках любви, как возникают уродливые легенды о жизни «образованных людей», зарождается насмешливое и враждебное отношение к непонятному, — и видел, что «дома утешения» являются университетами, откуда мои товарищи выносят знания весьма ядовитого характера.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Пуринчен ытла вӑл ҫав фокуса Мышецки князӗн «Виноград Российский» ятлӑ кӗнекине кӑтартма юрататчӗ, вӑл «асап тӳснӗ пит тӗлӗнмелле те паттӑр ҫынсен нумай чӑтӑмлӑ та нумай паттӑрлӑхлӑ асапӗсем» ҫинчен ӑраснах лайӑх пӗлетчӗ, Петр Васильевӗ вара ӑна пӗрмаях йӑнӑшсем ҫинче тытма тӑрӑшатчӗ.

Чаще всего он показывал этот фокус на книге князя Мышецкого «Виноград Российский», — он особенно хорошо знал «многотерпеливые и многомужественные страдания дивных и всехрабрых страдальцев», а Петр Васильев всё старался поймать его на ошибках.

XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Иккӗмӗш тӗрлӗ юрату — хӑйне хӑй уямасӑр юратни; ку вӑл юратнӑ чуншӑн юратакан ҫын хӑйне те хӗрхенменнине юратни пулать, ҫапла юратакан ҫын хӑйӗн асапӗсем юратнӑ чуншӑн усӑллине е усӑллӑ маррине пачах шута илмест.

Второго рода любовь — любовь самоотверженная, заключается в любви к процессу жертвования собой для любимого предмета, не обращая никакого внимания на то, хуже или лучше от этих жертв любимому предмету.

XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кам-ха сиртен хӑйӗн ҫӳлти тронӗ ҫинчен Голгофа тӑвӗ ҫине пӑхнӑ ашшӗн асапӗсем ҫинчен аса илнӗ?

Кто из вас вспомнил о муках отца, глядевшего на Голгофу с высоты своего небесного трона?

VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Анчах кам-ха сиртен хӑйӗн ывӑлне хӗрес ҫине пӑталама панӑ атте — турӑ асапӗсем ҫинчен аса илнӗ?

Но кто из вас, скажите мне, подумал и о страданиях Бога Отца, который дал распять на кресте своего сына?

VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Падре, сирӗн туррӑр — ултавҫӑ, унӑн суранӗсем ахаль туса кӑтартнӑ сурансем, унӑн мӗнпур асапӗсем — суя.

— Падре, ваш бог — лжец, и раны его, и все страдания его — ложь.

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Янахне хыҫкаласа, Тихон Вялов, яланхи пекех, лӑпкӑн: — Этем асапӗсем пурте пӗчӗк япаласемшӗн пулаҫҫӗ, — терӗ.

Почёсывая скулу, Тихон Вялов сказал спокойно, как всегда говорил: — Все человечьи муки из-за малости.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Тата темиҫе кун — вара ним иккӗленӳсӗр «Пилигрим» пассажирӗсен асапӗсем пӗтӗҫ!

Еще несколько дней — и несомненно настанет конец бедствиям пассажиров «Пилигрима»!

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Хӑйсен шӑпи пирки мӗн тери кулянсан та, асапӗсем чӑтма ҫук йывӑр пулсан та, вӗсем хӑйсен таврашӗнчи халтан кайнӑ чурасен ушкӑнӗ асапланни ҫине хӗрхенӳсӗр пӑхма, хуралта пыракан надсмотрщиксен тискерлӗхне курса, тарӑхмасӑр тӑма пултараймарӗҫ.

Но как ни велика была их тревога за собственную участь, как ни тяжелы были их страдания, они не могли без жалости глядеть на мучения окружавшей их толпы изнуренных рабов, не могли не испытывать возмущения при виде зверской жестокости надсмотрщиков.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫапах та Аня ӑна хӑйӗн чун асапӗсем ҫинчен каласа парас пулсан, Оля ӑнланма тӑрӑшнӑ пулӗччӗ, тен, мӗн енӗпе те пулин пулӑшӗччӗ те.

Но если бы Аня рассказала ей о своих терзаниях, Оля постаралась бы понять и, может быть, в чем-нибудь помогла.

Яланлӑхах // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Ашшӗн вилӗм асапӗсем пуҫланчӗҫ…

У отца началась агония…

Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Анчах халӗ унӑн умӗнче хӑйӗн ывӑлӗ ларать те, вӑл куҫӗпе, сӑн-пичӗпе, сӑмахӗпе каласа панисем — пӗтӗмпех ӑна чӗринчен пырса тивеҫҫӗ, чӗрере ывӑлӗпе мӑнкӑмӑлланни тулса пырать, мӗншӗн тесен амӑшӗн пурнӑҫне тӗрӗс ӑнланать, ӑна унӑн асапӗсем ҫинче калать, ӑна хӗрхенет.

А вот теперь перед нею сидит ее сын, и то, что говорят его глаза, лицо, слова, — все это задевает за сердце, наполняя его чувством гордости за сына, который верно понял жизнь своей матери, говорит ей о ее страданиях, жалеет ее.

IV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех