Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑмӗсемшӗн (тĕпĕ: арӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яланах савӑк ҫӳрекен арӑмӗсемшӗн вӗсене ӑмсаннӑ та.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Кунта тата ҫакна та асӑнма тивет: ҫав докторсем пӗр-пӗрне йӑлӑхтарса ҫитернӗ упӑшкисемпе арӑмӗсемшӗн, ашшӗ-амӑшӗсен кил-ҫурчӗпе пуянлӑхне хӑйсен аллине ҫавӑрса илме ӗмӗтленекен аслӑ ывӑлӗсемшӗн, тӑшманӗсем хӑйсен вырӑнне ларма пултаракан министрсемшӗн, хӑшпӗр чухне тата хӑйсен министрӗсене пӗтерме шутлакан патшасемшӗн те пит усӑллӑ ҫынсем пулса тӑраҫҫӗ.

К этому надо добавить, что они бывают весьма полезны мужьям и женам, если те надоели друг другу, старшим сыновьям, ждущим наследства, министрам, у которых есть опасные соперники, и нередко государям, желающим отделаться от своих министров.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

4. Хаяр ҫапӑҫу пынӑ вӑхӑтра Антиох ҫӗнтерме тытӑнсассӑн, Арсиноя ҫӳҫне-пуҫне арпашӑнтарса ярса ҫар тӑрӑх куҫҫульпе йӗрсе ҫӳренӗ, ҫарҫӑсене харпӑр хӑйшӗн, ачисемпе арӑмӗсемшӗн харсӑртараххӑн ҫапӑҫма чунтан ӳкӗтленӗ, ҫӗнтерсессӗн кашнине икшер мина ылтӑн пама пулнӑ.

4. Когда же произошло упорное сражение, и дело Антиоха превозмогало, то Арсиноя, распустив волосы, с плачем и слезами ходила по войскам, усильно убеждая, чтобы храбрее сражались за себя, за детей и жен, и обещая, если победят, дать каждому по две мины золота.

3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех