Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Вара ӑна Илия пророкран ҫыру ҫитнӗ, унта ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Давид аҫунӑн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: Иосафат аҫу ҫулӗпе, Иудея патши Аса ҫулӗпе ҫӳременшӗн, 13. Израиль патшисен ҫулӗпе кайнӑшӑн, Ахав килӗ астарса янӑ пек, Иудейӑна тата Иерусалимра пурӑнакансене аскӑнлӑха ертнӗшӗн, хӑвӑнтан лайӑхрах пӗртӑванусене вӗлернӗшӗн 14. Ҫӳлхуҫа акӑ санӑн аслӑ халӑхна, санӑн ывӑлусене те, санӑн арӑмусене те, санӑн мӗнпур пурлӑхна та пӗтерӗ, 15. сана хӑвна хӑрушӑ чирпе, ӑш чирӗпе, асаплантарӗ, чирӳ кунран-кун араслансах пырӗ, ӑшу-чиккӳ туха-туха ӳкме пуҫлӗ».
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫапла калать Ҫӳлхуҫа: акӑ Эпӗ сан ҫине хӑвӑн килӳнтенех усаллӑх ярӑп, хӑвӑн куҫу умӗнчех арӑмусене илӗп те вӗсене хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна парӑп, вӑл вара санӑн арӑмусемпе ҫак хӗвел умӗнчех ҫывӑрӗ; 12. эсӗ вӑрттӑн турӑн, Эпӗ вара ҫакна пӗтӗм Израиль умӗнче, хӗвел умӗнче тӑвӑп, тет.
2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1