Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асаплантарса (тĕпĕ: асаплантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Атте ӑна асаплантарса вӗлернӗ хыҫҫӑн тӗсрен ӳкрӗ анне, кунӗн-ҫӗрӗн макӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл вӑрӑ-хурахсем хуҫасене асаплантарса вӗлерни ҫинчен Микула каласа панисене аса илчӗ те, пӗҫҫи тӑрӑх вӗри йӗпе юхса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑвах шухӑшла-ха: мана асаплантарса вӗлерме е ӗмӗрлӗхе суранлатса хӑварма пултаратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Асаплантарса тӗпчеме тытӑнчӗҫ пулмалла…

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук кумана ыйткалакана ҫаратнӑ тесе асаплантарса тӗпчесшӗн.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Асаплантарса тӗпчемелле ӑна!

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Манӑн аттене ссылкӑра асаплантарса вӗлерчӗҫ, унтан упӑшкана, халӗ ывӑлӑма — Толике, вилме илсе каясшӑн.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Асаплантарса вӗлермелле, аллӑр-урӑрсене касса!

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Асаплантарса, чӗркелесе пӗтертӗм эпӗ сана хамӑн шухӑшсемпе.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗрне вӗҫмелли ҫунат парнелет, теприне асаплантарса пурӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑх сунатӑп пурне те!!!» // Леонид Атлай. https://t.me/parhatar/116

Чӗрене ҫурса, асаплантарса, хыҫра, аякра, параппан тӳнклетрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Асаплантарса вӗлернӗ тусӑмсем ӑҫта?

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Салтаксем те, асаплантарса вӗлернӗ патька-патша ҫыннисем те курӑнмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран хайхи тата Валтиелӗнче пысӑк вӑрҫах тухнине, таҫтан килсе тухнӑ ҫар салтаксене ҫӗнтернине, икӗ пупа тата темиҫе пуяна тискеррӗн асаплантарса вӗлернине илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара ҫавӑнтах пӗр вӑрӑм сухаллӑ хресчен, чӗркуҫҫи ҫине тӑрса, аллисемпе сулкаласа ҫак улпут унӑн чӗчӗ ачине епле асаплантарса вӗлернине каласа кӑтартма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Пултараймасан, хамӑра тытаҫҫӗ те асаплантарса вӗлереҫҫӗ…» — шутласа пычӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Тепӗр хут калатӑп, вӑл пирӗн ҫӗршыври 180 миллион вӑй питти, чи ӗҫчен, тӗреклӗ пурӑннӑ ҫынна ним айӑпсӑр хӑйӗн «хӗрлӗ кустӑрми» айне туса, асаплантарса вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Пӗлетӗр-и, 30-40-мӗш ҫулсенче политика репрессийӗсенче Сталин 180 миллион совет ҫыннине пӗр айӑпсӑр персе, тӗрмесенче ҫӗртсе, концлагерьсенче асаплантарса вӗлернӗ!!!

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Павӑлӑн инкек вӑраххӑн асаплантарса хӑртакан пурнӑҫӗ рульсӗр-парӑссӑр кимӗ пек тӗлсӗр-йӗрсӗр шума, енчен енне сулӑнкалама пуҫларӗ: пӗчченлӗх тунсӑхӗ асар-писер тинӗс хумӗ евӗр киле-киле ҫапсан, ҫӑлӑнӑҫа вӑл каллех эрех черккинче шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Кунта ак манӑн умма фашист йытти, гестапора ҫынсене асаплантарса вӗлерекен чунилли тухса тӑчӗ…

И тут передо мной встал этот фашистский пес, убийца из гестапо…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех